Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Штокман (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Штокман?

А Штокман?

LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Иккӗмӗш хут пенӗ хыҫҫӑн Штокман месерле йӑванса кайрӗ, сӗтел ҫывӑхӗнчи хӗрлӗармеецсен ури айне ӳкрӗ.

Второй выстрел опрокинул Штокмана навзничь, повалил со стола под ноги красноармейцев.

XLIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вилнӗ пек шурса кайнӑ, тутинчен хӗрлӗ юн кӑпӑклантаракан Штокман пӗр минута яхӑн, тытӑнчӑклӑн иклете-иклете, сӗтел ҫинче тапкаланса тӑчӗ, пӗтсе пыракан юлашки вӑйне, юлашки ҫирӗплӗхне пухса, кӑшкӑрса ӗлкӗрчӗ:

А в это время Штокман, со вспузырившейся на губах розовой кровицей, судорожно икая, весь мертвенно-белый, с минуту раскачивался, стоя на ломберном столе, и еще успел выкрикнуть, напрягши последние, уходящие силы, остаток воли:

XLIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Анчах Штокман, аллисемпе кӑкӑрне ярса тытса, чӗркуҫҫи ҫине ларчӗ, кӑшкӑра пуҫланӑ ҫара пуҫ лӑштах усӑнчӗ…

Но Штокман, лапая руками грудь, упал на колени, поник обнаженной седоватой головой…

XLIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Анчах Вороновский, тутине ывӑҫ тупанӗпе хупласа, юнашар тӑракан хӗрлӗармеецпа хыпӑнчӑклӑн темӗн пӑшӑлтатрӗ те, Штокман сӑмах ҫаврӑмне вӗҫлеме те ӗлкӗреймерӗ — ҫамрӑк ҫумӑрӑн апрельти нӳрӗкне сӑрхӑнтаракан чӗрӗ сывлӑша типпӗн ҫурса, пӑшал сасси кӗрӗслетсе кайрӗ.

Но Вороновский, приложив ко рту ладонь, что-то встревоженно шептал стоявшему рядом с ним красноармейцу, и не успел Штокман докончить фразы, как в сыром воздухе, напитанном апрельской влагой молодого дождя, приглушенно треснул выстрел.

XLIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Штокман, Вороновский ҫине кӑтартса, аллине тӑсрӗ.

Штокман протянул руку, указывая на Вороновского.

XLIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Штокман хӗстерсе пӑхакан куҫӗсемпе хӗрлӗармеецсен шӑпланнӑ ушкӑнӗ тӑрӑх йӗрлесе тухрӗ те аякра та мар полк командирӗ Вороновский тӑнине асӑрхарӗ.

Не митинговать надо, а идти на белых! — Штокман провел узко сведенными глазами по притихшей красноармейской толпе и заметил невдалеке от себя командира полка Вороновского.

XLIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Штокман сасси халӗ чӑтма ҫук тӑвӑнчӑк тенор ҫине куҫрӗ, пичӗ-куҫӗ вилнӗ ҫынӑнни пек кӑвакарса чалӑшрӗ, — …рабочи класӑн… пусмӑрти хресченсен ырлӑхӗшӗн кӗрешсе панӑ.

Голос Штокмана перешел на исполненный страшного напряжения тенорок, лицо мертвенно побледнело и перекосилось, — …отдавали делу служения рабочему классу… угнетенному крестьянству.

XLIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сӗтелтен аякра мар тӑракан 2-мӗш рота командирӗ, патша ҫарӗнче прапорщик пулнӑ Вейстминстер, винтовка ярса тытма ӗлкӗрнӗччӗ ҫеҫ — Штокман, ҫакна асӑрхаса, кӑшкӑрса тӑкрӗ:

Стоявший неподалеку от стола командир 2-й роты, бывший прапорщик Вейстминстер, вскинул было винтовку, но Штокман, уловив его движение, крикнул:

XLIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Анчах площадьре ҫаплах тискеррӗн мӗкӗрешнӗ пирки Штокман сасӑ чӗлӗхӗсен мӗнпур хӑвачӗпе кӑшкӑрса ячӗ:

Но по площади еще ходил перекатами яростный рев, и Штокман во всю мочь голосовых связок заорал:

XLIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сӑмах парӑр ахаль салтака! — хӑрӑлтатса кӑшкӑрчӗ Штокман, аран-аран сывлӑш ҫавӑрса.

Слово рядовому бойцу!.. — прохрипел Штокман, едва переводя дух.

XLIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ӳпӗнсе кайнӑ сӗтел патӗнче Штокман ҫулне лутака кӗлеткеллӗ взвод командирӗ пӳлсе хучӗ.

У опрокинутого вверх ножками столика Штокману преградил дорогу приземистый взводный.

XLIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Ӑҫта мурне, шу-уйттан пуҫӗ? — ҫилленсе кӑшкӑрса тӑкрӗ пӗр хӗрлӗармеецӗ, ури ҫине Штокман ыраттармаллах пуснӑскер.

— Куда тебя, че-о-орт?.. — негодующе крикнул один из красноармейцев, которому Штокман больно придавил ногу.

XLIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Штокман ҫав самантрах унта ыткӑнчӗ.

Тотчас же Штокман ринулся туда.

XLIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Штокман тӑлпан кӗлеткеллӗ, вӑтам ҫулсенчи хӗрлӗармеец, сӗтел ҫине улӑхса кайса, сулахай аллине комиссара кӗске кастарнӑ хӗрлӗ сухалӗнчен ярса тытнине курчӗ.

Штокман увидел, как огромный немолодой красноармеец влез на столик, сцапал левой рукой короткий рыжий оклад комиссаровой бородки.

XLIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Штокман каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ.

Штокман оглянулся.

XLIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Штокман темиҫе минутлӑха ӑна пачах куҫран ҫӗтернӗччӗ, унтан вӑл халӑх варринче, темшӗн килӗнчен сӗтӗрсе тухнӑ картла вылямалли сӗтел ҫинче тӑнине курчӗ.

На несколько минут Штокман потерял его из виду, а потом увидел уже в середине толпы стоящим на вытащенном из чьего-то дома ломберном столе.

XLIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Штокман сердобсксен уҫӑмсӑррӑн сӗрлекен ушкӑнӗ патне чи малтан ҫитрӗ, полкри командирсенчен кама та пулин курма тӑрӑшса, куҫӗпе йӗрлеме пуҫларӗ.

Штокман первый подошел к глухо гомонившей толпе сердобцев, зашарил глазами, разыскивая кого-либо из командного состава полка.

XLIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Анчах Штокман, илтмӗше персе, винтовкине хулпуҫҫийӗ урлӑ ҫакрӗ те пӳртрен пуринчен малтан тухрӗ.

Но Штокман, будто не слыша, повесил на плечо винтовку, вышел первый.

XLIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Кайрӑмӑр! — тутине сивлеккӗн ҫӑт чӑмӑртарӗ Штокман.

Сурово поджал губы: — Пойдем!

XLIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех