Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Трактор сăмах пирĕн базăра пур.
Трактор (тĕпĕ: трактор) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кил умӗнче трактор ларать, эпир алӑ вӗҫҫӗн ҫӗрулми чӗреттӗмӗр.

Около дома трактор стоит, мы вручную картошку окучиваем.

Пӗччен хӗрарӑм патне упӑшкуна ан яр ӗҫлеме // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Трактор хатӗрӗсем те йӑлтах пулнӑ пирӗн.

У нас были все запчасти трактора.

Пӗччен хӗрарӑм патне упӑшкуна ан яр ӗҫлеме // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Пирӗн «Трактор завочӗсем» концернӑн энергетиксен умӗнчи 1 миллиард тенкӗлӗх парӑмӗ пирки нумай калаҫаҫҫӗ, кунта вара — 8 миллиард тенкӗ.

Куҫарса пулӑш

Волгоградри “Химпром” пире кирлӗ-и? // К.ВОЛКОВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Хыҫҫӑнах трактор ҫитсе чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗнен сӗчӗ чӗлхи ҫинче // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Уй-хир ӗҫне 19 трактор хутшӑнчӗ.

В полевых работах участвовало 19 тракторов.

Ӗнен сӗчӗ чӗлхи ҫинче // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Унтан – «Джон Дир» трактор, сеялка...

Затем - "Джон Дир" трактор, сеялку...

Куҫ хӑрать те, алӑ тӑвать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Ҫӗнӗ трактор ҫичӗ ҫултан кӑна туяннӑ, майӗпен ытти техника та хушӑннӑ.

Новый трактор купили через семь лет, потихоньку прибавилась и другая техника.

Куҫ хӑрать те, алӑ тӑвать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

«Ку — «Трактор завочӗсем» концерн предприятийӗсем йӗркеллӗ ӗҫлейменнине пӑхмасӑр.

Куҫарса пулӑш

Производство ӳсӗмӗ: ППЭ тата «пуҫтах ывӑл» ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Трактор заводӗнче, Шупашкар ГЭСӗнче, малта пыракан «Гвардеец», «Янгорчино», А.Г.Николаев ячӗллӗ колхозсенче художниксен пултарулӑх ушкӑнӗсем ӗҫлетчӗҫ.

В Тракторном заводе, на Чебоксарском ГЭС, на передовом хозяйстве "Гвардеец", в колхозе им. А. Г. Николаева работали творческие группы художников.

Ҫынсем ун патне туртӑнатчӗҫ // Сантӑр АКСАР. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Трактор хыҫҫӑн выртса юлакан тикӗс кассене курма питех те кӑмӑллӑ.

Куҫарса пулӑш

Ака-суха пултаруллисене килӗштерет // И.СЕРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Унӑн пӗр гектар ҫӗр, тӑватӑ пуҫ мӑйракаллӑ шултра выльӑх, вӑл шутра икӗ ӗне, вӗсемсӗр пуҫне икӗ трактор, прицеп, роторлӑ косилка, плуг пур.

Куҫарса пулӑш

Районти пӗр фермер гранта тивӗҫнӗ // А.ЗАМУТКИНА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Концернӑн Красноярскри тата Волгоградри завочӗсене сутнӑ хыҫҫӑн, кӑҫалхи утӑ-ҫурла уйӑхӗсенче, Шупашкарти предприятисем тепӗр хут трактор туса кӑларма пуҫлас шанӑҫ пуррине асӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Малаллах талпӑнаҫҫӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

М.Игнатьев коллектива «Трактор завочӗсем» концернӑн Шупашкарти предприятийӗсен умӗнчи йывӑрлӑхсем ҫинче те чарӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Малаллах талпӑнаҫҫӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

«Трактор завочӗсен» предприятийӗсенче пулнӑ хӑшпӗр тытӑм уйрӑммӑн ӗҫлеме тытӑнчӗ — вӗсене аталанма банк кредичӗсем кирлӗ, — ВТБ ҫаврӑнӑҫуллӑ ҫынсене пулӑшасса шаннине пытармарӗ Михаил Игнатьев.

Куҫарса пулӑш

ВТБ Чӑваш Енпе ӗҫлессине анлӑлатма хатӗр // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

«Трактор завочӗсем» концерн предприятийӗсем те такӑнчӗҫ — 9,5 пин ҫын ӗҫлемест.

Куҫарса пулӑш

ВТБ Чӑваш Енпе ӗҫлессине анлӑлатма хатӗр // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Трактор тӑвакансен заводӗнче ӗҫлет.

Работает на тракторостроительном заводе

Униҫҫи аппан савӑнӑҫӗ // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2016.07.25

Паллӑ ҫынсем те Шашковсен йӑхӗнчен чылаййӑн тухнӑ: Ипатий Шашков - «Трактор» колхоз председателӗ /1947-1955/, Анатолий Шашков - механизатор, Раҫҫей Ялхуҫалӑх министерствин Хисеп грамотине тивӗҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

Черетлӗ чун ҫимӗҫӗ // Николай МАЛЫШКИН. «Елчӗк Ен», 2016.05.07

Ҫурхи уй-хир ӗҫӗсене пурӗ 119 трактор хутшӑнмалла.

Куҫарса пулӑш

Уй-хирти техника ӗҫӗпе интересленнӗ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.06

Чӑваш Ен гостехнадзор инспекцийӗн начальникӗ трактор тата прицеп техникине ӗҫлеттернӗ чухне хӑш-пӗр ҫитмен- лӗхсем пуррине асӑрхаттарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уй-хирти техника ӗҫӗпе интересленнӗ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.06

Чылай хуҫалӑх ҫӗр ҫинче ӗҫленине килсен умӗнче техника нумаййи ҫирӗплетет: трактор кӑна 30 таран (!) шутласа кӑлартӑм!

Куҫарса пулӑш

Техника - нумай, ача-пӑча вара... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех