Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Чипер сăмах пирĕн базăра пур.
Чипер (тĕпĕ: чипер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
10. Мана чипер тирпейлесе пытар, аннӳне те манпа пӗр ҫӗрех пытар, ун хыҫҫӑн вара текех Ниневи ҫӗрӗнче ан юлӑр.

10. Похорони меня прилично, и мать твою со мною, и потом не оставайтесь в Ниневии.

Тов 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Ылтӑнпа кӗмӗл пухаҫҫӗ, ытти тӗрлӗрен хаклӑ йышши япала та пухса пыраҫҫӗ, унтан чипер сӑнлӑ, хитре хӗрарӑма кураҫҫӗ те, 19. пурне те пӑрахса, ун патнелле ӑнтӑлаҫҫӗ, ун ҫине ҫӑвар карса пӑхаҫҫӗ, ӗнтӗ пурте ылтӑнпа кӗмӗлтен те, ытти хаклӑ япаларан та ытларах ун ҫумне ҫыпҫӑнаҫҫӗ.

18. Если соберут золото и серебро и всякие драгоценности, а потом увидят одну женщину, хорошую лицом и красивую, 19. оставив все, устремляются к ней и, раскрыв рот, смотрят на нее, и все прилепляются к ней более, чем к золоту и серебру и ко всякой дорогой вещи.

2 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ара, ҫамрӑк чухне мӗнле хӗр ырӑ кӑмӑллӑ та чипер каччӑ пирки ӗмӗтленмест?

Куҫарса пулӑш

Хӗр чысӗ // Анна НИКОЛАЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Артистсем чипер тумлӑ Ҫӑварнипе Ҫӗр-аннемӗр, юмахсенчи Емельӑпа Мыскараҫӑсем, Ҫуркуннепе Хӗл Мучи ролӗсенче пулса куракансене самай ҫунатлантарчӗҫ, хӑпартлантарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑварни хӗрӗ — картинка, картинкки катаччи чупма… // Н. МАЗЯКОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

- Паянхи савӑнӑҫлӑ кун чи малтанах хисеплӗ хӗрарӑмсене, чипер пикесене Пӗтӗм тӗнчери Хӗрарӑмсен кунӗ ячӗпе ӑшшӑн саламлатӑп.

Куҫарса пулӑш

Ална пар, хаваслӑ Ҫуркунне! // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

ЧР Кинематографистсен союзӗн председателӗ Олег Цыпленков чипер хӗрарӑмсене уявпа саламласа чечек ҫыххисем парнелерӗ.

Куҫарса пулӑш

Киноискусствăри чиперккесене саламларӗç // Хыпар. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Чипер те пултаруллӑ хӗрарӑмсен ячӗпе юрӑ-кӗвӗ янӑрарӗ.

В честь красивых и талантливых женщин звучала музыка.

Эх, мĕнлескер... // Марина ТУМАЛАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05

Чипер пынӑ ҫӗртех ҫаврӑнса ҫапӑнтӑм.

Когда спокойно шёл подвернулся.

Хӑрасан та каялла чакман // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Яш кунтан тухма пӗлмен, ялти чипер хӗре Евдокийӑна куҫ хывнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Арапуҫ кӗперӗ пӗрлештерчӗ...» // Виктория Вышинская. http://hypar.ru/ru/node/15771

Укҫине вӑл хӑех ҫавӑнта хунӑччӗ-ха, укҫи тупӑнмарӗ; ун вырӑнне вӑл хут айӗнчен пит чипер револьвер туртса кӑларчӗ, револьверне Лефуше системипе тунӑ иккен.

Но деньги, которые он сам же положил в стол, так и не нашлись; вместо них Юрдан вытащил из-под бумаг великолепный револьвер системы «Лефуше».

III. Икӗ тӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пӳрт патнелле пӗр илемлӗ ҫамрӑк ҫын килни курӑнса кайрӗ, тумӗ-ҫийӗ чипер, французла майлӑ тумланнӑ.

К дому подходил красивый белолицый юноша, одетый довольно хорошо и по французской моде.

II. Соколов тухтӑрӑн чирлӗ ҫыннисем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Халӗ Стефчов ҫинчен те, хӑвӑншӑн кӑна чипер пурнӑҫ тӑвасси ҫинчен те, ху кӑмӑлна кӳрентернӗ пирки те шухӑшласа тӑмалли вӑхӑт мар…

Нам теперь некогда думать ни о Стефчове, ни о личных прихотях, ни об оскорбленном самолюбии…

II. Соколов тухтӑрӑн чирлӗ ҫыннисем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Чипер япала-и?

Хорош, а?

II. Соколов тухтӑрӑн чирлӗ ҫыннисем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

«Нимсӗрех пӗтет-ҫке ҫак чипер хӗр», — терӗҫ ун пирки кулянса.

«Пропадет девушка», — говорили они с грустью.

I. Бяла Черква // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Халлӗхе ӗҫсем чипер пыраҫҫӗ-ха.

— Дела пока хороши.

XV. Кӗтмен тӗл пулу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫынни ҫамрӑк-ха, ҫӳллӗ мар, типшӗм, сарӑ ҫӳҫлӗ, питне пайтахранпа хырман пулсан та, чипер сӑнарлӑн курӑнать, куҫӗ пит чӗрӗ; Огнянова вӑл ытла ырханкка курӑнни тӗлӗнтерчӗ, ҫынни пит ӗшенсе ҫитни те паллах.

Это был юноша небольшого роста, сухощавый, белобрысый, с очень мелкими чертами лица, давно уже не бритого, с живыми глазами и легкими движениями; Огнянова он поразил своей необычайной худобой.

XV. Кӗтмен тӗл пулу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ӗнтӗ кӗркунне те ҫитрӗ, ҫапах та ҫак чипер тӳлек кӗтес, ӗмӗр-ӗмӗр ҫурхи ҫӗршыв текен Калипсо нимфӗсен утравӗ пек ялан ем-ешӗл, уҫӑ.

Уже настала осень, но этот прелестный тенистый уголок, словно остров нимфы Калипсо, — царство вечной весны, — был еще свеж и зелен.

XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Ыран курнӑҫӑпӑр, чипер юлӑр! — тухтӑр килнелле васкавлӑн тухса кайрӗ.

— Завтра увидимся, до свидания! — И доктор выбежал.

XIII. Брошюра // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Тем мар, тем мар… чипер юлса тӑрӑр-ха.

— Ничего, ничего… до свидания.

XIII. Брошюра // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Ҫырса яр-ха: «Э-э-эх, чипер саслӑ шӑпчӑкӑм, те!

— Напиши: «О-о-о-о сладкоголосый соловей!

XIII. Брошюра // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех