Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

авторитета (тĕпĕ: авторитет) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ман авторитета пӗтересшӗн…

На мой авторитет посягает…

XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ҫак ыйтусем пурте манӑн авторитета пырса тивнине эсӗ пӗлетӗн вӗт-ха!

Ты же знаешь, что все эти вопросы моего авторитета касаются!

X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Кунашкал авторитета хирӗҫ эпӗ, паллах, пас!

— Против такого авторитета я, конечно, уже пас!

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Каллех авторитета пӗтӗмпех пӑсни пулать ку…»

Опять же полный подрыв авторитета…»

XXVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Юлашки авторитета урамрах пӗтермелле-и?

Лишаться последнего авторитета прямо на улице?

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эсӗ мӗн — мана хамӑн авторитета пӗтӗмпех пӗтерттересшӗн-и?

Ты что же — хочешь, чтобы я весь свой авторитет растерял?

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эсӗ, хӑвна ҫавӑн пек кӑтартса ҫӳресе, ман авторитета тӗпренех хавшататӑн.

А вот таким своим наглядным поведением ты в корне подрываешь мой авторитет.

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Унпа нихҫан та кичемлӗхе пӗлместӗн, анчах хам ертсе пыракан пионерсем умӗнче ҫакӑн пек шӳтлени маншӑн пӗрре те кӑмӑллӑ мар: ман авторитета хисепе хуман пек туйӑнать.

Мне с ним всегда было весело, но я не любила, когда он шутил так при моих пионерах: мне казалось, что этим он умаляет в их глазах мой авторитет.

10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Йӑрӑ ача, вут та пӑрӑҫ, кашни самантрах тар пек хыпса ҫӗкленме хатӗрскер, вӑл манӑн авторитета нумайччен йышӑнмарӗ.

Порывистый, живой, готовый каждую секунду вспыхнуть, взорваться, он долго не хотел признавать моего авторитета.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Авторитета купаларӑм, купаларӑм, халь ӗнтӗ эпӗ каятӑп тет те пули-пулми ҫын умӗнчех ҫатта-ҫарапаккаланса тӑратӑп, тет…

Зарабатывал, зарабатывал авторитет, да пойду теперь растелешусь перед кем попало…

Еххӗм Пьяных операцийӗ // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 29–35 стр.

Ҫакӑн пек авторитета хирӗҫ нимӗн калама та ҫук: Джо самантрах ҫаврӑнса тӑчӗ, хӑйне кастарчӗ те кайса ӳкрӗ.

С авторитетом книги спорить не приходилось, поэтому Джо Гарпер подставил спину, получил удар и упал.

8-мӗш сыпӑк. Пулас харсӑр пират // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех