Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

анне сăмах пирĕн базăра пур.
анне (тĕпĕ: анне) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Атте, анне хӑҫан яла каятпӑр?

Куҫарса пулӑш

Ял пурнӑҫне кӑмӑллакан Типшӗм Андрей // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

Сывалмалла манӑн, анне, сывалмалла.

Выздороветь мне надо, мама, выздороветь.

Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№

Пӗлетӗн-и, анне, эпӗ мӗн пӗчӗкрен Оксанӑна саватӑп.

Знаешь, мама, я с детства люблю Оксану.

Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№

— Ҫук, анне, шухӑшласа выртатӑп.

— Нет, маменька, думаю.

Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№

Тӳсӗмлӗхӗ пӗтсе ҫитсен пӗррехинче амӑшне ҫапла каларӗ: — Анне, манӑн пуҫ чӑтма ҫук хӗссе ыратать.

Как-то раз, когда стало невыносимо больно, сын сказал маме: — Мама, у меня голова сильно болит.

Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№

Анне фермӑра ӗҫлетчӗ.

Мама работала на ферме.

«Дояркӑсем ҫывӑрмаҫҫӗ, ирех юрлаҫҫӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

«Татьян, Тоня, тӑрӑр-ха, анне вилчӗ!» — тесе аслисене вӑратрӑм...

«Татьяна, Тоня, вставайте, мама умерла!» — говоря разбудила старших...

Кинӗпе тата ывӑлӗпе хутшӑнасшӑн мар // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Эпӗ анне ниҫта кайса кӗрейми ӳсӗрнине итлесе ларатӑп.

Я сижу и слушаю как очень сильно кашляет мама.

Кинӗпе тата ывӑлӗпе хутшӑнасшӑн мар // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Анне ссылкӑран туберкулезпа чирлесе таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кинӗпе тата ывӑлӗпе хутшӑнасшӑн мар // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Ывӑлне вӗлернӗ каҫ тӗлӗк те курнӑ амӑшӗ: «Анне, эпӗ тракторпа ларса кайрӑм, мана икӗ уйӑхлӑха хупса хучӗҫ», — тенӗ Юрик.

Куҫарса пулӑш

«Ывӑлӑм, шӑнтнӑ пулӑ пек, юр айӗнче 3 эрне выртрӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Комсомольски салинче хваттерте пурӑнатпӑр пулин те Хирти Сӗнтӗр ялне, анне патне, кашни эрнерех ҫӳретпӗр, — тунмарӗ ҫӗнӗ пӗлӗшӗм.

Куҫарса пулӑш

«Техникӑна мӑшӑра юратнӑ пек юратмалла» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Эпӗ ҫуралнӑ чухне атте – 50-ра, анне 45-ре пулнӑ.

Когда я родился, отцу было — 50 лет, матери — 45.

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Анне аттесӗр пӗчӗк ачисемпе выҫӑллӑ-тутӑллӑ пурӑннӑ.

Мать овдовела, жила с детьми впроголодь.

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Анне ӑраттине пӗтӗмпех Ҫӗпӗре янӑ.

Всю родню мамы отправили в Сибирь.

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Г.Ванюркинӑпа В.Тарасова «Анне, эпӗ качча каятӑп», Е.Александровӑпа В.Ванюркин вара «Сана ӑнать» сценкӑсем кӑтартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Агитбригадӑсем ҫула тухнӑ // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.08.02

Чӑваш Ен ҫыннисем тата тӗп хулара пурӑнакансем Шупашкарӑн тӗп паллишӗн - Анне палӑкӗшӗн - йышлӑн сасӑланӑ.

Куҫарса пулӑш

Анне палӑкӗ ҫӗнтернӗ // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.08.02

Ҫитсен тепӗр кунне анне мана: — Санӑн тантӑшу Укахви питӗ йывӑр чирлӗ выртать, кайса кур, ачам, — терӗ.

На следующий день по прибытию мне мама говорит: - Твоя ровесница Агафья очень тяжело больна, иди повидайся, сынок.

Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18

Анне, пирӗн санпа хӗр килӗшме каймалла пулать.

- Мама, нам с тобой надо будет идти невесту сватать.

Ахӑрсамана // Валентина Тарават. http://chuvash.org/lib/haylav/3970.html

— Каймалла ман, анне.

- Надо ехать мне, мам.

Ахӑрсамана // Валентина Тарават. http://chuvash.org/lib/haylav/3970.html

Анне, аннеҫӗм, — ҫӗнӗрен пырса ыталарӗ амӑшне ывӑлӗ.

- Мама, мамочка, - вновь подошел и обнял сын мать.

Ахӑрсамана // Валентина Тарават. http://chuvash.org/lib/haylav/3970.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех