Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

айӗнченех (тĕпĕ: ай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кирек хӑҫан пырсан та унта хир чӑххисем ура айӗнченех вӗҫе-вӗҫе тухаҫҫӗ.

Как ни придёшь — стадо куропачей из-под ног.

Йӗр тӑрӑх // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 86–95 с.

Гетман шляхӗ ҫывӑхӗнчерехре лашасен ури айӗнченех тенӗ пек ҫеҫенхир кӑркки ҫурта пек тӳррӗн тӳпенелле вирхӗнсе хӑпарчӗ.

Неподалеку от Гетманского шляха из-под ног лошадей свечою взвился стрепет.

XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Урайӗ цементран, пӗр самантрах чӗркуҫҫи таран спирт тулса ларчӗ, ун тӑрӑх казаксем аттисемпе шӑмпӑлтаттарса утаҫҫӗ, пӗшкӗнеҫҫӗ те, лашасем юханшывран ӗҫнӗ пек, урисем айӗнченех ӗҫеҫҫӗ, унтах йӑванса каяҫҫӗ…

Пол цементовый, враз натекло спирту по колено, бродют по нем, нагинаются, пьют, как кони в речке, прямо из-под ног, и тут же ложатся…

XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫенӗкрен, алӑк айӗнченех, картлашкасем ҫинелле юн юхса тухнине куртӑм.

А видала, как из сенцев, прямо из-под дверей, кровь на приступки текла.

XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫырмаран упаленсе хӑпарма тытӑнтӑм та, халӗ те астӑватӑп, сӑмса айӗнченех темӗнле кайӑк пӑрр! вӗҫсе тухса тарчӗ.

Из оврага стал выползать, помню, как шарахнет у меня из-под носа какая-то птица.

XL // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий пӗшкӗнчӗ: ун ури айӗнченех пӗчӗк кайӑк-кӑвакал чӗппи шиклетсе тухрӗ те курӑк ӑшнелле сиккелесе кӗрсе кайрӗ.

Григорий нагнулся посмотреть: из-под ног с писком заковылял в траву маленький дикий утенок.

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Шыва путнӑ хураман шыв айӗнченех чармакланса тӑракан юплӗ турачӗсем хушшинчен пӗр вӑхӑтрах икӗ сазан сиксе тухрӗҫ; виҫҫӗмӗшӗ, пӗчӗкреххи, сывлӑшалла пӗтӗрӗнсе, ҫине-ҫинех ик-виҫ хутчен ҫыр ҫийӗпе сиксе илчӗ.

Около затонувшего вяза, в рукастых оголенных ветвях одновременно выпрыгнули два сазана; третий, поменьше, ввинчиваясь в воздух, настойчиво раз за разом бился у яра.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аялалла пӑхсан нимӗн те курӑнмасть ӗнтӗ, шӑна пек, уйӑх айӗнченех вӗҫсе иртрӗ вӑл, кӑштах пӗшкӗнсе илмен пулсан, ҫӗлӗкӗпе уйӑха ҫаклатса илетчӗ-и тен.

Что ничего уже не мог видеть внизу, и пролетел как муха под самым месяцем так, что если бы не наклонился немного, то зацепил бы его шапкою.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Важенин, тытас тесе, аллисене тӑсрӗ, анчах Володя пӗшкӗнчӗ те, лешӗн чавсисем айӗнченех тухса кайрӗ.

Важенин, раскинув руки, хотел было перехватить его, но Володя мгновенно нагнулся и проскочил под локтем Важенина.

Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ҫапах та, пӗри шыранӑ вӑхӑтра, кашнийӗннех пӗр-пӗр шӑтӑкне упаленсе кӗрсе лӑпчӑнса выртасси килнӗ; ҫӳлте шыраканнине ураран ӳкиччен чуптарсан, сасартӑк ҫурӑм хыҫӗнчен, ура айӗнченех сиксе тухатӑн та, пӗтӗм вӑйпа ӑмӑртса пысӑк чул патне «патак-шакӑлтак» выртнӑ ҫӗре чупатӑн.

Но все же было очень соблазнительно заползти в такую дыру и прятаться там, пока тот, кто куликал, сбившись с ног рыскал по поверхности, а потом неожиданно выскочить у него за спиной, прямо из-под ног, и что есть духу нестись наперегонки к большому камню, возле которого брошена «палочка-застукалочка».

Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Халлӗхе вара кунта чӳрече айӗнченех сад пуҫланать, йӑлтах чечек пуснине пула, юр пек шурӑ сурӑх кӗтӗвӗ евӗр, шурӑ кӗпеллӗ хӗрачасен кӗпӗрленчӗк ушкӑнӗ евӗр, черешнясем нумай йышпа ҫап-ҫавракан та кап-капӑррӑн саркаланса лараҫҫӗ.

Сейчас же за окном начинался сад, где во множестве росли черешни, все белые от цветов, круглые и кудрявые, точно стадо белоснежных овец, точно толпа девочек в белых платьях.

VI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Унтан хур амине Лапшинов карчӑккин сӑмси айӗнченех ҫаклатса кайрӗ, ӑна картиш тӑрӑх сӗтӗрсе пычӗ, ача-пӑчасем вӗсене шӑхӑрса-ҫуйхашса ӑсатса ячӗҫ.

Из-под носа Лапшинихи выхватил гусыню, поволок ее по двору под свист и улюлюканье ребят.

11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Аэродром ҫинче хура мӗлкесем чупкалама тытӑнчӗҫ, такӑрлатнӑ юр ҫинче транспортниксем йывӑррӑн шума пуҫларӗҫ, штурмовиксем вӗсене ҫине-ҫинех пырса атакӑларӗҫ; «юнкерссен» экипажӗсем, мӗн пулса иртнине тавҫӑрса илсе, вут айӗнченех машинӑсене старт патне кӑларса сывлӑша ҫӗклеме пуҫларӗҫ.

Заметались по аэродрому темные фигурки людей, стали грузно расползаться по накатанному снегу транспортники, штурмовики делали новые и новые заходы и пришедшие в себя экипажи «юнкерсов» начали под огнем выруливать на старт и поднимать машины в воздух.

2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

20. Ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: акӑ Эпӗ — сирӗн ӑрӑмҫӑ енчӗкӗсене хирӗҫ! эсир унта вӗсемпе, хӑвӑр патӑра тата вӗҫсе килччӗр тесе, чунсене ярса тытатӑр, енчӗксене хул айӗнченех туртса илӗп, эсир хӑвӑр пата тата вӗҫсе килччӗр тесе ярса тытнӑ чунсене ирӗке кӑларӑп.

20. Посему так говорит Господь Бог: вот, Я - на ваши чародейные мешочки, которыми вы там уловляете души, чтобы они прилетали, и вырву их из-под мышц ваших, и пущу на свободу души, которые вы уловляете, чтобы прилетали к вам.

Иез 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех