Шырав
Шырав ĕçĕ:
Поречнӑй урам тӑрӑх чи лайӑх ҫуртсем хитрен йӗркеленсе ларса тухнӑ, — сенкер тӗслисем, хӗрлисем, симӗссисем, пурин те пекех пӗчӗк сачӗсем пур, — шурӑ ҫурчӗ земски управа председателӗн, Фогелӗн, ҫурт ҫийӗ пӗчӗк башньӑллӑ; хӗрлӗ кирпӗчрен купалани, сарӑ кантӑк хупписемли — хула пуҫлӑхӗн; кӗренрех хӗрлӗ тӗсли — протоиерей аттен, Исаия Кудрявскин, лерелле татах каппайчӑк та килӗшӳллӗ тӑп-тӑп ҫуртсем таҫта ҫитиех ларса кайнӑ — вӗсенче влаҫсем хваттерте тӑраҫҫӗ: ҫар начальникӗ Покивайко, ҫав тери юрлама юратаканскер, — мӑйӑхӗсем пысӑк пулнӑшӑн тата хӑй тачкишӗн ӑна кунта Мазепа тесе ят панӑ; куланай инспекторӗ Жуков, тӗксӗм ҫын, чарӑна пӗлми ӗҫкӗпе супса аптраканскер; земски начальник Штрехель, театра юратаканскер тата драматург; исправник Карл Игнатьевич Вормс тата савӑкран та савӑк тухтӑр Ряхин, комедипе драмӑна юратакансен вырӑнти кружокӗн чи лайӑх артисчӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Мӑйӑр сачӗсем патӗнче ял та пулмалла ӗнтӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Эпир ҫак вилтӑпри ҫине Славута тулашӗнчи ишӗлчӗксем шӑрӑхпа кушӑхса ешӗл ҫимӗҫ сачӗсем хушшинче тӗтӗмпе йӑсӑрланнӑ чух ҫитсе куртӑмӑр.
Салтак вилтӑпри // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 198–210 с.
Прага сачӗсем, урамӗсем, площачӗсем ҫынсен шавлӑ юхӑмӗсемпе тулса ларнӑ.Шумные человеческие реки затопили пражские сады, улицы, площади.
XXX // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Саласем хӗрринче иҫӗм ҫырли сачӗсем хушшинче, бетонран тунӑ лутра бункерсем пӗр лини ҫине тӳп-тӳрӗ вырнаҫнӑ.
XV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Вӗсем ҫӗр айне чавса кӗнӗ пек выртаҫҫӗ, пӗр-пӗринчен вӑрӑм сӑртсемпе уйрӑлса тӑраҫҫӗ, сӑрт тайлӑмӗсенче ҫӑра туратлӑ иҫӗм ҫырли сачӗсем тӑсӑлаҫҫӗ.
XV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Тӑван чӗлхемӗрӗн ят-сумне ӳстерсе пырас ӗҫе Чӑваш Енри культура учрежденийӗсемпе шкулсем тата ача сачӗсем чӑннипех те пысӑк тӳпе хываҫҫӗ.
Чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. http://www.cap.ru/news/2021/04/24/glava- ... aet-s-dnem
Яланхилле картина: ял, ӑна пур енчен те ӳсентӑрансӑр тусен тӑрӑхӗсем хупӑрласа тӑраҫҫӗ, айлӑм вырӑнсенче кӑна ҫӑра садсем, пахчасем, иҫӗм ҫырли сачӗсем капмаррӑн ӳссе лараҫҫӗ.
XIV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Шурӑ пӳртсемпе чие сачӗсем, хӗрлӗ палансемпе вӗҫӗ-хӗррисӗр ҫеҫенхирсем ҫинчен хунӑ юрӑ тусем айӗнче, тӗттӗм чӑрӑш вӑрманӗ ҫийӗн, пӗрене ҫуртсем хушшинче янӑрать.
Тунсӑхлама вӑхӑт ҫук // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Чугун ҫул будкисем, шурӑ ҫуртсем, вӗсен таврашӗнчи чие сачӗсем вӗлтлетсе иртсе юлаҫҫӗ, пӗчӗк станцисенче уҫӑ сасӑсем, украина сӑмахӗсем ҫемҫен илтӗнеҫҫӗ.
40 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Ҫамкине вӑл пӗчӗкрех, таса мар тутӑрпа шӑлса илчӗ те Рим цезарӗсен сачӗсем ҫинчен малалла калама пуҫларӗ.Он промакнул лоб маленьким, не очень чистым платочком и продолжал о садах римских цезарей.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Ҫыран хӗрринчи пӗчӗк ҫуртсен сачӗсем ирхи хӗвел ҫутинче илемлӗн ҫутӑлса лараҫҫӗ.Сады при домиках на набережной стояли, озаренные ярким светом утреннего солнца.
5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Бензоколонкӑсем Америкӑри пек, сачӗсем Францири пек, чечек вырӑнӗсем Голландири пек…Бензоколонки на манер американский, садики на манер французский, цветники на манер голландский…
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Улма-ҫырла сачӗсем, тӳрех асӑрхарӗ Шукурбек.
1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Астӑвӑр, вӗсем тискер йӑхсенчен тухнӑ ҫынсем лартса тултарнӑ хӳшӗ куписем мар; вӗсем пурте лайӑх хуласем пулаҫҫӗ, кашнийӗнчех портсем, банксем, доксем, чиркӳсем, музейсем, йывӑҫ-курӑк сачӗсем, ырӑлӑхлӑ обществӑсем, философи институчӗсем; масон ложисем, клубсем, юрлакансен обществисем, театрсем, ҫитменнине пӗтӗм тӗнчери выставкӑсен керменӗ те пур.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Уҫӑ вырӑн варсем, шавласа юхан ҫырмасем, вӑрттӑн уҫланкӑсем, халиччен курман чечек сачӗсем кунта Вӑтам Азири пуш хирсенчен, Лапландири тундрӑсенчен е Каспи тинӗсӗ хыҫӗнчи савӑнӑҫсӑр, вӗҫӗмсӗр ҫеҫен хирсенчен килнӗ хӗрачасемшӗн ытла час-часах тӗл пулкаланӑ.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Вӗсене пула эпир ача сачӗсем, шкулсемпе культура керменӗсем, социаллӑ сферӑпа сывлӑх сыхлавӗн учрежденийӗсем тума, вун-вун поликлиникӑпа больницӑна юсаса ҫӗнетме, ҫӗршер ҫухрӑм ҫул тума тата юсама пултартӑмӑр.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2020) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/events/events/2020-god ... /2020-chuv
Чие сачӗсем хушшине вӑрттӑн пытанса ларнӑ пек курӑнакан хуторӑн тӑнӑҫ чӗмсӗрлӗхне урапа кустӑрмисем чӗриклетнӗ, лашасем тулхӑрлӑ, сурӑхсем чӑхлатса ӳсӗрнӗ, ӗнесем мӗкӗрнӗ, ача-пӑча йӗнӗ тата тифпа чирленисем — вӗсене те пӗрле илнӗ — йынӑшнӑ сасӑсем хупласа хучӗҫ.
LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Тӑван чӗлхе пӗлтерӗшӗ ҫинчен питӗ нумай калаҫма пулать, ҫавра сӗтелсем ирттерсен те, нарӑс тата ака уйӑхӗнчи культура талккӑшӗнче студентсемпе учреждени ӗҫченӗсене хӑваласа ярсан та, вӗсене сӑвӑ вулаттарсан та е хӗрӳллӗ сӑмах калаттарсан та…, анчах эпир тӑван чӗлхепе усӑ курмасан, ҫыру ҫырмасан, вуламасан, кашни кун май килнӗ таран калаҫмасан, чӑвашла ача-пӑча сачӗсем, шкулсем уҫмасан, культурӑпа ӑслӑлӑх тата популярлӑ пулӑмсем йӗркелесе ирттермесен, е сахалтан тӑван чӗлхене хисепленине кӑтармасан - пире ни хисеплемӗҫ, ни хамӑр чӗлхемӗре упраса хӑвараймӑпӑр.
«Хавал» тӑван чӗлхе кунӗ ячӗпе саламлани // Хавал. https://vk.com/wall-12972450_14737?w=wal ... 2450_14737
Пӗр вунӑ минутран хутор хыҫа тӑрса юлчӗ, ҫул ҫийӗпе юлашки килсен сачӗсем симӗссӗн вӗлтӗртетсе иртме пуҫларӗҫ.И через десять минут хутор лег позади, у дороги зелено закружились сады последних дворов.
15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.