Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

авса (тĕпĕ: ав) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пур япалине те хам пилӗк-ҫурӑма авса тунӑ, ырӑ ҫыннӑм, пурне те куҫҫульпе те тарла пуҫтарнӑ, ӑҫтан шел ан пултӑр пӑрахса хӑварма?

Ить, милый, все наживалось своим горбом, со слезьми и с потом наживалось, разве ж не жалко кинуть?

LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Аса ил эсӗ ман сӑмахсене: кайран акӑ хӳрене хӗстеретпӗр те, ӑна чӑпӑркка пек хырӑм айнелле авса хурса, кадетсем патне шуса каятпӑр.

И ты попомни мои слова: подожмем хвост, вдоль пуза вытянем его по-кнутовому и поползем к кадетам.

LVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Анчах вӑрманта, чӑлт-шурӑ хурӑн патӗнчен иртнӗ чух, савӑнӑҫлӑн йӑл кулса илчӗ, чарӑнса тӑрса, ҫӳлелле кармашрӗ те сывӑ аллипе хурӑн тураттине авса хуҫрӗ.

Но в лесу, проходя мимо смертельно-белой березки, с живостью улыбнулся, стал, потянулся вверх и здоровой рукой сорвал ветку.

XXXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Йӗнер пӗкечине авса кӑларӗ!..

Луку выгнет!..

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫил ӑна пиҫӗ хулла авнӑ пек ҫӗр ҫумнелле авса лӑпчӑтать, кассӑн-кассӑн юхса килсе тӑрмалать, тӗмескелентерсе тулашать, кӑвакрах шурӑ сарӑ хумсене е кӑнтӑралла, е хӗвеланӑҫнелле хӑвалать.

Ветер упруго приминал его, наплывая, шершавил, бугрил, гнал то к югу, то к западу сизо-опаловые волны.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хресченсем тӗрлӗрен чирсемпе чирлесе вилни ҫинчен те, пурин ҫурчӗсем те ҫурт пек марри ҫинчен те, ачасем хутла вӗренмесӗр ӳсни ҫинчен те, хӑйсем те асап-нуша курса пурӑнни, урӑхран хуҫасен мӑшкӑлне тӳсме, улпутсемпе хуҫасем пуяссишӗн пилӗке авса ӗҫлеме тӳсӗм ҫукки ҫинчен те.

И про то, как мрут крестьяне от разных болезней, и что избы у всех не избы, а бог знает что, и что дети растут не учены, и что сами мучены-перемучены и нет уже больше сил терпеть измывательства и гнуть мужицкие спины ради бар и господской прихоти.

Улпутсем патӗнче кам мӗнле пурӑнать // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Хуҫалӑхри типтерлӗхе юратакан Лагутин чарӑнса тӑчӗ те вӑкӑр авса антарнӑ ырхан ӗне ҫине пӑлханчӑклӑн сӑнаса пӑхрӗ, ҫак самантра ирӗксӗррӗн шухӑшларӗ:

Хозяйственный Лагутин остановился, беспокойно глядел на тщедушную коровенку, пригнутую быком до земли, невольно думал в этот миг:

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хуҫи ӑна, чӑпӑрккапа ӑшалантарса илсе, усаллӑн хӑтӑрса тӑкрӗ; лаши вара, мӑйне пӗкӗ пек авса хучӗ те, строй ретӗнчен тухса, сиккипе малалла ӗрӗхсе кайрӗ.

Хозяин огрел его плетюганом, выругался; конь, сколесив шею, перебил на намет, вышел из ряда.

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унтан вӑл ҫуркунне еннелле сӳресемпе урапасем хатӗрлесси, хӗрлӗ хӑва хуллинчен лӑпӑсем авса ҫыхасси, ҫӗр хӗллехи тумне хывса пӑрахса шыв-шуртан типсен, ҫеҫен хире тухасси, ӗҫсӗр юншӑхланӑ алӑсемпе акапуҫ тыткӑчине тытса суха касси тӑрӑх кӗнӗ евӗр, икӗ еннелле тайкаланса туртӑннине туйса пырасси ҫинчен шухӑшларӗ.

Но, когда представлял себе, как будет к весне готовить бороны, арбы, плесть из краснотала ясли, а когда разденется и обсохнет земля, — выедет в степь; держась наскучавшимися по работе руками за чапиги, пойдет за плугом, ощущая его живое биение и толчки.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Иван Алексеевич, выльӑх картин авса тунӑ ҫатан алӑкӗ ҫумне сӗвенсе тӑнӑскер, шинельне йӳле ярса, ватка хурса ҫӗленӗ салтак шӑлаварӗн кӗсйисене ухтарчӗ.

Иван Алексеевич, прислонясь к плетеным воротцам база, распахнув шинель, шарил по карманам ватных солдатских штанов.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хуҫине хӑй ҫывӑхнех ярать вӑл, ун аллинчи йӗвен ҫине хӑмӑр кӑвак куҫӗпе чалӑшшӑн пӑхса илет те унтан каллех, ҫурӑмне авса хурса, урӑм-сурӑммӑн тапса сикет.

Подпускал хозяина, косил фиолетовый глаз на уздечку в его руках и вновь вытягивал спину в бешеном намете.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Бригадирсене хуш, ҫапӑ касчӑр, ҫатан авса, калча ҫине лартчӑр, Тата сана тепӗр канаш — чи мала государство интересӗсене ларт, хӑвӑнне мар, тырӑпа та, ытти парӑмсемпе те сан государство умӗнче хӳресем ан пулччӑр…

Прикажи бригадирам, пусть нарубят хворосту, сделают плетни и поставят на зеленях затишки, И еще тебе один совет — превыше всего ставь интересы не свои, а государственные, чтобы у тебя ни по хлебу, ни по каким другим обязательствам хвостов не было…

XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Бригада килкартинче, ҫатанран авса тунӑ валашкасем умӗнче, вӑкӑрсем утӑ кавлесе тӑнӑ.

В бригадном дворе, у плетеных яслей, стояли волы и жевали сено.

XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫемен ҫатана ҫав тери ӑста та хӑвӑрт авса пынӑ, Анфиса хӑва тыттарма аран-аран ӗлкӗрнӗ, Ҫемен ӗҫлеме ӑҫта вӗреннӗ-ши тесе текех тӗлӗннӗ.

Семен так быстро и умело плел изгородь, что Анфиса не успевала подносить ему лозу и дивилась, где он мог этому научиться.

V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Унӑн шӑлӗсем хушшине хӗстернӗ авса тунӑ пысӑк чӗлӗмӗнчен тӗтӗм явӑнса мӑкӑрланать.

Большая гнутая трубка в зубах его дымилась.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Апла, апла, — шухӑша кайса каларӗ Сергей, аллипе хӑва хуллине авса.

— Так, так, — задумчиво проговорил Сергей, сгибая в руках хворостину.

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Юнашарах хӑваран авса, типӗ курӑкпа витсе хӳшӗ турӗҫ, ку — апат пӗҫерекенӗ валли…

По соседству с бричкой вырос шалаш из хвороста, покрытый сухой травой, — предназначался он для Анфисы…

XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Халӗ ӑнлантӑм, — терӗ Никита, хӑва тӗмине таптаса авса, пуртине сулкала пуҫларӗ.

Теперь понятно, — сказал Никита, нагибая сапогом пучок легко гнущегося хвороста и взмахивая топором.

XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Команднӑй пункт туса лартӑр — хӑваран авса тунӑ хӳшӗ ӗнтӗ вӑл.

Постройте командный пункт — имеется в виду шалаш из хвороста.

XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сӑрт айӗнче сурӑхсене хупма тунӑ ҫуллахи витесем ҫӗр шӑтӑкӗсем пек курӑннӑ, шыв хӗрринче е ҫӑлкуҫӗ юхса тухакан лапамсенче ҫатан авса анкартисем тунӑ…

на овечьи кошары, ютившиеся под горой наподобие пещер; на серые пятна базов, огороженных плетнями, — лежали они либо в ложбине у родника, либо вблизи речного водопоя…

XXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех