Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Шуҫӑм сăмах пирĕн базăра пур.
Шуҫӑм (тĕпĕ: шуҫӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл Иван Алексеевичпа Мишкӑн ҫыхӑнусӑр сӑмахӗсене тӑнларӗ, ыйтусемпе пӳлчӗ, мундштукне кӑшласа кӑтӑртаттарчӗ, унтан, шуҫӑм ҫути килес умӗн, пирусне фланельрен ҫӗлетнӗ таса мар кӗпе ҫине ӳкерсе, сисмесӗрех ҫывӑрса кайрӗ.

Он слышал путаные рассказы Иван Алексеевича и Мишки, вставлял вопросы, грыз мундштук и уже перед зарей незаметно уснул, уронив папиросу на фланелевую грязную рубаху.

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Шуҫӑм килнӗ тӗле тӑм ӳксе йывӑҫсен йӗпе тураттисене ҫӳхе пӑрпа витет.

К заре заморозок ледком оковывал мокрые ветви деревьев.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Керменте шуҫӑм киличченех ӳсӗр кӑшкӑрашусем, оркестрӑн хумлӑн-хумлӑн чӳхенсе ухӑнакан шавӗ тата ҫар хорӗнчи тенорсен ӗсӗкленӗ чухнехи пек чӗтренекен ҫинҫе сассисем илтӗнсе тӑнӑ.

Из дворца до зари неслись пьяные вскрики, медные всплески оркестра и рыдающие трели теноров войскового хора песенников…

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Ху тупнӑ-и эсӗ? — ыйтрӗ Григорий, Хопер шывӗн куҫа курӑнман ҫыранӗ хыҫӗнче, акшар сӑрчӗн леш енче хӗвел аннине, каҫхи шуҫӑм хӗмленсе ҫуннине тата унтан ӗнсе кайнӑ хура пӗлӗт татӑкӗсем шуса килнине йӗрлесе пӑхса.

— А ты нашел? — спросил Григорий, глядя, как за невидимой чертой Хопра, за меловой горою садится солнце, горит закат и обожженными черными хлопьями несутся оттуда облака.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӗсем шуҫӑм киличченех утрӗҫ.

Шли до зари.

XXXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Шуҫӑм килнӗ чух пӗри, те чӑнласах, те тӗлӗкре кӑна, хыттӑн ӗсӗклесе макӑрса ячӗ: хӑрушӑ вӑл ӳссе ҫитнӗ, чунӗсем хытнӑ ҫынсем — ачалӑх хыҫҫӑнах куҫҫулӗн тӑварлӑ тутине маннӑ ҫынсем ҫавнашкал макӑрни.

Уже на заре один какой-то, то ли наяву, то ли во сне, расплакался навзрыд; страшно, как плачут взрослые грубые люди, с детства позабывшие соленый привкус слез.

XXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тӗссӗррӗн ҫуталса курӑнать унта ҫумӑр пӗлӗчӗсен хура аркипе пӗркеннӗ каҫхи шуҫӑм.

В той стороне блекло светилось зарево, принакрытое черной полою тучи.

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Шуҫӑм ҫутипе, лачакаллӑ вӗтлӗхре, йӗс пырлӑ гагарӑсем какӑлтатса калаҫаҫҫӗ.

В тубе зорями кагакали медноголосые гагары.

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Шуҫӑм килнӗ чухне казаксен юлан утлӑ отрячӗсем, урӑм-сурӑммӑн ҫухӑрашса, хӗрлӗ гвардеецсем ҫине пырса тапӑнаҫҫӗ.

На заре с гиком со всех сторон опрокинулись на красногвардейцев конные казачьи лавы.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кривлянскине ҫитсе кӗнӗ тӗле шуҫӑм ҫути кӑвакара пуҫланӑ та ӗнтӗ.

Забрезжила зорька, когда въезжали в Кривянскую.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тӑрса каяс тенӗччӗ вӑл, анчах ҫав вӑхӑтра урамра шуҫӑм ҫути пек ҫуталса кайрӗ.

Она хотела встать и уйти, но в это время на улице вспыхнуло зарево.

XXXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ниловна макӑрса тӑранса, ҫывӑрса кайрӗ, ашшӗпе ывӑлӗ, чӳречерен шуҫӑм ҫути кӗнине сисмесӗр, ҫаплах калаҫса ларчӗҫ…

Ниловна наплакалась вволю и уснула, а отец и сын все еще разговаривали, не замечая, что в окно смотрит заря…

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӑл шуҫӑм ҫути ӳкнӗ чӳрече карри ҫине пӑхать, анчах Иринӑна, унӑн чӑлт шурӑ кӗпине, ачаш куҫӗсене, куҫхаршийӗсене, хӑюллӑн йӑл кулнине курать.

Он смотрел на мокрую, освещенную слабым светом занавеску на окне, а видел Ирину — ее белое платье, ласковые глаза, брови, смелую улыбку.

IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Шуҫӑм хӑпара пуҫларӗ.

Забрезжил рассвет.

«Ӑҫталла ҫул тытатӑн?» // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Кобылин старик Ейӗк хӗррине шыв турттарма е шуҫӑм умӗн, е ӗнтрӗк ҫапсан каять.

Старик Кобылин ездил за водой на Яик либо перед рассветом, либо когда упадет темнота.

Чипер юл // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Шуҫӑм ҫути кӑшт палӑрсанах ача губернатор ҫывӑракан пӳлӗм алӑкӗ патне ҫитсе тӑнӑ.

Явился мальчик чуть свет к дверям губернаторской спальни.

«Ку-ку-ре-кук!» // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Вӗсем шуҫӑм киличченех калаҫса выртрӗҫ.

Они проговорили до рассвета.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тӑрӑлтатаҫҫӗ арӑмсем шуҫӑм тухнӑ-тухманах, ӗнесене хире кӗтӗве кӑларса янӑ чух; калаҫаҫҫӗ ҫӑл тарасисен тӗссӗр тусан ӑшӗнче ишекен ансӑр мӗлкисем айӗнче, витрисенчи шыва тӑкса ярса; пакӑлтатаҫҫӗ Дон хӗрринчи ҫатма пек яка шыв чулӗсем ҫинче ҫунӑ кӗпи-йӗмӗсене лаптак тукмаксемпеле ҫапа-ҫапа.

Гутарили бабы на прогоне зарей, когда прогоняли табун коров, под узенькой, плавающей в серой пыли тенью колодезного журавля, проливая из ведер воду, у Дона на плитняках самородного камня, выколачивая простиранные лохунишки.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кӑшт шуҫӑм палӑрсанах килӗн.

Чуть займется зорька, придешь.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Малтанах ун ҫинчен пӑшӑлтаткаласа кӑна калаҫрӗҫ, — те ӗненмелле, те ӗненмелле мар, — анчах та, хуторти кӗтӳҫӗ Каҫӑрсӑмса Куҫми вӗсене шуҫӑм килнӗ чух анса ларакан уйӑх ҫутинче, ҫил арманӗ патӗнчи ыраш пусси хӗрринче выртнине курнӑ хыҫҫӑн, ҫыран хӗррине ҫапакан пӑтранчӑк хум пек кусса кайрӗ сас-хура.

Сначала говорили об этом шепотом, — верили и не верили, — но после того как хуторской пастух Кузька Курносый на заре увидел их возле ветряка, лежавших под неярким светом закатного месяца в невысоком жите, мутной прибойной волной покатилась молва.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех