Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хӑшпӗр сăмах пирĕн базăра пур.
Хӑшпӗр (тĕпĕ: хӑшпӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑшпӗр чухне тӗлӗкре куратӑп: вӗлерекенӗ эпӗ пек.

Иногда мне снится, что я сама и убила.

11-мӗш сыпӑк. Том лайӑх мар ӗҫ тунӑшӑн асапланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Атте хӑшпӗр чухне унта сыснасемпе пӗрле ҫӗр каҫкалатчӗ, анчах шӑл ытла та хытӑ харлаттарать, — тӗреклӗрех тӑмасан, ураран та ӳкерӗ.

Отец там ночевал иногда вместе со свиньями; только, бог с тобой, он храпит так, что, того гляди, крышу разнесет.

10-мӗш сыпӑк. Йытӑ улани инкек пулассине систерет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хӑшпӗр чухне эпӗ шӗпӗнсене пӑрҫа хутаҫҫисемпе те пӗтеретӗп.

А то еще я свожу их гороховым стручком.

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Том Сойер савӑклӑн килнелле утрӗ, вӑл хӑйӗн ӑшӗнче ак ҫапла шухӑшларӗ: «Пӑртак урӑхларах япала хушсан, чиркӳри кӗлӗ те хӑшпӗр чухне питех кичем пулмасть-ҫке», — терӗ.

Том Сойер шел домой в самом веселом настроении, думая про себя, что и церковная служба бывает иногда не так уж плоха, если внести в нее хоть немножко разнообразия.

5-мӗш сыпӑк. Ҫыртакан нӑрӑпа йытӑ ҫури // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Англири хӑшпӗр пуян джентльменсем ҫуллахи канмалли кунсенче ҫирӗм-вӑтӑр миле омнибуса турттарса каякан лашасене хӑйсемех тытса пыраҫҫӗ.

Есть в Англии такие богачи, которым нравится в летнюю пору править почтовой каретой, запряженной четвериком.

2-мӗш сыпӑк. Пит аван маляр // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хӑшпӗр тӗлте аран ашса тухатпӑр пулсан та, ывӑнни-мӗнӗ сисенмест.

Куҫарса пулӑш

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Чӑваш АССР Халах Комиссарӗсен Совечӗпе ВКП(б) обком бюровӗ «Кил вырӑнӗсенче сад ӗрчетесси ҫинчен» йышӑннӑ постановление хӑшпӗр колхозсем тӗплӗн сӳтсе явман, кӑшт-кашт калаҫкаланипех ирттерсе янӑ.

Постановление принятое Советом Народных Комиссаров Чувашской АССР и бюро обкома ВКП(б) "О размещении садов на территории домов" некоторые колхозы не рассмотрели тщательно, пропустили поверхностными разговорчиками.

Кӗске доклад // Иван Мучи. Иван Мучи. Кулӑшла калавсем: Калавсем, фельетонсем. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1982. — 174–175 с.

Анчах та хӑшпӗр хуҫалӑхсем ҫак тапхӑр тӗлне минераллӑ удобренисем кӳрсе килеймен.

Однако некоторые предприятия к этому периоду не смогли привезти минеральные удобрения.

Хресчен ыррине кӗтет // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/2802-khr ... rine-k-tet

Юлашки ҫулсенче хӑшпӗр тӑрӑхра ял хуҫалӑх ӗҫӗсене тивӗҫлӗ шайра туса пыманран ҫӗрӗк тӑпри сахалланнине палӑртмалла.

За последние годы, надо отметить, что из-за ненадлежащего ведения сельского хозяйства, в некоторых окрестностях органические вещества в земле иссякают.

Пулӑхлӑ тӑпра – чӑн тупра // Вячеслав АЛЕКСЕЕВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/2822-pul ... ch-n-tupra

Калаҫусен моралӗ: хӑшпӗр чух тутлӑ калаҫу та йӳҫӗ пулать.

Мораль разговора: некоторые сладкие речи бывают горькими.

Тутлӑ калаҫу // Иван Мучи. Иван Мучи. Кулӑшла калавсем: Калавсем, фельетонсем. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1982. — 172-173 с.

Нимӗҫ фашисчӗсем те хӑшпӗр чухне ҫакӑн пек чееленме хӑтланса пӑхнӑ.

Иногда и немецкие фашисты пытались так хитрить.

Вӑрман кушакӗ // Василий Алентей. Василий Алентей. Пограничниксем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955

Шел те, хӑшпӗр чухне тавар кӑларакансем сутакан тавар пахалӑхӗ пирки тӑрӑшмаҫҫӗ.

Жаль, но иногда производители товара не заботятся о качестве продаваемого товара.

Калча валли тӑпра хатӗрлер // Эльвира Иванова. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.01.28

Акӑ мӗн каласа панӑччӗ Юлия Григорьевна хӑйӗн вӗренекенӗсем ҫинчен: - Хӑшпӗр ача мӗн пӗчӗкренех мӗнпе те пулсан ыттисенчен уйрӑлса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр салтак ячӗпе // Хыпар. Хыпар, 2011,01,15

Ахаль ҫынсем ҫеҫ мар, хӑшпӗр пуҫлӑхсем те намӑс сӑмах калаҫҫӗ те, ӑҫтан йӗрке пултӑр ӗнтӗ?

Куҫарса пулӑш

«Чӗлхӳ пыл пек пылак пултӑр…» // Ив. САЛАНДАЕВ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2017.08.11

Чӑнах та, хӑшпӗр ҫемьере ашшӗ-амӑшӗ ачисене намӑс сӑмахпа калаҫма хӑнӑхтарнине те пӗлетӗп.

Куҫарса пулӑш

«Чӗлхӳ пыл пек пылак пултӑр…» // Ив. САЛАНДАЕВ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2017.08.11

Ӗмӗрӗме чӑваш литературипе ҫыравҫисем хушшинчех ирттертӗм пулсан та, эпӗ кӗнекере ҫырса кӑтартнӑ хӑшпӗр ӗҫ-пуҫ ҫинчен хӑлха хӗррипе кӑшт-кашт ҫеҫ илткеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Уксак Якку, Кӑмкан, Валяй Нафуй, Емтип Каҫҫи, Уйташ, Ясарпи тата ыттисем // Виталий Станьял. https://chuvash.org/content/3210-%D0%A3% ... A%D0%B0%D2

Паянхи кун тӗлне ҫӗр ӗҫченӗсем кӗрхи тата ҫурхи пӗрчӗллӗ культурӑсем акнӑ лаптӑксене ҫум курӑкран пестицидсемпе гербицидсем сапнӑ, хӑшпӗр хуҫалӑхсем вара асӑннӑ культурӑсене апатлантарма та ӗлкӗрнӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй кунӗ чунсене савӑнтарчӗ // А.Исаева. «Каҫал Ен», 09.06.17

Йывӑрпа хӑшпӗр улмуҫҫи кӗркуннечченех ҫурӑлма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Улма пахчи тимлӗх кӗтет // Эльвира Иванова. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Хӑшпӗр чӗрӗп ыйхӑран вӑранаймасть те.

Куҫарса пулӑш

Чӗрӗп шaши тытать-и? // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2017.02.02, 4(904)№

Хӑшпӗр чухне ҫуркунне вӑраннӑ чӗрӗп апат тупса вӑй илеймесӗрех вилет.

Куҫарса пулӑш

Чӗрӗп шaши тытать-и? // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2017.02.02, 4(904)№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех