Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Юргин (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юргин хӑйне тыткалани Андрее, ҫутҫанталӑк хушнипе хӑй куҫӗ умӗнче халиччен нихҫан курман чечек ҫеҫке сарнӑ чухнехи пекех тӗлӗнтерчӗ.

Эти перемены в поведении Юргина восхитили Андрея так, как если бы на его глазах, по чудесному велению природы, внезапно раскрылся бутон никогда прежде не виданного цветка.

XIX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Андрейшӑн Юргин лейтенант яланах командир та тусӗ те пулнӑ, халь вара тусӗ те командир пулчӗ.

Для Андрея лейтенант Юргин всегда был командиром и другом, теперь стал другом и командиром.

XIX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Юргин салтаксемшӗн пуриншӗн те кӗтмен ҫӗртен ахаль ҫын, ӑнланмалла та ҫывӑх пулса тӑчӗ; пурте халь вӑрҫӑри ӑнӑҫсӑр ӗҫсемшӗн салхуланакан командир иккенне кӑна мар, вӑл ахаль ҫын пулнине, ҫӑлкуҫӗ пекех уҫӑ та таса кӑмӑллӑ пурнӑҫпа пурӑннине те ӑнланчӗҫ.

Для всех солдат Юргин неожиданно стал проще, понятнее, ближе; все увидели его не только командиром, омраченным неудачами войны, но и человеком, наделенным простой, открытой и чистой, как родник, душой.

XIX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Унпа пӗрлех юлашки тӗл пулнишӗн савӑнни ҫумне юлашки ҫапӑҫура ҫӗнтернин савӑнӑҫӗсем пӗрлешрӗҫ, ҫавна пула та Юргин хӗвел ҫутинчи алмаз пекех ялкӑшрӗ…

К тому же радость последней встречи соединялась с другими радостями, которые принесла победа в последних боях, и от этого Юргин вспыхнул, точно алмаз от солнечного луча…

XIX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ӗлӗк Юргин васкамастчӗ, салху та хаяр ҫынччӗ; ун ҫине пӑхса нумайӑшӗсем темшӗн вара: Ҫӗпӗр тайгинче пурӑнакансене пурне те ҫавӑн евӗрлӗ тесе шутланӑ.

Раньше Юргин был нетороплив, угрюм и суров; глядя на него, многие почему-то именно такими и представляли себе всех жителей глухой сибирской тайги.

XIX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Юргин хӑй хӑнӑхнӑ ҫирӗплӗхӗпе тата тӗрӗслӗхне пула, эпӗ Ленӑна шыранӑ пӗр каҫра шӑпа тӑрӑх ӗмӗр хушшинче тӳссе ирттермелли нушасене пӗтӗмпех тӳссе ирттертӗм, халь манӑн хаваслӑх ҫеҫ юлнӑ, тесе шутланӑ пек туйӑнать.

Похоже было, что Юргин с привычной твердостью и убежденностью в своей правоте решил: за один вечер, когда искал Лену, он отстрадал столько, сколько положено ему судьбой на всю жизнь, и теперь на его долю осталась только радость.

XIX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

… Ҫапӑҫу хыҫҫӑнхи талӑк хушшинче, Андрей сӑнанӑ тӑрӑх, Юргин палламалла мар улшӑннӑ.

…За сутки после боя, по наблюдениям Андрея, Юргин изменился до неузнаваемости.

XIX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Суйласа илнӗ салтаксен вӗренӗвӗ пӗтнӗ хыҫҫӑн Юргин лейтенант вӗсемпе кӗске калаҫу ирттерчӗ, полкри снайперсен шутне кама уйӑрса хуни ҫинчен пӗлтерчӗ, унтан вӗсене ҫийӗнчех хӑйсен подразделенийӗсене ячӗ.

Закончив занятия, названные бойцами экзаменом, лейтенант Юргин провел коротенькую беседу, объявил, кого зачисляет в группу снайперов полка, и немедленно отпустил всех по своим подразделениям.

XIX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫак кун полк командирӗ хушнине Юргин лейтенант снайпер пуласшӑн ҫунакан салтаксемпе Скирмановӑран инҫех мар сарӑлса выртакан уйра вӗренӳ ирттерчӗ; лайӑх перекен салтаксен хушшинчен снайпер ӗҫне кӗске вӑхӑтра вӗренме пултаракан лайӑх салтаксене суйласа илмелле пулнӑ.

По поручению командира полка лейтенант Юргин проводил в этот день недалеко от Скирманово полевые занятия с бойцами, которые хотели стать снайперами: надо было отобрать лучших из лучших стрелков, способных быстро изучить сложное снайперское искусство.

XIX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Пӗрле ҫапӑҫнӑ туссем чикарккисене шинель ҫаннисем ӑшне пытаркаласа туртса ячӗҫ, ҫӗнӗ комиссар та Яхно пекех ӑслӑ та ырӑ кӑмӑллӑ ҫын пулни ҫинчен, вӑл кӗскен те хӗрӳллӗн тухса калани ҫинчен, унтан Юргин лейтенант тухса чӗререн ответлени ҫинчен калаҫкаларӗҫ.

Друзья-сослуживцы закурили, пряча огни цигарок в рукава шинелей, потолковали о новом комиссаре в том смысле, что тоже человек, вроде Яхно, умный и душевный, поговорили о его коротеньком, но горячем выступлении на митинге, а потом о сердечном ответном слове лейтенанта Юргина…

XII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Озеров майора тата вилнӗ Яхно комиссара Ленин орденӗпе, темиҫе офицера — вӗсемпе пӗрле Юргин лейтенанта та — Хӗрлӗ Ялав орденӗпе наградӑланӑ; полкри ҫирӗм виҫӗ ҫын салтаксен мухтавлӑ «3а отвагу» медальне илчӗҫ, вӗсен шутӗнче Андрей Лопухов, Осип Чернышов, Иван Умрихин тата Нургалей Хасанов та пулчӗҫ.

Майор Озеров и — посмертно — комиссар Яхно были награждены орденами Ленина; несколько офицеров, в том числе лейтенант Юргин, орденами Красного Знамени; среди двадцати трех бойцов полка славную солдатскую медаль «За отвагу» получили Андрей Лопухов, Осип Чернышев, Иван Умрихин и Нургалей Хасанов.

XI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Юргин ӑна типӗ варта мӗнле шырани ҫинчен тантӑшӗсем каласа панӑ чух ӑнланса илмелле мар шиклӗхпе, макӑрса ярасран аран-аран чарӑнса итленине те аса илчӗ…

Вспоминала, с каким изумлением, самой непонятным испугом, едва сдерживая слезы, она слушала рассказ подруг о том, как Юргин искал ее в овраге…

X // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Анчах ҫӗнӗ ҫапӑҫу Юргин ячӗпе ҫыхӑнса тӑракан унӑн шухӑшӗсене сирсе яма пултараймарӗ.

Но он не в силах был отбросить то, что связывалось для нее с именем Юргина.

X // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Матвей Юргин вара каллех малалла утрӗ.

И Матвей Юргин вновь шел вперед.

IX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ленӑпа паллашса унпа калаҫнӑ хыҫҫӑн, Матвей Юргин хӑй Енисей ҫинче тӳссе ирттернӗ чухнехи евӗрлӗ туйӑмпа кӑмӑлне тултарнӑччӗ, анчах Ленӑн йыттисем ҫапӑҫу хирӗнче ниҫта кайса кӗреймесӗр чупса ҫӳренине курсан, сасартӑк хӑйне ҫав ту ҫинчи евӗр хӗнесе-ватса пӗтернӗ пек, юнланса пӗтнӗ пек туйрӗ.

Познакомясь с Леной, поговорив с ней, Матвей Юргин испытал чувства, чем-то похожие на те, какие испытал на горе у Енисея, но, увидев мечущихся по полю боя одиноких собак Лены, он вдруг почувствовал себя избитым, измятым, в крови, — точно так же, как в детстве на той горе.

IX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

…Матвейка Юргин ача чухне пысӑк нуша тӳссе ирттернӗ.

…В детстве с Матвейкой Юргиным произошла немалая беда.

IX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Пӗр сехет ытла Юргин лейтенантпа унӑн салтакӗсем тата санитарсен взводӗнчи хӗрсем типӗ вар тӑрӑх шырарӗҫ.

Более часа лейтенант Юргин, его бойцы и девушки из санвзвода обшаривали овраг.

IX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Юргин чарӑнса тӑчӗ, унтан: — Вӑл сире хӑй каласа парӗ! — тесе пӗлтерчӗ.

Юргин остановился и сообщил: — Она вам сама расскажет.

IX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Матвей Юргинпа унӑн салтакӗсем типӗ вар патнелле утрӗҫ, хӗрсем вара пӗр ҫӗре кӗпӗрленсе тӑчӗҫ те пӑшӑлтатса илчӗҫ, унтан леш, Юргин мӗн ыйтни ҫине хирӗҫ тавӑрса каланӑскер, сасартӑк кӑшкӑрса ячӗ:

Матвей Юргин и его бойцы пошли к оврагу, а девушки сбились в кучу и перешептывались, потом та, отвечавшая Юргину, вдруг закричала:

IX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Анчах Юргин, сасартӑк ҫиленсе, хӑйӑлтатакан сассипе: — Начар шыранӑ эсир! Намӑс та мар-и? — тесе кӑшкӑрса пӑрахрӗ.

Но Юргин, внезапно обозлясь на девушек, сказал: — Плохо искали! И не стыдно?

IX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех