Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

авринчен (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сасартӑк Корней кровать умне чӗркуҫленсе ларчӗ те кровать айӗнче выртакан чӑматана авринчен тытса туртрӗ.

Внезапно отец опустился на колени перед кроватью и потянул за ручку лежавший там чемодан.

21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Авӑрлӑ ҫава ярса тытрӗ, ҫавине авринчен кӑларса илчӗ (хӑйӗн хусканӑвӗсем васкавлӑ мар, ҫирӗп шухӑшлӑ, шӑп та шай пулса пыраҫҫӗ), унтан, пуҫне каҫӑртрӗ те, пӗтӗм вӑйпа ҫунтарса тӑракан хаваслӑ хаюллӑхпа, хӑйне пырӗнчен ҫавапа чашлаттарчӗ.

Взяла в руки держак косы, сняла с него косу (движения ее были медлительно-уверенны, точны) и, запрокинув голову, с силой и опалившей ее радостной решимостью резнула острием по горлу.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий косилка хыҫӗнче выртакан кӗске сенӗк авринчен ярса илчӗ, тӳрех Петро ҫинелле сиксе ӳкрӗ.

Григорий ухватил за держак короткие вилы, лежавшие в задке косилки, кинулся к Петру.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аври Англире тӑвакан кӗреҫе авринчен начар пулмарӗ, кӗреҫи вара ҫирӗпех тухмарӗ.

Рукоятка вышла не хуже, чем делают у нас в Англии, а самая лопата оказалась непрочной.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Эпӗ плуг авринчен алла вӗҫертмесӗр сухалам, эсӗ пур, хӗвел ҫинче ҫурӑмна хӗртсе вырт, ҫапла ӗҫленӗшӗн вара пӗр пекех илӗпӗр-и?

Я от чапиг не буду рук отымать, а ты на припеке будешь спину греть, а получать за это будем одинаково?

21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Лешӗ, типшӗм, вӑрӑм, малалла ӳпӗнсе ларнӑскер, таҫталла вӗҫсе кайма хатӗрленнӗ кайӑк пек туйӑннӑ, тискер кайӑкӑнни пек курпун сӑмсине пӑркаласа, вӑл кимӗ умӗнчи тӗттӗме хурчка куҫӗпе пӑхнӑ, пӗр аллипе руль авринчен ҫатӑрласа тытнӑ, тепринпе — йӑл кулнӑ майӑн чалӑшакан ҫӳхе тутисем ҫинчи сиккеленекен мӑйӑхӗсене турткаласа пынӑ.

А тот, сухой, длинный, нагнувшийся вперед и похожий на птицу, готовую лететь куда-то, смотрел во тьму вперед лодки ястребиными очами и, поводя хищным, горбатым носом, одной рукой цепко держал ручку руля, а другой теребил ус, вздрагивавший от улыбок, которые кривили его тонкие губы.

II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

— Кам кирлӗ сире? — ыйтать дворник, Илья Ильичӑн е кил хуҫи арӑмӗн ятне илтсен, пӗр сӑмахсӑр крыльца еннелле кӑтартать те каллех вутӑ татма тытӑнать, килнӗ ҫын вара хӑйӑр сапнӑ таса сукмакпа крыльца патнелле утать; пусма картлашкисем ҫине чаплах мар таса пӗчӗк кавир сарнӑ; килнӗ ҫын шӑнкӑравӑн йӑлтӑркка пӑхӑр авринчен туртать те, вара Анисья, ачасем, хӑш чухне кил хуҫи арӑмӗ хӑй, е, пуринчен кайран, Захар тухса алӑк уҫать.

— Кого вам? — спросит он и, услыхав имя Ильи Ильича или хозяйки дома, молча укажет крыльцо и примется опять рубить дрова, а посетитель по чистой, усыпанной песком тропинке пойдет к крыльцу, на ступеньках которого постлан простой, чистый коврик, дернет за медную, ярко вычищенную ручку колокольчика, и дверь отворит Анисья, дети, иногда сама хозяйка или Захар — Захар после всех.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Полли мӑнаккӑшӗ ӑна яланхи пек авринчен — хӑлхинчен тытса урайӗнчен тӑратрӗ те пуҫӗнчен пӳрнескепе хытӑ шаккарӗ.

Тетя Полли ухватила его по привычке за ухо и хорошенько стукнула по голове наперстком.

12-мӗш сыпӑк. Кушак аҫи тата «ыратнине лӑплантаракан эмел» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӗсем ваттисен сӑмахӗсенче те тӗл пулаҫҫӗ: «Тытман пуртӑ тутӑхать», «Вичкӗн пуртӑ та хӑйӗн аврине касаймасть», «Туптаман ҫава - ҫава мар», «Пурнӑҫ пуласси кӗреҫе авринчен килет, тенӗ», «Кил хушшинче кӗвенте хуҫӑкӗ те кирлӗ», «Кӗнчелепе тӗнче тытаймӑн», «Сухапуҫ тӑрантарать, тарӑху пӑхӑнтарать», «Витмен кусарпа ҫурт пурас ҫук», «Инҫе ҫула йӗп те йывӑр», «Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать» тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫе мӗн ачаран вӗрен // Наталия МАТВЕЕВА. Тантӑш, 2015.11.26

5. Тухӑҫ енчи чикӗ [тӑршшӗпех] Тӑварлӑ тинӗс хӗррипе пырса Иордан вӑррине ҫитиччен тӑсӑлать; ҫурҫӗр енчи чикӗ вара тинӗс авринчен, Иордан вӑрринчен пуҫланать; 6. ҫакӑнтан чикӗ Беф-Хогла патнелле улӑхать, ҫурҫӗр енчен Беф-Арава патнелле кайса тӑвалла Рувим ывӑлӗн Боганӑн чулӗ тӗлне ҫитичченех пырать; 7. унтан Ахор айлӑмӗнчен пуҫласа Давир патнелле улӑхса каять, ҫурҫӗр енче Галгал еннелле — юхӑм шывӑн кӑнтӑр енче вырӑнаҫнӑ Адуммим тӳпемӗ тӗлне — пӑрӑнать; унтан чикӗ Ен-Шемеш шывӗнчен иртсе Ен-Рогел патне ҫитет; 8. унтан чикӗ, Иевус теекен Иерусалимӑн кӑнтӑр енӗпе иртсе кайса, Енном ывӑлӗн айлӑмне улӑхать, вара сӑрт тӳпине — Енном айлӑмӗнчен анӑҫалла, Рефаим айлӑмӗ хӗрринчен ҫурҫӗрелле вырӑнаҫнӑ сӑрт тӳпине — хӑпарать; 9. сӑрт тӳпинчен чикӗ Нефтоах ҫӑлкуҫӗ патнелле пӑрӑнать, Ефрон тӑвӗ ҫинчи хуласем патне ҫитсе Ваал еннелле пӑрӑнать, вӑл ӗнтӗ Кириаф-Иарим хули пулать те; 10. вара чикӗ Ваал патӗнчен тинӗс патнелле пӑрӑнать [те] Сеир тӑвӗ енне [каять], Кесалон теекен Иеарим тӑвӗн ҫурҫӗр енӗпе иртсе Вефсамис патнелле анать, Фимна витӗр тухать; 11. унтан чикӗ Екронӑн ҫурҫӗр енӗпе кайса Шикарон патнелле пӑрӑнать, Ваал [ҫӗрӗнчи] ту урлӑ каҫса Иавнеила ҫитет, вара чикӗ вӗҫӗ тинӗс хӗррине пырса тухать.

5. Пределом же к востоку [все] море Соленое, до устья Иордана; а предел с северной стороны начинается от залива моря, от устья Иордана; 6. отсюда предел восходит к Беф-Хогле и проходит с северной стороны к Беф-Араве, и идет предел вверх до камня Богана, сына Рувимова; 7. потом восходит предел к Давиру от долины Ахор и на севере поворачивает к Галгалу, который против возвышенности Адуммима, лежащего с южной стороны потока; отсюда предел проходит к водам Ен-Шемеша и оканчивается у Ен-Рогела; 8. отсюда предел идет вверх к долине сына Енномова с южной стороны Иевуса, который есть Иерусалим, и восходит предел на вершину горы, которая к западу против долины Енномовой, которая на краю долины Рефаимов к северу; 9. от вершины горы предел поворачивает к источнику вод Нефтоах и идет к городам горы Ефрона, и поворачивает предел к Ваалу, который есть Кириаф-Иарим; 10. потом поворачивает предел от Ваала к морю [и идет] к горе Сеиру, и идет северною стороною горы Иеарим, которая есть Кесалон, и, нисходя к Вефсамису, проходит чрез Фимну; 11. отсюда предел идет северною стороною Екрона, и поворачивает предел к Шикарону, проходит чрез гору [земли] Ваал и доходит до Иавнеила, и оканчивается предел у моря.

Нав 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Иуда ывӑлӗсен йӑхне, ӑрусеренӗн, акӑ ҫапла шӑпа тухнӑ: вӗсен ҫӗрӗ Идумейӑпа чикӗллӗ Син пушхирӗ еннелле, кӑнтӑралла тӑсӑлса, Феман вӗҫне тухнӑ; 2. кӑнтӑр енчи чикки Тӑварлӑ тинӗс хӗрринчен, кӑнтӑралла каякан тинӗс авринчен, пуҫланать те 3. кӑнтӑралла Акраввим тӳпемӗ енне тӑсӑлать, Цинран иртет, вара, кӑнтӑр енчен Кадес-Варни патнелле улӑхса, Хецрон витӗр тухать, Аддара ҫитиччен улӑхса [Кадесӑн анӑҫ енӗпе пырать,] Каркая еннелле пӑрӑнать, 4. унтан Ацмонран иртет, Египет юхӑм шывӗ патне ҫитет, ҫапла вара чикӗ вӗҫӗ тинӗс хӗррине пырса тухать.

1. Жребий колену сынов Иудиных, по племенам их, выпал такой: в смежности с Идумеею была пустыня Син, к югу, при конце Фемана; 2. южным пределом их был край моря Соленого от простирающегося к югу залива; 3. на юге идет он к возвышенности Акраввимской, проходит Цин и, восходя с южной стороны к Кадес-Варне, проходит Хецрон и, восходя до Аддара, [идет на западной стороне Кадеса,] поворачивает к Каркае, 4. потом проходит Ацмон, идет к потоку Египетскому, так что конец сего предела есть море.

Нав 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Ҫын вӗлерекенӗ акӑ мӗнлескерӗ унта тарса чӗрӗ юлма пултарать: кам хӑйӗн ҫывӑх ҫыннине, ӑна вӗлерме шухӑш тытман халлӗнех, уншӑн ӗнер те, виҫӗмкун та тӑшман пулман вӑхӑтрах, ӑнсӑртран вӗлерсе пӑрахать — ҫавӑ; 5. кам та пулин хӑйӗн ҫывӑх ҫыннипе вӑрмана вутӑ касма кайсассӑн, пуртӑ тытнӑ аллине йывӑҫ касма сулса янӑ чухне пуртти авринчен вӗҫерӗнсе ҫывӑх ҫынна лексе ӑна вӗлерсе пӑрахрӗ пулсассӑн, ҫавӑ вара, чӗрӗ юлас тесе, хайхи виҫӗ хуларан пӗрне тарса ӳктӗр: 6. юншӑн тавӑраканӗ, чӗри тарӑхса-хӗрсе кайнипе, ун хыҫҫӑн хӑваласа ан каяйтӑр, ӑна инҫе ҫул ҫинче хӑваласа ҫитсе ан вӗлерейтӗр, унсӑр пуҫне тата вӑл айӑпа тивӗҫлӗ те мар, мӗншӗн тесессӗн вӑл вӗлернӗ ҫыннишӗн ӗнер те, виҫӗмкун та тӑшман пулман; 7. ҫавӑнпа каларӑм та ӗнтӗ эпӗ сана: виҫӗ хула уйӑрса ил, терӗм.

4. И вот какой убийца может убегать туда и остаться жив: кто убьет ближнего своего без намерения, не быв врагом ему вчера и третьего дня; 5. кто пойдет с ближним своим в лес рубить дрова, и размахнется рука его с топором, чтобы срубить дерево, и соскочит железо с топорища и попадет в ближнего, и он умрет, - такой пусть убежит в один из городов тех, чтоб остаться живым, 6. дабы мститель за кровь в горячности сердца своего не погнался за убийцею и не настиг его, если далек будет путь, и не убил его, между тем как он не подлежит осуждению на смерть, ибо не был врагом ему вчера и третьего дня; 7. посему я и дал тебе повеление, говоря: отдели себе три города.

Аст 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех