Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Саул (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
38. Саул Давида хӑйӗн тумтирне тумлантарнӑ, пуҫне пӑхӑр калпак тӑхӑнтартнӑ, тата ӑна тимӗр тум та тӑхӑнтартнӑ.

38. И одел Саул Давида в свои одежды, и возложил на голову его медный шлем, и надел на него броню.

1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Саул вара Давида: кай, Ҫӳлхуҫа санпа пӗрле пултӑр, тенӗ.

И сказал Саул Давиду: иди, и да будет Господь с тобою.

1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

33. Анчах Саул Давида ҫапла каланӑ: эсӗ ҫав филистима хирӗҫ тухма пултараймастӑн, унпа ҫапӑҫаймастӑн: эсӗ яш ача ҫеҫ-ха, вӑл вара ҫамрӑкранпах ҫар ҫынни, тенӗ.

33. И сказал Саул Давиду: не можешь ты идти против этого Филистимлянина, чтобы сразиться с ним, ибо ты еще юноша, а он воин от юности своей.

1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Саул та, вӗсем те, мӗнпур Израиль ҫынни те Юман айлӑмӗнче пулнӑ, филистимсене хирӗҫ ҫапӑҫма хатӗрленнӗ.

19. Саул и они и все Израильтяне находились в долине дуба и готовились к сражению с Филистимлянами.

1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Аслисенчен виҫҫӗшӗ Саулпа пӗрле кайнӑ; 15. Давид Саул патӗнчен каялла Вифлеема ашшӗн сурӑхӗсене кӗтме таврӑннӑ.

Трое старших пошли с Саулом, 15. а Давид возвратился от Саула, чтобы пасти овец отца своего в Вифлееме.

1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Иессей Иуда хулинче Вифлеемра пурӑннӑ, унӑн сакӑр ывӑл пулнӑ; ҫав ҫын Саул пурӑннӑ вӑхӑтра ватӑлса ҫитнӗ те арсем хушшинче чи асли шутланнӑ.

Этот человек во дни Саула достиг старости и был старший между мужами.

1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Эпӗ филистим мар-и, эсир Саул чурисем мар-и?

Не Филистимлянин ли я, а вы рабы Сауловы?

1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Турӑ ирӗк панипе Саула усал сывлӑш тапӑнсассӑн, Давид, кӗслине алла тытса, кӗвӗ каланӑ, вара Саул хӑйне хаваслӑрах та аванрах туйнӑ, ун чухне унран усал сывлӑш та хӑпнӑ.

23. И когда дух от Бога бывал на Сауле, то Давид, взяв гусли, играл, - и отраднее и лучше становилось Саулу, и дух злой отступал от него.

1 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

22. Саул вара, Иессей патне ҫын ярса, ҫапла калама хушнӑ: Давид ман патӑмрах ӗҫлесе тӑтӑр — эпӗ ӑна кӑмӑлларӑм.

22. И послал Саул сказать Иессею: пусть Давид служит при мне, ибо он снискал благоволение в глазах моих.

1 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Давид ӗнтӗ Саул патне ҫитнӗ те уншӑн ӗҫлесе пурӑнма тытӑннӑ, Саул ӑна питех те килӗштернӗ, Давид унӑн кӑралне йӑтса ҫӳрекенӗ пулса тӑнӑ.

21. И пришел Давид к Саулу и служил пред ним, и очень понравился ему и сделался его оруженосцем.

1 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Иессей ӗнтӗ ашакӗ ҫине ҫӑкӑрпа пӗр такмак эрех хурса тата пӗр качака путекки парса Давида, хӑйӗн ывӑлне, Саул патне янӑ.

20. И взял Иессей осла с хлебом и мех с вином и одного козленка, и послал с Давидом, сыном своим, к Саулу.

1 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Саул вара, Иессей патне хыпарҫӑсем ярса, ӑна: Давида, кӗтӳ кӗтекен ывӑлна, ман патӑма яр тесе калама хушнӑ.

19. И послал Саул вестников к Иессею и сказал: пошли ко мне Давида, сына твоего, который при стаде.

1 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Саул хӑйӗн тарҫисене хуравланӑ: эппин, кӗсле лайӑх калакан ҫын тупӑр та ӑна ман патӑма илсе килӗр, тенӗ.

17. И отвечал Саул слугам своим: найдите мне человека, хорошо играющего, и представьте его ко мне.

1 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Саул илтӗ те мана вӗлерӗ, тенӗ.

Саул услышит и убьет меня.

1 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

34. Самуил Рамӑна тухса кайнӑ, Саул вара Саул Гивине, хӑйӗн килне, кайнӑ.

34. И отошел Самуил в Раму, а Саул пошел в дом свой, в Гиву Саулову.

1 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

31. Самуил вара Саулпа пӗрле кайнӑ, Саул Ҫӳлхуҫана пуҫҫапнӑ.

31. И возвратился Самуил за Саулом, и поклонился Саул Господу.

1 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

30. [Саул] каланӑ: эпӗ ҫылӑха кӗтӗм, анчах эсӗ халӑхӑмӑн аслӑ ҫыннисем умӗнче тата Израиль умӗнче мана чыс тусамччӗ, манпа пӗрле пырсамччӗ, эпӗ вара санӑн Ҫӳлхуҫа Турруна пуҫҫапӑп, тенӗ.

30. И сказал [Саул]: я согрешил, но почти меня ныне пред старейшинами народа моего и пред Израилем и воротись со мною, и я поклонюсь Господу Богу твоему.

1 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Анчах [Саул] ӑна тумтирӗ аркинчен ярса тытнӑ та ҫурсах янӑ.

Но [Саул] ухватился за край одежды его и разодрал ее.

1 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

24. Саул Самуила каланӑ: эпӗ ҫылӑха кӗтӗм — Ҫӳлхуҫа хушнинчен тата санӑн сӑмахунтан иртрӗм; эпӗ халӑхран хӑрарӑм, ҫавӑнпа ӑна итлерӗм; 25. халӗ ман ҫинчен ҫылӑхӑма сирсемччӗ, манпа пӗрле пырсамччӗ: эпӗ Ҫӳлхуҫана [санӑн Турруна] пуҫҫапам, тенӗ.

24. И сказал Саул Самуилу: согрешил я, ибо преступил повеление Господа и слово твое; но я боялся народа и послушал голоса их; 25. теперь же сними с меня грех мой и воротись со мною, чтобы я поклонился Господу [Богу твоему].

1 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Саул Самуила каланӑ: эпӗ Ҫӳлхуҫа каланине итлерӗм, эпӗ Ҫӳлхуҫа янӑ ҫула тухса кайрӑм, Агага, амаликсен патшине, илсе килтӗм, Амалика вара тӗп турӑм; 21. тупаланӑ тупӑшран, сурӑхсемпе вӑкӑрсенчен, халӑх чи лайӑххине санӑн Ҫӳлхуҫа Турруна Галгалта парне кӳме илсе килчӗ, тенӗ.

20. И сказал Саул Самуилу: я послушал гласа Господа и пошел в путь, куда послал меня Господь, и привел Агага, царя Амаликитского, а Амалика истребил; 21. народ же из добычи, из овец и волов, взял лучшее из заклятого, для жертвоприношения Господу Богу твоему, в Галгале.

1 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех