Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Урисене (тĕпĕ: ура) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халтан кайса ҫитсен уй хапхи юпинчен тытса та пулин вӑл урисене хускаткалать.

Дойдя до ворот околицы, он бессильно припал к столбу.

Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫитӗннӗ хӗрсемпе ҫамрӑк арӑмсем ял ҫумне хире тухаҫҫӗ те урисене салтаҫҫӗ, ҫӳҫ-пуҫне лапӑстаттарса яраҫҫӗ.

А девушки и молодайки шли в поле, разувались, взлохмачивали волосы.

Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пырса кӗнӗ те сӗтел урисене урай хушӑмӗнчен ҫаклатса ун ҫине кӑкӑрӗпе выртнӑ.

Он молча прошел вперед, плотно уселся за стол, уставив ноги на перекладины, а локтями и грудью навалившись на столешницу.

Купӑс калакан // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Куҫне уҫмасӑрах сунарҫӑ вӑл пысӑк пуҫне лӑнк-лӑнк-лӑнк сулласа пынине, ҫемҫе урисене ним уяса тӑмасӑр пускаланисене курать, ытти темиҫе шӑршӑсем хушшинче упа шӑршине уйӑрса илет.

Не открывая глаз, охотник видит его большую лохматую голову, косолапую поступь, из всех запахов выделяет запах медведя.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вара ҫӗр урайне ярт тӑсӑлса выртать те урисене стена ҫумне тытать.

И блаженно вытянулся на земляном полу, уперев босые ноги в стену.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Йӑптӑхне тӑкман пӗчӗк хӑла ут пуҫне уснӑ, хӳрине лӑшт уснӑ, урисене ҫемҫен лӑп-лӑп-лӑп пусать, — мамӑк ҫинче утать тейӗн.

Не успевшая полинять маленькая лошаденка, опустив голову и хвост, мелко перебирает ногами по толстому слою пыли.

Турӑпа ҫӳреме тухни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӗвелпе пиҫнӗ урисене Савтепи саркаларах пуснӑ…

Красивые загорелые ноги у Савдеби…

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫурӑмӗпе вӑл кӑмака ҫумне сӗвеннӗ, чалӑш ҫӑпаталлӑ урисене хӑй айне хутлатнӑ.

Спиной он прислонился к печи, ноги в косых лаптях подложил под себя.

Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Яка Илле урисене ҫӗрелле усать.

— Илле спускает ноги на пол.

Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Яланхи йӑлапа урисене вӑл кутник ҫине хӑпартса хунӑ.

По обычаю он с ногами взобрался на нары.

Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Урисене майӗпен те халсӑррӑн иле-иле пусса вӑл тӗттӗм уй варрипе танккаса пырать.

Мерно покачивает ею в такт шагу, идет по темному полю.

Канӑҫсӑр чун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Савтепи ҫилленме мар, кӗпи аркине ик енчен ик аллипе тытса ластӑр силлерӗ те тата лайӑхрах вырнаҫса ларчӗ, урисене пӗчӗк ача пек суллакаласа илчӗ:

Но Савдеби не только не обиделась, а, напротив, поправила оборки платья и уселась поудобнее, раскачивая ногами, словно ребенок.

Хӑвалӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Утнӑ чухне такӑнса ӳкесрен хӑраса урисене ҫӳле ҫӗклесе пусса ҫӳрет.

Он действительно ходит как заяц — высоко поднимая ноги, словно боится запнуться.

Мулкач Терушӗ, Някуҫ тата ыттисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Те чирлесе ӳкнӗ Яриле, те пуҫӗ патне сӑра пынӑ, хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайнӑ та урисене ҫӗрелле усса вырӑн ҫинче хӑяккӑн выртать.

Яриле — то ли расхворался, то ли пиво ударило ему в голову, — весь раскрасневшись, неловко привалился на топчане, свесив ноги на пол.

Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫапах та качча ывӑтма ҫӑмӑл пулас ҫук — урисене, пӗтӗм тӑлпӑвне ҫирӗп тытать.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сехре утма та тӑнӑччӗ ӗнтӗ, ҫул ҫине тухса урисене тӑпраран тасатма пикеннӗччӗ, ҫав вӑхӑтра ун патне Марине кулакан питпе пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Урисене пӗри ҫӑмӑл атӑ тӑхӑнса янӑ, тепри кивӗрех боты тӑхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хайӗн урисене аран-аран сӗтӗрсе ҫӳрекен арҫынна качча тухӑн та хӑвӑн валли инкек кӑна тупӑн.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл та ӳпре-шӑна ҫыртман ҫӗртенех урисене ҫӗмӗрт ҫулҫисемпе ҫатлаттаркаласа ларать (питӗ йывӑр ҫак Карачӑмпа калаҫма, хӑюсӑр вӑл, анчах ҫав вӑхӑтрах унпа ларма кӑмӑллӑ, Анушка унпа пӗр калаҫмасӑр та ҫӗр каҫах ларӗччӗ).

Куҫарса пулӑш

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӗтерне тусанлӑ урисене шаккаса урапа ҫине хӑпартса хучӗ, япаласем тӗрӗсех пыраҫҫӗ-и тесе урапа хыҫнелле ҫаврӑнса пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех