Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Урисене (тĕпĕ: ура) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑнпа тимӗрҫӗ лаҫҫи патне Ахтупай ҫывхарнине асӑрханӑ-асӑрхаман Северьян ӗҫлеме пӑрахса, урисене сарса, аллисене хыҫалалла ярса кӗрешме хатӗрленсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сарыев ҫывӑрса кайнӑ урисене аран-аран хускаткаласа ҫуна ҫинчен анчӗ те хапхана хыттӑн шаккарӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Сарыев мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӑҫта унӑн лаши урисене пуснӑ, ҫавӑнта кӗл те кӑвар тӑрса юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

1236 ҫ. Пӑлхар шӑпи камра? // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Аспарӑн кӑкӑрӗ ҫине малти урисене хучӗ те хӑрушӑ уласа ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑлхар ҫар ҫынни пӗтни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Урисене хуҫлатса ларчӗ ӑшӑ чул ҫине.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Чӑтрӗ урисене хуҫлатса ларса, тӗлӗркелесе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Чӑнах та, Аспар чаршав умӗнче урисене хуҫлатса ларать.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫынсен патшалӑхӗнче // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ун хыҫҫӑн Зина та Павӑлпа юнашар урисене хуҫлатса вырнаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Вилет пулӗ, — аппӑшӗн урисене хыпашларӗ Санюк.

Куҫарса пулӑш

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Иштерек лаша умне пӗшкӗнчӗ те ун малти урисене ҫӳлтен пуҫласа аяла ҫитиччен хыпашласа тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

17. Вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Лашасене вӑрласа кайнине пӗлсен ухмаха ернӗ пек ҫари-и! ҫухӑрса ячӗ те, ҫунакан вутран тин ҫеҫ йӑтса тухнӑ ҫын евӗр, вӗҫӗмсӗр ҫерем ҫинче йӑваланчӗ, унтан йӑраланса тӑрса мӑрса урисене икӗ алӑпа ытакла-ытакла ӗсӗклесе йӗме тапратрӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл хӑюллӑн Тукай патне утса пычӗ те кӗрешме хатӗрленсе урисене чаркаларӗ, Тукай хускалма ӗлкӗриччен ӑна пилӗкрен тытма хӑтланчӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Аллисене ҫыхӑр, урисене таканлӑр та каллех нӳхрепе пӑрахӑр!

Куҫарса пулӑш

12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Иштерек мӑрса умне чӗркуҫленсе ларчӗ, аллисемпе ун урисене ҫатӑртаттарса тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Чӗн йӗвен // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Эс урисене пӑх, — хӗр ача шӳт туманнине ӑнланчӗ пулас лаша хуҫи.

Куҫарса пулӑш

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл урисене путлӑхран туртса кӑларать те лӑстӑр-лӑстӑр силлет, куҫӗсемпе вара каллех хӑйӗн умӗнче пыракан ҫынна шырама пикенет.

Куҫарса пулӑш

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫурӑмӗ ун кукӑрӑлнӑччӗ, патакпа ҫӳретчӗ, утнӑ чух урисене аран-аран хускаткалатчӗ.

Спина у него была согнутая, он ходил с палкой и тихо передвигал ногами.

Ватӑ лаша // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 43–46 с.

Йытӑ месерле ҫаврӑнса ӳксе урисене ҫӗкленӗ, йӑпӑлтатса хӳрине вылятма пуҫланӑ.

Собачка легла на спину, подняла лапки и стала махать хвостиком.

Арӑсланпа йытӑ // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 34–35 с.

Ҫӳлти палубӑри каютӑсенче ҫамрӑк каччӑсем — салтак ачисем — лӑк-тулли: вырӑссем те, чӑвашсем те, ҫармӑссем те кутамккисене унта-кунта хунӑ та, ҫӑпатисене салтса е аттисене хывса, урисене кантарса пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ресторанра ҫӑмӑлттай майрасем, урисене кӑвапаран ҫӳле ҫӗклесе ташлакансем, чылайӑшне ҫылӑха кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех