Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тунсӑхлама (тĕпĕ: тунсӑхла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тунсӑхлама тытӑнатӑп та, ҫавӑн чухне юрлатӑп вара…

Начну я тосковать, тогда и пою…

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

— Эпӗ каллех, иртнӗ эрнери пек, ун ҫинчен шухӑшласа тунсӑхлама пуҫлатӑп.

— Я опять, как на той неделе, буду целый день думать об этом и тосковать.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Госпитальти палатӑсенче, хӑш чух, пурте шухӑша путса тунсӑхлама тытӑннӑ вӑхӑтсенче, ҫав тери салху та кичем шӑплӑх пулса тӑрать.

Мрачная тишина порой наступает в палатах госпиталей, когда, не сговариваясь, все погружаются вдруг в невеселые думы и на всех нападает тоска.

12 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Ара юратнӑ шкулсӑр тунсӑхлама вӑхӑчӗ те самай иртрӗ-ҫке.

Ведь прошло много времени и мы уже стали скучать без любимой школы.

Ӗҫлерӗмӗр те, вӗрентӗмӗр те // Ульяна АНДРЕЕВА. Тантӑш, 2015.07.23, 30 (4444)№

Анлӑ, тарӑн кулянма, тунсӑхлама пӗлесси, салхулӑх туйӑмӗсем ҫынра пин-пин ҫул пулнӑ, пулмалла та.

Переживать мудро и глубоко нужно уметь, чувство печали в людях живет тысячелетия и будет жить.

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Тунсӑхлама пӗр самант та ҫук ачасен.

Некогда скучать детям.

Тунсӑхлама вӑхӑт ҫук // З.ГРИГОРЬЕВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.06.15

Тунсӑхлама вӑхӑт юлать-и унта?

Время скучать остается там?

Николай Малов: «Вӑй-хӑват ҫӑлкуҫӗ — шалти килӗшӳлӗх» // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

«Манӑн тахҫанах асанне, кукамай пулма вӑхӑт. Вӑйӑм-халӑм пур чухне мӑнукӑмсене ӑс парас, йӑпанас килет. Ҫав вӑхӑтрах халех ӗҫлеме пӑрахас килмест-ха. Килте кӑна ларакан хӗрарӑм пек курмастӑп-ха хальлӗхе хама. Ӗҫе кӑмӑлласах ҫӳретӗп. Пӗлӗве ҫуллен ӳстеретӗп. Отпускра чухне те ӗҫшӗн тунсӑхлама тытӑнатӑп. Пирӗн професси — питӗ асамлӑ. Туртса кӗрсе каять те — тӗпчетӗн, тишкеретӗн, сӑнатӑн. Ҫав ӑшталануран вара пысӑк киленӳ илетӗн», — чунне уҫрӗ тухтӑр.

Куҫарса пулӑш

«Сывлӑха аптекӑра туянма ҫук» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Тунсӑхлама вӑхӑт ҫук.

Нет времени унывать.

Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех