Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Саул (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
10. Вӑл пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парне кӳнӗ ҫеҫ — акӑ Самуил пырса ҫитет; Саул ӑна саламлама хирӗҫ тухнӑ.

10. Но едва кончил он возношение всесожжения, вот, приходит Самуил; и вышел Саул к нему навстречу, чтобы приветствовать его.

1 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Саул ӗнтӗ ҫапла каланӑ: пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне валли тата канӑҫлӑх парни валли палӑртса хунисене ман патӑма илсе килӗр, тенӗ.

9. И сказал Саул: приведите ко мне, что назначено для жертвы всесожжения и для жертв мирных.

1 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Вӑл Самуил палӑртса хунӑ вӑхӑта ҫичӗ кун кӗтнӗ, анчах Самуил Галгала пыман; вара халӑх Саул патӗнчен тарма пуҫланӑ.

8. И ждал он семь дней, до срока, назначенного Самуилом, а Самуил не приходил в Галгал; и стал народ разбегаться от него.

1 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Израиль ҫыннисем, халӑха хӗссе лартнине, хӑйсем хӑрушлӑха кӗрсе ӳкнине курса, ҫӗр хӑвӑлӗсене, ту ҫурӑкӗсене, чул хысакӗсем хушшине, пашнесене, шӑтӑксене тарса пытаннӑ; 7. еврейсенчен хӑшӗ-пӗри вара Иордан леш енне Гадпа Галаад ҫӗршывне каҫса кайнӑ; Саул Галгалрах пулнӑ-ха, унпа пӗрле пулнӑ пӗтӗм халӑх хӑрасах ӳкнӗ.

6. Израильтяне, видя, что они в опасности, потому что народ был стеснен, укрывались в пещерах и в ущельях, и между скалами, и в башнях, и во рвах; 7. а некоторые из Евреев переправились за Иордан в страну Гадову и Галаадскую; Саул же находился еще в Галгале, и весь народ, бывший с ним, находился в страхе.

1 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Саул филистимсен хурал ушкӑнне аркатса тӑкни ҫинчен, ӗнтӗ филистимсем Израиле курайми пулни ҫинчен пӗтӗм Израиль илтнӗ, вара халӑх Саул патне Галгала пухӑннӑ.

4. Когда весь Израиль услышал, что разбил Саул охранный отряд Филистимский и что Израиль сделался ненавистным для Филистимлян, то народ собрался к Саулу в Галгал.

1 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Саул вара: еврейсем илтчӗр! тесе, пӗтӗм ҫӗршывӗ тӑрӑх трупа кӑшкӑртса янраттарса тухнӑ.

А Саул протрубил трубою по всей стране, возглашая: да услышат Евреи!

1 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Саул патшана ларнӑранпа ҫулталӑк иртнӗ, Израильре иккӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Саул Израиль ҫыннисенчен хӑйне валли виҫӗ пинне суйласа илнӗ: 2. икӗ пинӗ Саулпа пӗрле Михмас хулинче тата Вефиль тӑвӗ ҫинче пулнӑ, пинӗшӗ Ионафанпа пӗрле Вениамин ҫӗрӗнчи Гива хулинче пулнӑ; ытти халӑха вӑл хӑйсен килӗсене янӑ.

1. Год был по воцарении Саула, и другой год царствовал он над Израилем, как выбрал Саул себе три тысячи из Израильтян: 2. две тысячи были с Саулом в Михмасе и на горе Вефильской, тысяча же была с Ионафаном в Гиве Вениаминовой; а прочий народ отпустил он по домам своим.

1 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Анчах Саул ҫапла каланӑ: ҫак кун никама та вӗлерме юрамасть, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа паян Израиле хӑтарчӗ, тенӗ.

13. Но Саул сказал: в сей день никого не должно умерщвлять, ибо сегодня Господь совершил спасение в Израиле.

1 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Ҫавӑн чухне халӑх Самуила каланӑ: «пирӗн патша Саул пулмалла-и?»

12. Тогда сказал народ Самуилу: «Саулу ли царствовать над нами»

1 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Тепӗр кунне Саул халӑха виҫӗ ушкӑна уйӑрнӑ, вара вӗсем ирхи хурал вӑхӑтӗнче аммонсен тапӑрне кӗрсе кайнӑ та кӑнтӑрлахи шӑрӑх ҫитиччен вӗсене пӗтӗмпех аркатса тӑкнӑ; чӗрӗ юлнисем саланса пӗтнӗ, ӗнтӗ иккӗн пыракан та юлман.

11. В следующий день Саул разделил народ на три отряда, и они проникли в средину стана во время утренней стражи и поразили Аммонитян до дневного зноя; оставшиеся рассеялись, так что не осталось из них двоих вместе.

1 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Саул вӗсене Везек теекен вырӑнта пӑхса ҫаврӑннӑ, Израиль ывӑлӗсем виҫҫӗр пин ҫын, Иуда арӗсем вӑтӑр пин ҫын тупӑннӑ.

8. Саул осмотрел их в Везеке, и нашлось сынов Израилевых триста тысяч и мужей Иудиных тридцать тысяч.

1 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Ҫак сӑмахсене илтсессӗн, Саул ҫине Турӑ Сывлӑшӗ аннӑ, унӑн ҫилли ҫулӑм пек хыпса илнӗ; 7. вара вӑл икӗ вӑкӑр илнӗ те, вӗсене темиҫе пая касса вакласа, ҫавна хайхи элчӗсем урлӑ Израиль ҫӗрӗн кашни кӗтесне ҫитернӗ, элчисен тата: Саулпа Самуил хыҫҫӑн кайман ҫыннӑн вӑкӑрӗсем ҫакӑн пек пулӗҫ тесе каламалла пулнӑ.

6. И сошел Дух Божий на Саула, когда он услышал слова сии, и сильно воспламенился гнев его; 7. и взял он пару волов, и рассек их на части, и послал во все пределы Израильские чрез тех послов, объявляя, что так будет поступлено с волами того, кто не пойдет вслед Саула и Самуила.

1 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Акӑ ӗнтӗ хиртен вӑкӑрӗсене хӑваласа таврӑнакан Саул ҫитнӗ те каланӑ: халӑха мӗн пулнӑ, мӗншӗн макӑраҫҫӗ? тенӗ.

5. И вот, пришел Саул позади волов с поля и сказал: что сделалось с народом, что он плачет?

1 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Элчӗсем Саул пурӑнакан Гива хулине ҫитнӗ те ҫав сӑмахсене халӑха каласа панӑ; вара пӗтӗм халӑх ҫухӑрашма, макӑрма пуҫланӑ.

4. И пришли послы в Гиву Саулову и пересказали слова сии вслух народа; и весь народ поднял вопль и заплакал.

1 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

26. Саул та хӑйӗн килне, Гивӑна, кайнӑ; унпа пӗрле вара чӗрине Турӑ сӗртӗннӗ харсӑр ҫынсем пынӑ.

26. Также и Саул пошел в дом свой, в Гиву; и пошли с ним храбрые, которых сердца коснулся Бог.

1 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Пиччӗшне Саул ҫапла каланӑ: вӑл пире ама ашаксем тупӑннӑ тесе пӗлтерчӗ, тенӗ.

16. И сказал Саул дяде своему: он объявил нам, что ослицы нашлись.

1 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫавӑнпа «Саул та пророк-ши вара?» тени каларӑш пулса юлнӑ.

Посему вошло в пословицу: «неужели и Саул во пророках?»

1 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Саул та пророк-ши вара? тенӗ.

Неужели и Саул во пророках?

1 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Сӑрт патне ҫитсессӗнех, акӑ вӗсене пророксен ушкӑнӗ тӗл пулнӑ, ӗнтӗ Саул ҫине Турӑ Сывлӑшӗ аннӑ, вӑл вара вӗсемпе пӗрле Ҫӳлхуҫана мухтаса юрланӑ.

10. Когда пришли они к холму, вот встречается им сонм пророков, и сошел на него Дух Божий, и он пророчествовал среди них.

1 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Кӗҫех, Саул Самуил патӗнчен кайма тухсассӑнах, Турӑ ӑна урӑх чӗре панӑ та, хайхи паллӑсем ҫав кунах тӳрре килнӗ.

9. Как скоро Саул обратился, чтоб идти от Самуила, Бог дал ему иное сердце, и сбылись все те знамения в тот же день.

1 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех