Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сергейпа Саша ывӑлӗсем тӑван кӗтесрех тӗпленнӗ пулсан, Оксана хӗрӗ - Шупашкарта.
Юратупа шанчӑклӑхӑн «ылтӑн юбилейӗ» // Наталия АЛЕКСЕЕВА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/06/yu ... tn-yubilej
Сергейпа Саша каллех алхаса пуҫланӑ та, вӗсене лӑплантартӑмӑр.
Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.
Елчӗкри Дениспа Елена Портновсене нумай ачаллӑ ҫемьен удостоверенине, Тӑрӑмри Федорпа Галина Волковсен, Элекҫей Тимешри Сергейпа Лариса Плясуновсен ҫемйисене ҫӗр пайӗпе тивӗҫтернине ӗнентерекен сертификатсем пачӗҫ.
Хисеп кӗнекине кӗртрӗмӗр // Надежда БАЙМУШКИНА. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d1%85%d0%b ... bce%d1%80/
Куҫҫульне Сергейпа унӑн ҫӗнӗ савнине кӑтартас мар тесе кану ҫуртӗнчен чупнӑ пекех тухса вирхӗнчӗ.
Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.
Кашни кунах уроксем хыҫҫӑн тӗл пулчӗҫ вӗсем Сергейпа.
Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.
Кунти ачасем, Сергейпа пӗр ҫулхисем, вӑхӑта ахаль сая яман: вӗсем тырӑ тата горючи хуралланӑ, почта илсе тӑнӑ, государствӑна пахча ҫимӗҫсем панӑ.
8 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.
Сергейпа Алька уҫланкӑра Наткӑна кӗтсе выртаҫҫӗ.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Унӑн умӗнче чӑнкӑ ҫыранлӑ уҫланкӑ, кунта пӗр вунӑ утӑмра Сергейпа Алька выртаҫҫӗ.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Ҫӗрле Сергейпа Егорыч каллех куҫ хупмарӗҫ.
12 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Е Егорыч Сергейпа пӗрле шахтӑна аннӑ, штрексем, забойсем тӑрӑх утнӑ, ун юлташӗсемпе тӗл пулнӑ, е Сергей Егорыч хыҫҫӑн тайгана кӗре-кӗре кайнӑ, хаклӑ минералсем шыранӑ, пуян вырӑнсем тупса, ҫынсене парнеленӗ.
9 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
— Юратать-и, кураймасть-и, ӑнланмастӑп, — Виктор пирус ҫинчи кӗле пӳрнипе шаккаса тасатрӗ, Сергейпа Ирина ҫине салхуллӑн пӑхса илчӗ.
II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Виҫҫӗн апатланчӗҫ, вара унта, ҫаврашка сӗтел хушшинче, Сергейпа Ирина вӗренме шӑпах ҫак института каясси ҫинчен калаҫса татӑлчӗҫ.
XII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ирина, хӑйӑр куҫӗсемпе ялтӑртаттарса, вӗсем Сергейпа иккӗшӗ ятсӑр ҫырӑва мӗнле вулани ҫинчен, кайран вара ӑна кӑмакана ывӑтса ҫунтарни ҫинчен каласа пачӗ те, ӑна итлекенсем пурте кулса ячӗҫ.
XXIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Тӗттӗм пулса ҫитсен, чӳречесенчен ҫеҫенхирти уҫӑ сывлӑш кӗрсен, праҫникри пек тумланнӑ Сергейпа Ирина килчӗҫ: Ирина ҫаннисемпе кӑкӑр ҫине илемлӗ тӗрӗ тытнӑ ҫинҫе шурӑ пир кӗпе тӑхӑннӑ; Наталья Павловна асӑрхаса илчӗ: ҫак кӗпе тӗсӗ Иринӑн тӗксӗмрех пичӗпе тата ҫивӗт туса пуҫ тӑрне темӗнле, кайӑк йӑви пек, чӑмаккаласа ҫыхнӑ хура ҫӳҫӗпе питех те килӗшсе тӑрать.
XXIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Рагулин ӗлкӗрнӗ иккен; эсир ман Сергейпа пӗрле ӗлкӗреймен…
XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Хӗвел анас вӑхӑт та ҫитрӗ, ӗҫкӗ-ҫикӗ пуҫламалла ӗнтӗ, анчах Сергейпа Ирина килеймерӗҫ-ха.Тем временем солнце клонилось к закату, пора бы начинать гулянье, а Сергей с Ириной все не ехали.
XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Сергейпа Ирина Тутариновсем те шыв сарӑлнине курма Рощинская станицинчен чылай инҫене тухса, ҫыран хӗрне анчӗҫ, шыва кӗме шутларӗҫ.
II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Сашӑсӑр пуҫне ҫемьере тата икӗ ача ӳснӗ — Сергейпа Борис.
Тӑваттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Шупашкартан илсе килнӗ Сергейпа Гена Николаевсем те вӗсемшӗн ют пулса тӑман.
Нимрен нимӗр турӑмӑр... // Элиза ВАЛАНС. Тантӑш, 2015.07.23, 30 (4444)№
Ку ялта чи кӗҫӗнни Сергейпа Наталья Ивановсен ҫемйинчи пӗчӗк Тимофей.
Чуна ҫывӑх тӑван ялӑм // Марина ЛЕОНТЬЕВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.08.02
- 1
- 2