Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тӗпрен сăмах пирĕн базăра пур.
Тӗпрен (тĕпĕ: тӗпрен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗлӗсем, тӗпрен илсен, ҫул тавлӑкӗпе ҫыхӑннисенче тӗл пулаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.

Эпикӑлла чӗлхесенче ҫемӗ йӗркеленӗвӗ, тӗпрен илсен, ҫав факторсенех тӗпе хурать пулсан та уйрӑмлӑхӗ те пур.

Куҫарса пулӑш

Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.

Тӗпрен илсен, пӑхӑр ҫӗленӗн куҫӗ хӗрлӗ тӗслӗ.

Если подробнее, у медного змея радужная оболочка глаза красная.

Ҫӗлен сӑхасран асарханӑр! // Елена ЕГОРОВА. «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№

Ҫак тӑрӑх ҫыннисен пурнӑҫӗ ҫу уйӑхӗнчен тӗпрен улшӑннине хам куртӑм.

Я сама видела, как с мая месяца круто изменилась жизнь людей этой местности.

Шыв тӑварлӑ куҫҫуле ҫаврӑнса юхать // Марина ГРИГОРЬЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

Авӑртса алланӑ хыҫҫӑн тӗп сийпе зародыш хывӑха каяҫҫӗ, ҫӑнӑхра, тӗпрен илсен, углевод кӑна юлать.

После помола и просеивания слои и зародыш уходят в отходы, в муке, в основном, остается углерод.

Шурӑ ҫӑнӑхран пӗҫернӗ ҫӑкӑр // Петр МИРОНОВ. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Юлашки ҫулсенче сӗт-ҫу фермине тӗпрен юсаса ҫӗнетнӗ.

В последние годы молочную ферму основательно починили.

Ӗнен сӗчӗ чӗлхи ҫинче // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Хура-шурне пайтах курнӑскер пурнӑҫа тӗпрен улӑштарма шикленмест.

Куҫарса пулӑш

Такӑнсан - тӑратӗҫ, чун нишлӗленсен - таптӗҫ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №

Тӗпрен илсен вӑй хуракан Ӗҫ ветеранӗсене хушма тӳлевпе тивӗҫтерме пӑрахни пирки.

Куҫарса пулӑш

Министр сас-хурана сирчӗ // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА, ВЕРА ШУМИЛОВА, ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

«Республикӑн онкологи диспансерӗн хирурги уйрӑмне тума кӑҫал федераци бюджетӗнчен 363 миллион тенкӗ илетпӗр, — пӗлтерчӗ М.Игнатьев. — Ӑна хута ярсан медоборудовани 175 миллион тенкӗлӗх вырнаҫтаратпӑр. Кунта ҫуллен 5 пин операци тӑвӗҫ. Хирургин кивӗ корпусне тӗпрен юсанӑ тата ҫӗнӗ оборудовани лартнӑ хыҫҫӑн ҫулталӑкра пурӗ 12 пин операци тума тытӑнмалла».

Куҫарса пулӑш

Малаллах талпӑнаҫҫӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Ҫурчӗ пур, тӗпрен юсаса оборудованисем вырнаҫтармалла ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

Малаллах талпӑнаҫҫӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Университет корпусӗсене, общежитисене тӗпрен юсасси ҫинчен те манмастпӑр.

Куҫарса пулӑш

Андрей Александров: Вӑхӑтпа тан утсан ӑнӑҫу пулатех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Унсӑр пуҫне картишсен территорийӗсене тӗпрен юсас тата юсас енӗпе те малалла ӗҫлӗпӗр.

Кроме того, будут продолжены капитальный ремонт и ремонт дворовых территорий.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Ҫул-йӗр фончӗн 2016 ҫулхи тӑкакӗсем 2,7 млрд яхӑн тенкӗпе танлашмалла, ҫав хушӑрах укҫа-тенкӗн 20 процентӗнчен ытларах пайне шӑпах ял ҫӗрӗнче ҫулсем тума тата вӗсене тӗпрен юсама ямалла.

Общие расходы дорожного фонда в 2016 году составят 2 млрд 700 млн рублей, при этом не менее 20 процентов средств выделяется на строительство, капитальный ремонт дорог именно на селе.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Юлашки ҫулта сывлӑх сыхлавӗн 10 объектне тӗпрен юсанӑ, 40 фельдшерпа акушер пункчӗ туса хута янӑ, Шупашкарта икӗ ҫӗнӗ поликлиника уҫнӑ.

За последний год капитально отремонтировано 10 объектов здравоохранения, построено 40 ФАПов, открыты две новые поликлиники в Чебоксарах.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Эпир ку чухнехи перинаталь центрӗсем тӑвас тата вӗсене тӗпрен юсас ӗҫсем валли укҫа-тенкӗ уйӑратпӑр, ачасем ҫуралнӑ ҫемьесене финанс пулӑшӑвӗ паратпӑр: ку вӑл амӑшӗн капиталӗ те, виҫҫӗмӗш ачашӑн паракан тӳлев тата ыт. те.

Выделяются средства на строительство и капитальный ремонт перинатальных центров, оказывается финансовая поддержка семьям, в которых появились дети: это и материнский капитал, и выплаты на третьего ребенка, и многое другое.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

«Кунта сипленмешкӗн чылайранпа ҫӳретӗп. Сыватмӑш тӗпрен илемленсе улшӑнни кӑмӑла ҫӗклет, тухтӑрсем лайӑххи савӑнтарать. 50 ҫулта чухнех мана операци тума юраманни, кун-ҫулӑм татӑлма пултарасси пирки пӗлтернӗччӗ. Кунти тухтӑрсем пулӑшнипе 78 ҫула ҫитрӗм. Тавах вӗсене», — пӗлтерчӗ Клавдия Митрошина.

Куҫарса пулӑш

«Чир те сирӗлнӗн туйӑнать…» // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Алла Самойлова министра поликлиника холӗ кӗске хушӑрах тӗпрен улшӑнни савӑнтарать: «Пациент кӑмӑлӗшӗн» проектпа килӗшӳллӗн асӑннӑ больницӑна тӗрӗсленӗ чухне чылай ҫитменлӗх тупса палӑртрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

«Чир те сирӗлнӗн туйӑнать…» // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Хальлӗхе пӗрремӗш хутра кӑна-ха, ыттисене те тӗпрен юсама шухӑшлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Чир те сирӗлнӗн туйӑнать…» // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Эпир ялсенчи шкулсенчи 69 спортзала тӗпрен юсаса ҫӗнетрӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Николай Малов: «Вырӑнти влаҫ — ҫынсемшӗн чи ҫывӑххи» // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

6. Санӑн ывӑлусем сиенленмесӗр сыхланса юлччӑр тесе, Эсӗ ятарласа хушнине пӑхӑнса, ҫӳлтен кӑтартнипе пӗтӗм ҫутҫанталӑк каллех тӗпрен улӑшӑннӑ.

6. Ибо вся тварь снова свыше преобразовалась в своей природе, повинуясь особым повелениям, дабы сыны Твои сохранились невредимыми.

Ӑсл 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех