Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Чирлесен (тĕпĕ: чирле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Кирек хӑшӗнпе чирлесен те ҫавах мар-и вара? — тӗлӗнчӗ Ҫимуш.

— Разве не важно чем будем болеть? — удивился Симуш.

Математика мыскари // Александр Галкин. https://vulacv.wordpress.com/2017/10/19/ ... %B8%D0%BD/

Чирлесен больницӑна кайма та тӑрӑшмаҫҫӗ ватӑсем, хӑйсем пӗлнӗ пек сипленкелесех ура ҫине тӑраҫҫӗ.

При болезни и в больницу-то не стараются пойти старики, сами как знают лечатся и встают на ноги.

Кукамипе кукаҫи хӑма савалаҫҫӗ… // Ив. САЛАНДАЕВ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2017.09.22

Пӗрлӗхен ҫулҫин отварӗ чирлесен тарлама, шӑк хӑвалама, микробсемпе кӗрешме, иммунитета вӑйлатма пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

Пӗрлӗхен // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.09.29, 38№

Акӑ вӗсенчи черет вӑрттӑнлӑхӗ мӗнре! Ҫавӑн пиркиех чирлесен те тепӗр чухне больницӑна тухса утас килмест.

Вот секрет длинных очередей в них! Поэтому и больным иногда не хочется идти в больницу.

Халӑх пурӑнсан — эпир те пурӑнӑпӑр // Алина Федорова. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Амӑшӗ хытах чирлесен хулана куҫма лекрӗ Лидӑн.

Когда мать сильно заболела, пришлось переехать Лиде в город.

Ют арҫын ӑшши // Екатерина ЦВЕТКОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Анчах кил хуҫи хытӑ чирлесен каялла яла таврӑнма тивнӗ.

Но когда семьянин сильно заболел, пришлось вернуться обратно в деревню.

Нушаллӑ-телейлӗ пурнӑҫ // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Хӑмла ҫырлине пӳре шыҫсан, подагрӑпа чирлесен нумай вӑхӑт ҫиме сӗнмеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурне те юрамасть // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.07.20. 28№

Чирлесен те хӗвел аннӑ вӑхӑтра ҫӗклесе тӑратса лартатчӗ.

И когда болели во время заката поднимала.

Чӗлхесӗр Олешкӑна качча кайма хӑраман // Роза Власова. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Шӑнса чирлесен.

От простудных заболеваний.

Пухса типӗтетпӗр // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№

Чирлесен ҫеҫ больничнӑй илкеленӗ,– теҫҫӗ вӗсем.

Разве больничный брали, когда болели, - говорят они.

«Пире хулара кичем» // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Чирлесен ял ҫынни фельдшерпа акушер пунктне‚ Юлия Филипповна патне утнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр варринче те чирлисем патне васканӑ // Вероника ЛЕОНТЬЕВА. «Урал сасси», 2016.06.15

Сахӑр диабечӗпе чирлесен.

При сахарном диабете.

Хутаҫӗ уйрӑмах паха // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.06.22. 24№

Чирлесен больницӑна ҫаклантӑм.

— Заболев, попал в больницу.

Праски кинеми пиллесе авлантарнӑ // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Кӑваккипе тата саррипе щит евӗрлӗ пар, сыпӑсем чирлесен усӑ кураҫҫӗ.

При заболевании щитовых желез используют синий и желтый.

Тӑм пашалу хурсан лайӑх // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.05.25. 20№

Вар-хырӑм шыҫса чирлесен.

Куҫарса пулӑш

Чӗр сухӑрӑн сиплӗ хӑвачӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.04.20. 15№

Аслати курӑкӗ /фиалка полевая/ хулӑн пыршӑ ракӗпе чирлесен шыҫҫа хирӗҫле витӗм кӳнипе палӑрса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Ӳсентӑран витӗмлӗрех // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

12. Урари юн тымарӗсен атеросклерозӗпе чирлесен авалхи халӑх медицини юн ҫаврӑнӑшне лайӑхлатма час-часах ҫара уран ҫӳреме е кунне 1-2 хут ура тӗпӗсемпе пӳрнисене чылайччен массаж тума сӗнет.

Куҫарса пулӑш

Атеросклероза парӑнтарасчӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

Виҫӗ кун чирлесен те ухмаха тухма тытӑнатӑп эпӗ, тӑватӑ кӗтесре ҫав тери тӑвӑр пулса ҫитет.

Три дня болезни дома и я начинаю сходить с ума, мне очень тесно в четырех стенах.

Юрату та, курайманлӑх та - ташӑра // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Чирлесен вара бюллетень илмеллех, тухтӑр сӗнӗвӗсене асра тытса тимлӗн сипленмелле.

Если уж заболели, то обязательно надо взять бюллетень и лечиться под внимательным наблюдением врача.

Грипп ерсен // Елена ЕГОРОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Ҫавӑнпа хӑвӑр чирлесен, килте гриплӑ ҫын пулсан тата урамран киле кӗрсен алла тӑтӑшрах ҫумалла.

Куҫарса пулӑш

Грипп ерсен // Елена ЕГОРОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех