Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Сид (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сид шухӑшлатчӗ ӗнтӗ.

А вот Сид вспомнил бы.

18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Чиркӗве Полли мӑнаккӑшӗ, ун хыҫҫӑн Мэрипеле Сид, вӗсем хыҫҫӑн тата Гарперсен йышӗ, пурте хура тум тӑхӑннӑскерсем, пырса кӗрсен, чиркӳре ҫав тери шӑп пулса тӑчӗ.

Наступила наконец полная ожидания, напряженная тишина, и тут вошли тетя Полли с Сидом и Мэри, а за ними семейство Гарперов в глубоком трауре.

17-мӗш сыпӑк. Пиратсем хӑйсене пытарнӑ ҫӗре пыраҫҫӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Полли мӑнаккӑшӗ, Мэри, Сид тата миссис Гарперӑн пӗтӗм килйышӗ,питех хуйхӑрса куҫҫуль юхтарса, траурлӑ тумсем тӑхӑнчӗҫ.

Семейство тети Полли и все Гарперы облачились в траур, заливаясь слезами неутешного горя.

17-мӗш сыпӑк. Пиратсем хӑйсене пытарнӑ ҫӗре пыраҫҫӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Сид ӗсӗклесе макӑрса илчӗ, Мэри куҫҫульне шӑпӑртаттарсах ҫывӑрма кайрӗ.

Сид слегка посапывал, а Мэри плакала навзрыд, от всего сердца.

15-мӗш сыпӑк. Том тӑван килне вӑрттӑн пырать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Сид! — терӗ мӑнаккӑшӗ хӑй (курмасан та мӑнаккӑшӗн куҫӗсем ҫуталса кайнине туйса илчӗ Том).

— Сид! — сказала тётя (Том, даже не видя, почувствовал, что глаза тети сверкнули).

15-мӗш сыпӑк. Том тӑван килне вӑрттӑн пырать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Тома халӗ пӗлӗт ҫинче лайӑх пулӗ тесе шутлатӑп эпӗ, — терӗ Сид.

— Я думаю, что Тому сейчас хорошо на небе, — сказал Сид.

15-мӗш сыпӑк. Том тӑван килне вӑрттӑн пырать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Алӑка кайса хуп-ха, Сид!

Поди, Сид, закрой дверь.

15-мӗш сыпӑк. Том тӑван килне вӑрттӑн пырать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Унта Полли мӑнаккӑшӗ, Сид, Мэри тата Джо Гарперӑн амӑшӗ лараҫҫӗ, вӗсем темӗн ҫинчен калаҫаҫҫӗ.

Тетя Полли, Сид, Мэри и мать Джо Гарпера сидели и разговаривали.

15-мӗш сыпӑк. Том тӑван килне вӑрттӑн пырать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Сид пулнӑ пулсан, мӑнаккӑшӗн чӑн савӑнӑҫӗ ҫумне нимӗнле пӑшӑрхану та хутшӑнас ҫукчӗ.

Если бы это был Сид, ее радость не омрачилась бы ничем.

12-мӗш сыпӑк. Кушак аҫи тата «ыратнине лӑплантаракан эмел» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Сид ҫавӑн пек тӗлӗнмелле япаласем пирки шутласа хӑй пуҫне ҫӗмӗрчӗ, хӑй ҫапах нимӗн те шарламарӗ.

Сид удивился, во смолчал.

11-мӗш сыпӑк. Том лайӑх мар ӗҫ тунӑшӑн асапланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Сид ҫакна та асӑрхамасӑр хӑвармарӗ: ҫавӑн пек вӑйӑсенчен Том, йӗрӗннипе, кӑшт та пулин май килсенех пӑраха-пӑраха тарать.

не ускользнуло от Сида и то обстоятельство, что Том вообще проявляет заметное отвращение к таким следствиям и по возможности избегает участвовать в них.

11-мӗш сыпӑк. Том лайӑх мар ӗҫ тунӑшӑн асапланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Сид ҫавӑн пекех тата Том свидетель пуласран та пӑрӑна-пӑрӑна юлнине асӑрхарӗ, ку та темӗнле тӗлӗнмелле пек туйӑнчӗ ӑна.

Кроме того, он заметил, что Том уклоняется и от роли свидетеля, — а это было странно.

11-мӗш сыпӑк. Том лайӑх мар ӗҫ тунӑшӑн асапланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Сид ҫакна асӑрхарӗ: ку таранччен Том, пур вӑйӑра та хӑйне пирвайхи рольсем панине пит юратнӑ пулин те, ҫав вӑйӑра нихҫан та аслӑ следователь пулма килӗшмерӗ.

Сид заметил, что Том ни разу не изображал следователя, хотя раньше имел обыкновение брать на себя роль вожака во всех новых затеях.

11-мӗш сыпӑк. Том лайӑх мар ӗҫ тунӑшӑн асапланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хӑй тӑванӗ аташса выртнӑ чухне пӑт-пат каласа яракан сӑмахсем тӑрӑх Сид мӗн те пулни шухӑшланӑ пулсан та, вӑл ҫав шухӑшсене хӑйӗн ҫумӗнчех хӑварчӗ.

Если Сид что-нибудь и понял из бессвязного бормотанья Тома, то держал это про себя.

11-мӗш сыпӑк. Том лайӑх мар ӗҫ тунӑшӑн асапланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӑл ҫакна пӗлмерӗ: Сид каҫсеренех юриех ҫывӑрмасть-мӗн, хӑш-хӑш чухне, Том ҫыхнине пушатса, вӑл мӗн-мӗн каланисене чавсаланса итлесе выртать-мӗн те, вара каллех ҫыхнине тӳрлете-тӳрлете хурать-мӗн.

Он не знал, что Сид не спит по ночам, следя за ним; иногда стаскивает с него повязку и довольно долго слушает, приподнявшись на локте, а после этого опять надевает повязку на старое место.

11-мӗш сыпӑк. Том лайӑх мар ӗҫ тунӑшӑн асапланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫавӑн пек ӑнлантарса панине Сид чӑнласах йышӑннӑ пек туйӑнчӗ.

Сид как будто успокоился.

11-мӗш сыпӑк. Том лайӑх мар ӗҫ тунӑшӑн асапланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Эсӗ темтепӗр лӑпӑртататӑн, — терӗ татах Сид.

— И такую несешь чепуху, — сказал Сид.

11-мӗш сыпӑк. Том лайӑх мар ӗҫ тунӑшӑн асапланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Пӗрре ирхине, апатланса ларнӑ хушӑра, Сид ҫапла каларӗ: — Том, эсӗ ҫывӑрнӑ чухне ытла та ҫаврӑнкаларӑн, тӗлӗкре питӗ калаҫса выртатӑн, ҫывӑрма та памастӑн… ҫӗрле эпӗ ҫур ҫӗрччен те ҫывраймарӑм, — терӗ.

и как-то утром во время завтрака Сид сказал: — Том, ты так мечешься и бормочешь во сне, что не даешь мне спать до полуночи.

11-мӗш сыпӑк. Том лайӑх мар ӗҫ тунӑшӑн асапланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӑл ҫынсенчен аяккалла уйрӑлса кайрӗ, хӑйне питех телейсер тесе шутларӗ, ҫавӑнпа вӑл Сида тавӑрма та хӑтланса пӑхмарӗ, Сид пустуях унтан кайри алӑк витӗр тухса тарма васкарӗ.

Он ушел от тетки, чувствуя себя таким несчастным, что ему не хотелось даже мстить Сиду; так что поспешное отступление Сида через заднюю калитку оказалось совершенно излишним.

10-мӗш сыпӑк. Йытӑ улани инкек пулассине систерет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Том вӑранса куҫ уҫнӑ ҫӗрелле Сид тумланса тухса кайма та ӗлкӗрнӗ.

Когда Том проснулся, Сид успел уже одеться и уйти.

10-мӗш сыпӑк. Йытӑ улани инкек пулассине систерет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех