Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хӑраттӑм (тĕпĕ: хӑра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑраттӑм та.

Боялась.

Тӑваттӑмӗш курӑну // Арсений Тарасов. Килти архив

Ача чухне тӗттӗм пӳлӗме лекме тӳрӗ килетчӗ — вара тӗттӗм кӗтессенчен куҫа темӗн те пӗр курӑнатчӗ, пуринчен ытла эпӗ шуйттанран хӑраттӑм.

Бывало, в детстве приходилось попадать в тёмную комнату — чего-чего там не покажется в тёмных углах, и больше всего я боялся чёрта.

Ӳхӗ // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 98–102 с.

Хӗр уйӗнче пултӑмӑр, темиҫе хӳме урлӑ сиксе каҫрӑмӑр (малтанах эпӗ сикме хӑраттӑм, анчах атте хӑравҫӑсене юратмасть те — эпӗ шикленме пӑрахрӑм), Мускав шывӗ урлӑ икӗ хут каҫрӑмӑр; эпӗ ӗнтӗ киле таврӑнатпӑр пуль тесеттӗм, атте ман лашам ывӑннине те астутарчӗ, анчах Крым каҫҫи патӗнче сасартӑк аяккалла пӑрӑнчӗ те ҫыран тӑрӑх сиктерсе кайрӗ.

Побывали на Девичьем поле, перепрыгнули чрез несколько заборов (сперва я боялся прыгать, но отец презирал робких людей, — и я перестал бояться), переехали дважды чрез Москву-реку — и я уже думал, что мы возвращаемся домой, тем более что сам отец заметил, что лошадь моя устала, как вдруг он повернул от меня в сторону от Крымского броду и поскакал вдоль берега.

XXI // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.

Эпӗ хам туйӑма аннеҫӗм сисесрен хӑраттӑм; вӑл Зинаидӑна питӗ килӗштерместчӗ, ҫавӑнпа пире кӑмӑлсӑррӑн сӑнатчӗ, Аттерен ун пекех хӑрамастӑм: атте мана асӑрхаман пекехчӗ, аннеҫӗмпе вара сахал, анчах темле ӑслӑ-сумлӑ калаҫатчӗ.

Я боялся выдать себя перед матушкой; она очень не благоволила к Зинаиде и неприязненно наблюдала за нами, Отца я не так боялся: он словно не замечал меня, а с ней говорил мало, но как-то особенно умно и значительно.

IX // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.

Ӑна куриччен малтан тункатаран та хӑраттӑм; нимӗҫе куратӑн та чӗтреве ӳкетӗн, ӑна итлесен ху улӑп пек вӑйлӑ иккенне туятӑн.

До нее пня боялся; увидишь немца — дрожишь, а слушаешь ее — и чуешь: да ведь богатырь ты!

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Хам та вӗсем патне пыма хӑраттӑм, кӗтӳ ҫине аякран ҫеҫ пӑхса тӑраттӑм.

Я же не решался к ним приближаться, либо стоял на месте, либо следовал за стадом в почтительном отдалении.

Ялти спектакль // Николай Сандров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 53–70 стр.

Эпӗ акӑ мӗн пирки ытла та хытӑ хӑраттӑм: вут хутсан тӗтӗм тухать, кӑнтӑрла тӗтӗм инҫетренех курӑнать, тискер этемсем вара ӑна курса мана тупма пултараҫсӗ Ҫакна шута илсе, вут хурса тумалли ӗҫсене пурне те (сӑмахран, тӑм савӑт-сапа хӗртсе хытарассине) эпӗ вӑрманта, хамӑн ҫӗнӗ вырӑнта, тӑваттӑм.

По этой причине все работы, для которых требовался огонь (например, обжигание горшков), я перенес в лес, в мою новую усадьбу.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Малтанхи кунсенче манӑн дневник ҫырса пыма вӑхӑт ҫукчӗ: ӗҫсем ытла та нумайччӗ, ҫитменнине тата, манӑн чӗрене йывӑр шухӑшсем ыраттаратчӗҫ, ҫав шухӑшсем дневникра та палӑрӗҫ тесе хӑраттӑм.

Первое время мне было не до записей: я был слишком завален работой; к тому же меня удручали тогда такие мрачные мысли, что я боялся, как бы они не отразились в моем дневнике.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

«Клисурӑра чухне эп пӗр-пӗчченччӗ, эс те сивӗннӗччӗ, ҫавӑнтан пит хӑраттӑм, — тенӗ пек ӑнланмаллаччӗ ӗнтӗ ӑна.

Казалось, она хотела сказать: «В Клисуре, где я была одинока и отвержена, мне было очень страшно.

XV. Курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Мӗншӗн? — тесе ыйтнӑ пӗрремӗшӗ, леш ӑна вара ҫапла каланӑ: — Халӗ, тӑван ҫӗршывшӑн ҫапӑҫса, таса чунпа вилнӗ хыҫҫӑн, вӑл малтанрах ман чӗрене пӑшӑрхантарни ҫинчен калама пултаратӑп: ҫӑмӑл шухӑшлӑскер, ытла та хаваслӑ пурнӑҫа юрататчӗ ҫавӑн пиркиех, тӑшмана сутӑнса, хулана хирӗҫ тарасран хӑраттӑм; Марианна ывӑлӗ, турӑпа этем тӑшманӗ, пирӗн тӑшмансене пуҫ пулса ертсе пыраканӗ ҫапла тунӑ; ман ылханӑм ун пуҫне пултӑр, ӑна йӑтса ҫӳренӗ хӗрарӑм варне виттӗр!..

— За что? — спросила первая, а та ответила ей: — Теперь, когда он честно погиб, сражаясь за родину, я могу сказать, что он возбуждал у меня страх: легкомысленный, он слишком любил веселую жизнь, и было боязно, что ради этого он изменит городу, как это сделал сын Марианны, враг бога и людей, предводитель наших врагов, будь он проклят, и будь проклято чрево, носившее его!..

Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.

— Эпӗ урӑхла пуласран хӑраттӑм.

 — Я боялся другого.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах темшӗн эпӗ ҫав ҫырусене вутта пӑрахса ҫунтарасран хӑраттӑм; ӑҫта килчӗ унта выртса таптанатчӗҫ вӗсем, ирӗксӗрех вӗсем ман тӗле килетчӗҫ те, сивлек кӑмӑлпа пӑхса илеттӗм вӗсем ҫине.

Но мне почему-то было страшно жечь эти письма; они валялись где попало, я невольно натыкалась на них — и отдёргивала руку.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫапах та ку Катя-ха, темшӗн эпӗ вӑл Марья Васильевна пек пуласран хӑраттӑм та, Катя ун евӗрлӗ мар.

Но все же это была Катя, и она совсем не стала так уж похожа на Марью Васильевну, как я этого почему-то боялся.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эсӗ ӑнланмасран хӑраттӑм, — чунне уҫрӗ Антон.

Куҫарса пулӑш

Упӑшкана савакан хӗр кашни утӑма йӗрлет // Галина. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Унӑн куҫӗ умне курӑнасран хӑраттӑм.

Боялся попадаться ему на глаза.

Упӑшкана савакан хӗр кашни утӑма йӗрлет // Галина. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Хӑраттӑм вӗсенчен.

Боялась их.

Нушаллӑ-телейлӗ пурнӑҫ // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

«Ҫамрӑк чухне сивӗрен хӑраттӑм. Тӑвайӗнче шкулта вӗреннӗ чухне питӗ вӑйлӑ чирлерӗм. Аран сывалтӑм, ума хул-ҫурӑма пиҫӗхтерме ҫирӗп тӗллев лартрӑм», - аса илет иртнине ватӑ.

"В молодости боялся холода. Когда учился в Янтиково, сильно заболел. Еле вылечился, перед собой поставил крепкую цель закалять свое тело", - вспоминает прошлое старец.

Сывлӑхне ҫапла ҫирӗплетнӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех