Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Штокман (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Виҫӗ сердебиецпа пӗрле пӗр хваттере вырнаҫнӑ Штокман хӗрлӗармеецсене пӑлханса сӑнарӗ, пӗррехинче сердобсксемпе ҫав тери хытӑ хирӗҫсе илнӗ хыҫҫӑн полка пысӑк хӑрушлӑх кӗтнине йӑлтах ӑнланчӗ.

Штокман, стоявший на одной квартире с тремя сердобцами, тревожно присматривался к красноармейцам и окончательно убедился в серьезнейшей угрозе, нависшей над полком, после того как однажды резко столкнулся с сердобцами.

XLVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Вилӗм ҫине пырса тӑранчӗ! — тӗлӗнсе каларӗ Штокман хыҫӗнче утса пыракан хӗрлӗармеец.

— Налетел на смерть! — в восторге сказал шагавший позади Штокмана красноармеец.

XL // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унтан темскер аса илсе йӑл кулчӗ те, Штокман ҫинелле хӑяккӑн пӑхса, калама пуҫларӗ:

— И, улыбнувшись какому-то своему воспоминанию, сбоку поглядывая на профиль Штокмана, рассказал:

XL // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Штокман кӳрши Мишка ҫинелле пӑхмасӑрах винтовкине ҫӑмӑллӑн тӳрлетсе тытрӗ те, кӑштах шухӑша кайса, хуравларӗ:

Сосед Штокмана ловко подкинул винтовку, не глядя на Мишку, подумав, ответил:

XL // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Хӑрамастӑн-и? — тавҫӑрнӑ пекрех йӑл кулса илчӗ Штокман.

— Не побаиваешься? — догадливо улыбнулся Штокман.

XL // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унтан каллех хӑмӑр куҫсем Штокман пичӗпе кӑшт кӑвакара пуҫланӑ сухалӗ ҫийӗн шуса иртрӗҫ.

И опять коричневые глаза прошлись по лицу Штокмана, по его чуть седоватой бороде.

XL // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Штокман кӳршӗ алли ҫине пӑхса илчӗ.

Штокман мельком взглянул на руку соседа.

XL // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кӳршӗ ҫутӑрах хӑмӑр куҫӗсене Штокман ҫинелле сиввӗн те кӑшт чалӑшшӑнрах тинкерсе пӑхса илчӗ.

Светло-коричневые глаза соседа холодно и пытливо, чуть вкось скользнули по Штокману.

XL // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Штокман хӑй умӗнче утса пыракан хӗрлӗармеецӑн патвар, йӑрӑс тӳрӗ те тӑлпан хул-ҫурӑмӗ ҫине, шинель ҫухипе ҫӗлӗкӗ хушшинче курӑнакан хӗрлӗ те таса, кӗреш каччӑнни пек ҫаврака майӗ ҫине тӑван ашшӗ пек киленсе пӑхрӗ, унтан куҫне юнашар утакан кӳрши ҫине куҫарчӗ.

Штокман с удовольствием, похожим на отцовское чувство, смотрел на могучую, крутую крупную спину идущего впереди него красноармейца, на видневшийся между воротником и шапкой красный и чистый отрезок юношески круглой шеи, перевел глаза на своего соседа.

XL // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Штокман умра пыракан хӗрлӗармеецсен пиҫиххипе карӑнтарса ҫыхнӑ ҫурӑмӗсене, сывласа тарлатнӑ, тӗтӗм пек кӑвак штыклӑ винтовка кӗпҫисем пӗр виҫеллӗн енчен енне сулкаланнине пӑхса пычӗ.

Штокман глядел на спины идущих впереди, туго перетянутые ремнями, на ритмичное покачивание винтовочных дул с привинченными дымчато-сизыми отпотевшими штыками.

XL // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тӑватшар ҫынлӑ пӗр ретре Штокман, Кошевой тата Иван Алексеевич юнашар утрӗҫ.

В одной из четверок рядом шагали Штокман, Кошевой и Иван Алексеевич.

XL // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Куна пурне те санран каях ӑнланмастӑп эпӗ, — комиссар хӑйне асла хурса калаҫнине хирӗҫ йӑл кулса тата унӑн сарӑхса кайнӑ чирлӗ куҫ шуррисем ҫине пӑхса каларӗ Штокман.

— Все это я понимаю не хуже тебя, — улыбаясь покровительственному тону комиссара и глядя на пожелтевшие белки его страдающих глаз, говорил Штокман.

XL // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тӑлавар тӗркисем, телефон пӑралукӗн купчашкисемпе ытти тӗрлӗ ҫар япалисем купаласа хунӑ таса пӳлӗмре Штокман чылайччен Политкомпа калаҫса ларчӗ.

В чистенькой комнатушке, заваленной мотками обмоток, катушками телефонной проволоки и прочим военным имуществом, Штокман долго говорил с политкомом.

XL // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Патша ҫарӗнче кадровӑй офицер пулнӑ ҫиллес те шӑрчах кӑмӑллӑ штаб начальникӗпе тата Мускаври Михельсон заводӗнче рабочире ӗҫленӗ политкомиссарпа калаҫса илнӗ хыҫҫӑн Штокман Усть-Хопертах, Мускав полкӗн 2-мӗш батальонӗнче, юлма шутларӗ.

Поговорив с начальником штаба, бывшим кадровым офицером, хмурым и издерганным человеком, и с политкомом — московским рабочим с завода Михельсона, Штокман решил остаться в Усть-Хоперской, влившись во 2-й батальон полка.

XL // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Сана мӗн ӗҫ? — ыйтрӗ Штокман.

— Тебе что? — спросил Штокман.

XXXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Штокман кӗсйинче ухтаркаласа, табак енчӗкӗнчен хӗрӗх тенкӗлӗх керенка укҫи кӑларчӗ те хӑйсене лартса килнӗ казака паче.

Штокман, порывшись в кармане, достал из кисета сорокарублевую керенку, подал ее казаку.

XXXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Эппин, пулнӑ ҫавӑн пекки? — хыпаланса пирус ҫавӑрчӗ Штокман.

— Был такой случай? — Штокман торопливо вертел папироску.

XXXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Лавҫӑ ҫуна ҫине улӑхса ларчӗ, кушӑрканӑ пичӗпе Штокман еннелле ҫаврӑнса, каллех калаҫма тытӑнчӗ.

Подводчик вскочил в сани, повернул к Штокману погрубевшее лицо, заговорил опять:

XXXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Штокман чикаркка ҫавӑрса чӗртрӗ те вӑрах хушӑ лавҫӑ мӗн каласса кӗтрӗ.

Штокман свернул папироску, закурил и долго ждал ответа.

XXXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Штокман кирлӗ-кирлӗ мар сӑмахсенченех лавҫӑпа калаҫса кайрӗ:

А Штокман начал разговор с подводчиком с пустяков.

XXXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех