Шырав
Шырав ĕçĕ:
Египет халӑхӗшӗн хурланса макӑр та ӑна, ӑна тата чаплӑ халӑхсен хӗрӗсене виле шӑтӑкне каякансемпе пӗрле ҫӗр тӗпне ывӑт.
Иез 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Хӳхлев юрри ҫакӑ, йӗрсе юрлӗҫ ӑна; ӑна халӑхсен хӗрӗсем юрлӗҫ; Египет ҫинчен, унӑн пӗтӗм пысӑк йышӗ ҫинчен юрлӗҫ ӑна, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
Иез 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: йышлӑ халӑхсен пухӑвӗнче сан ҫине Хамӑн танатана ывӑтӑп та, вӗсем сана Манӑн тетелӗмпе туртса кӑларӗҫ.
Иез 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла каларӗ: ҫӳллӗ пулнӑшӑн, тӑрри пӗлӗтех перӗнсе тӑнӑшӑн, чӗри хӑйӗн чапӗпе мӑнаҫланнӑшӑн — 11. ҫакӑншӑн Эпӗ ӑна халӑхсен патши аллине патӑм; вӑл ӑна мӗнле кирлӗ, ҫавӑн пек турӗ; Эпӗ ӑна йӗркесӗр ӗҫӗсемшӗн пӑрахрӑм.
Иез 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Тавару тинӗс тӑрӑх килетчӗ те — эсӗ тӗрлӗ халӑха тӑрантараттӑн; иксӗлми мулупа тата суту-илӗвӳпе ҫӗр ҫинчи патшасене пуянлататтӑн. 34. Сана тинӗссем тӗпсӗр авӑрта ҫӗмӗрсе тӑксан, тавару та, сан ҫинче кӗпӗрленсе тӑракансем те пурте шыва ӳкрӗҫ. 35. Ҫакна пӗлсен, пӗтӗм утрав халӑхӗ сехӗрленчӗ, вӗсенӗн патшисем те ҫӳҫенчӗҫ, сӑнран улӑшӑнчӗҫ. 36. Ытти халӑхсен сутуҫисем шӑхӑрса ячӗҫ; эсӗ сехре хӑппи пулса тӑтӑн — эсӗ ӗнтӗ ӗмӗрне те пулмӑн».
Иез 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Тир хули Иерусалим ҫинчен: «эхе! эхе! ӑна — халӑхсен хапхине — ҫӗмӗрсе тӑкрӗҫ, пӗтӗмпех ман алла лекрӗ! эпӗ туп-тулли пулӑп; ӑна пуш-пушӑ тӑратса хӑварнӑ» тет.
Иез 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫакӑншӑн сана халӑхсен кулли тӑвӑп, мӗнпур ҫӗр умӗнче мӑшкӑл кӑтартӑп.За это отдам тебя на посмеяние народам, на поругание всем землям.
Иез 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Сире халӑхсен пушхирне илсе килӗп те ҫавӑнта сирӗнпе куҫа-куҫӑн сутлашӑп.35. И приведу вас в пустыню народов, и там буду судиться с вами лицом к лицу.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ каларӑм вара: вӗсем ҫине ҫиллӗме кӑларӑп, пушхирте пӗтӗм хаярлӑхӑма вӗсем ҫине ярӑп, терӗм; 22. анчах Эпӗ аллӑма сиртӗм, ҫакна Эпӗ Хамӑн ятӑмшӑн, ӑна халӑхсем хушшинче ан хурлаччӑр тесе турӑм: Эпӗ вӗсене ҫав халӑхсен куҫӗ умӗнче илсе тухнӑччӗ.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Анчах ҫакна Эпӗ Хамӑн ятӑмшӑн турӑм, ӑна халӑхсем умӗнче ан хурлаччӑр тесе турӑм: Эпӗ вӗсене ҫав халӑхсен куҫӗ умӗнче илсе тухнӑччӗ.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗр вара: эсир Манӑн ӳкӗтӗмсем вӗрентнӗ пек пурӑнмарӑр, Эпӗ панӑ йӗркесене туса тӑмарӑр, хӑвӑра хупӑрласа тӑракан халӑхсен йӑли-йӗркипе пурӑнтӑр, тесе калать те.
Иез 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Суя тӗнлӗ халӑхсен аллинчен пӗтме паман сире; эсир Турра ҫиллентернӗ, ҫавӑнпа тӑшмансен аллине ӳкернӗ сире; 7. Турра мар, шуйттансене парне кӳрсе, эсир хӑвӑра Пултаракана тарӑхтарнӑ.
Вар 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӑл ӗнтӗ вӗсене хамӑр таврари патшалӑхсене пӑхӑнтарчӗ, Ҫӳлхуҫа вӗсене таврари халӑхсен хушшине салатса ячӗ те ҫавсен мӑшкӑлӗ турӗ, вӗсене ҫавсем ҫаратса-тустарса тухрӗҫ.
Вар 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Акӑ Эпӗ Вавилон ҫине ҫурҫӗр ҫӗрӗнчен аслӑ халӑхсен эшкерне ҫӗклентерсе килӗп, вӗсем ӑна хирӗҫ вырӑнаҫса тӑрӗҫ, ӑна ярса илӗҫ; вӗсенӗн ҫӗмренӗсем — ӑста ҫарҫӑ ҫӗмренӗсем, вӗсем тупӑшсӑр каялла таврӑнмаҫҫӗ.
Иер 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Моав вара ытти халӑхсен йышӗнчен тухса ӳкӗ, мӗншӗн тесессӗн вӑл Ҫӳлхуҫана хирӗҫ тӑчӗ.42. И истреблен будет Моав из числа народов, потому что он восстал против Господа.
Иер 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Моав текех мухтавлӑ мар; Есевон хулинче ӑна хирӗҫ каварлашаҫҫӗ: «каяр та ӑна халӑхсен йышӗнчен пӗтерер» тееҫҫӗ.
Иер 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Иаков ҫинчен савӑнса юрлӑр, халӑхсен пуҫлӑхне саламлӑр; кӑшкӑрса, янӑравлӑн мухтӑр: «Эй Ҫӳлхуҫамӑр, Хӑвӑн халӑхна, Израиль йӑлкӑмне, ҫӑлсамччӗ!» тейӗр.
Иер 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Мӗншӗн тесессӗн Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: ҫак пур халӑхсен мӑйне те тимӗр сӳсмен тӑхӑнтартӑп — вӗсем Навуходоносоршӑн, Вавилон патшишӗн, ӗҫлесе пурӑнччӑр, вӗсем унӑн чури пулӗҫ, хирти тискер кайӑксене те Эпӗ ун аллине паратӑп, тет.
Иер 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Анания пӗтӗм халӑх умӗнче ҫакӑ сӑмахсене каланӑ: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: икӗ ҫултан Вавилон патшин Навуходоносорӑн сӳсменне те пур халӑхсен мӑйӗ ҫинчен хывса илсе ҫакӑн пек ҫӗмӗрсе тӑкӑп, тет.
Иер 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эпӗ вара Ҫӳлхуҫа аллинчи куркана илтӗм те Ҫӳлхуҫа хушнипе халӑхсем патне ҫитсе вӗсене пурне те ҫав куркаран ӗҫтерсе тухрӑм: 18. Иерусалима, Иудея хулисене, унӑн патшисемпе улпучӗсене ӗҫтертӗм — ӗнтӗ вӗсене ҫаратса тухчӑр, вӗсем сехре хӑппи, тӗнче кулли, ылханлӑ вырӑн пулса тӑччӑр, халӗ ҫапла пулчӗ те; 19. фараона, Египет патшине, тата унӑн тарҫисене, улпучӗсене, унӑн пӗтӗм халӑхне, 20. вӗсен хушшинчи ют халӑх ҫыннисене ӗҫтертӗм; Уц ҫӗрӗн мӗнпур патшине, Филисти ҫӗрӗн мӗнпур патшине, Аскалона, Газӑна, Екрона, Азот йӑлкӑмне, 21. Эдома, Моава, Аммон ывӑлӗсене, 22. Тирӑн мӗнпур патшине, Сидонӑн мӗнпур патшине, тинӗс леш енчи утравсен патшисене, 23. Дедана, Фемана, Буза, тӑнлавӗ ҫинчи ҫӳҫне кастаракан ҫынсене пурне те, 24. Арави ҫӗрӗн мӗнпур патшине, пушхирте пурӑнакан тӗрлӗ халӑхсен патшисене, 25. Зимврийӗн мӗнпур патшине, Еламӑн мӗнпур патшине, Миди ҫӗрӗн мӗнпур патшине, 26. ҫурҫӗрти мӗнпур патшана, — ҫывӑхрисене те, аякрисене те, пӗрин хыҫҫӑн теприне, — ҫӗр ҫинчи мӗнпур патшалӑха ӗҫтертӗм.
Иер 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.