Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Сан сăмах пирĕн базăра пур.
Сан (тĕпĕ: сан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫук, Верочка, эсӗ, ахаль хӗрача, ҫаксем пирки пурин ҫинчен те шухӑшласа пӑхнинчен, ҫаксене пурне те чӗре патне ҫывӑха илнинчен тӗлӗнмелли ҫук; эсӗ ҫавна вӗрентме пуҫланӑ ҫынсен хушамачӗсене те илтмен вӗт; вӗсем ҫавӑ вӑл ҫапла пулмалла, вӑл пурпӗрех ҫапла пулать, вӑл ҫапла пулмасӑр тӑма пултараймасть, тесе вӗрентме пуҫланӑ та ӗненмелле кӑтартса панӑ; эсӗ ҫав шухӑшсене ӑнланса илсе чӗре патне ҫывӑха илнинчен тӗлӗнмелли ҫук вӑл шухӑшсене сана кӗнекӳсем уҫҫӑн кӑтартса пама пултарайман: сан кӗнекӳне ҫырнӑ чухне вӗсем шухӑшсем пулнӑ-ҫке-ха, ҫыракансем вӗсене хӑйсем те вӗреннӗ ҫеҫ-ха; вӑл шухӑшсем тӗлӗнмелле чаплӑ шухӑшсем пек туйӑннӑ, — ҫавӑ ҫеҫ.

Нет, Верочка, это не странно, что передумала и приняла к сердцу все это ты, простенькая девочка, не слышавшая и фамилий-то тех людей, которые стали этому учить и доказали, что этому так надо быть, что это непременно так будет, что этого не может не быть; не странно, что ты поняла и приняла к сердцу эти мысли, которых не могли тебе ясно представить твои книги: твои книги писаны людьми, которые учились этим мыслям, когда они были еще мыслями; эти мысли казались удивительны, восхитительны, — и только.

V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Укҫа умӗнче вӗсен нимӗнле туйӑмӗ те чӑтса тӑраймасть; часах вӑл сан валли каччӑ шырама пуҫлӗ, ку ӗҫ мӗнле пӗтессе турӑ ҫеҫ пӗлет; хуть те мӗн пулсан та, сире питӗ йывӑр пулӗ.

У них никакие чувства не удержатся долго против денежных расчетов; она скоро опять примется ловить жениха, и чем это может кончиться, бог знает; во всяком случае, вам будет очень тяжело.

IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ӗнер эпӗ сан пӳлӗмӳнтех ҫывӑрса кайнӑ, тен, мӗн те пулин ытлашши те каланӑ пуль.

А я вчера так и заснула у тебя в комнате, может, наговорила чего лишнего.

III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Кама — сан ӗҫ мар, эсӗ ан хутшӑн унта!

— Не твое дело — кого, и ты в чужую душу не лезь!

XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Анчах эпӗ хӗрарӑмсем хыҫҫӑн сан пек сӗтӗрӗнсе ҫӳреместӗп!

Но и я не такой бегунец по бабам, как ты!

XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Вӑл манӑн ӗлӗкхи арӑм пулнӑ пулсан, эпӗ ун патне кӗреттӗм ҫеҫ мар, ун патӗнче эрнерен кая мар хӑналанаттӑм! — Вара шӳтлесе хушса хучӗ: — Эпӗ сан пек улӑм тӳшек мар!

— Будь она моей предбывшей женой, я бы не только непременно заехал, но и прогостил у нее не меньше недели! — И уже шутливо добавил: — Я не такой соломенный тюфяк, как ты!

XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Окружкомри хӗрсем сан пата пыра-пыра кайма пулчӗҫ, вӗсемпе телефон тӑрӑх калаҫса татӑлтӑм! —

Девчатки из окружкома будут тебя проведывать, договорился с ними по телефону.

XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эпӗ: «Мучи, эсӗ мӗншӗн ҫывӑрмастӑн?» — тесе ыйтрӑм та, вӑл: «Ҫӗрӗпе ҫывӑрмастӑп, тусӑм, кунта ҫӗленсем тулли. Эсӗ ҫеҫен хирте уҫӑлса ҫӳре-ха, эпӗ сан вырӑнта пӗр сехет те пулин лӑпкӑн ҫывӑрам», — тет.

Я спрашиваю: «Ты чего не спишь, дедушка?», а он отвечает: «Я всю ночь не сплю, милушка, тут кругом змей полно. Ты пойди погуляй по степи, а я на твоем месте хоть часок в спокойствии усну».

XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эпӗ ҫутӑлсан вӑрантӑм, вӑл сан патӑнта, аллисемпе чӗркуҫҫине пӑчӑртаса ларать, чӗлӗм туртать.

Я проснулась на рассвете, а он сидит возле тебя, обнял колени руками и цигарку курит.

XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫывӑрса каятӑн та, сан пата хура ҫӗлен шуса пырать, пӗр-пӗр ҫавӑн пек ҫӗртен сӑхать те, вара авлану пӗтрӗ санӑн!

Вот уснешь, подползет к тебе гадюка, тяпнет в притимное место, вот ты и отжениховался!

XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Халӗ сан ҫинчен эпӗ куҫа та илмӗп, манӑн пӑрчӑканӑм!

— Теперь я с тебя глаз сводить не буду, быстроногая моя ланюшка!

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тен, манӑн сан хваттерне кӗмелле те пулман?

Может, мне не надо было заходить на твою квартиру?

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ме эппин, анчах ӗҫӳ сан харама каять, — килӗшрӗ Давыдов.

— Да изволь, только труды твои пропадут даром, — согласился Давыдов.

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Сан пит ҫинче темле йӑрӑмсем пур.

— Лицо у тебя в каких-то полосах.

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Сан пиншакна илсе килтӗм эпӗ, тӑр, — аран илтӗнмелле пӑшӑлтатрӗ вӑл, аллине вӗҫертесшӗн кӑшт ҫеҫ туртса.

— Я принесла тебе пиджак, вставай, — чуть слышно прошептала она, делая слабую попытку высвободить руку.

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑлта сан пата ҫӳренӗ…

Он же к тебе ходил…

VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Анчах хам сӑмӑх ҫинчех тӑратӑп, Дашкӑ: сан юратӑвна пула виҫӗ арҫын леш тӗнчене ӑсанчӗҫ!

Но стою на своем, Дашка: от твоей любови все трое мужей на тот свет отправились!

VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Сан йывӑрӑшпа ака пуҫ ҫине пӗрре пуссанах, суха тимри ҫӗр айне ҫур метр анса каять, факт!

— При твоем весе тебе только разок давнуть на чапиги — и лемех сразу на полметра в землю уйдет, факт!

VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ӑҫтан сан аннӳ пулас-ха манӑн, эпӗ пӗтӗмпе те хӗрӗх ҫиччӗре ҫеҫ?

— Какая же я тебе мамаша, ежели мне всего сорок семь?

VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Вӑл сан умра ҫеҫ ҫавӑн пек сӑпай, эсӗ ҫук чухне вӑл пирӗнтен кирек кама та пыртан тытса пӑвать, хӑраса тӑмасть.

— Это она при тебе такая смирная, а без тебя она любому из нас зоб вырвет и не задумается.

VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех