Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

РАК сăмах пирĕн базăра пур.
РАК (тĕпĕ: рак) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку рак хуранӗсем ӑҫтан тупӑннӑ?

Откуда эти ракушки?

Ӗмӗрхи депутат // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Шалкӑм ҫапнине, рак шыҫҫине тата ытти чирсене алӑ хурса питӗ лайӑх сывататтӑм; юмӑҫ яма ӑста эпӗ — мӗн кирлине малтан камран та пулин тӗплӗн ыйтса пӗлетӗп те.

Исцелял возложением рук паралич, раковые опухоли и прочее — это мне всего лучше удавалось; могу недурно гадать, если разузнаю от кого-нибудь всю подноготную.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Унта тӗлӗнмелле япаласем пур манӑн: моржӑн асав шӑлӗсем — иккӗ, яшка турилкки пысӑкӑш рак хуранӗ — тинӗс шавӗпе шавлаканскер, ӗнер ҫеҫ пӗҫернӗ тӗлӗнмелле пысӑк, хӗрлӗ те йӗпленчӗк, тинӗс усалӗ пек курӑнакан краб, Ҫурҫӗрпе Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнче кӑна сутакан ҫур литр спирт, пралук чӗрки пек кӑшӑлласа чӗркенӗ женьшень тымарӗ, темиҫе банка краб консерви…

А в нем лежали удивительные вещи: два огромных моржовых клыка; гудящая раковина величиной с суповую тарелку; могучий краб, лишь вчера вечером сваренный — красный, колючий, похожий на морское чудовище; пол-литра настоящего спирта, продающегося только на Севере да на Дальнем Востоке; свернутый в круг, как проволока, корень женьшеня и несколько банок крабовых консервов.

1961-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Капитан ҫапла каларӗ те, Канар утравӗсен хӗвеланӑҫ енӗпе иртсе каяс тесе, суднона тепӗр майлӑ ячӗ; чаплӑ пик хыҫа тӑрса юлчӗ, «Дункан» унчченхи хӑвӑртлӑхпа пырса, сентябрӗн пиллӗкмӗшӗнчи ирпе пилӗк сехет тӗлӗнче Рак тропикӗ урлӑ каҫса кайрӗ.

Сказав это, капитан изменил курс, чтобы обогнуть Канарские острова с запада; знаменитый пик остался позади, и «Дункан», идя с прежней скоростью, 2 сентября, в пять часов утра, уже пересёк тропик Рака.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӗсен аллисенче тата хӑйсем васкаса пухнӑ ҫаврака чулсемпе час ҫӗмӗрӗлекен рак хуранӗсем.

Они держали — наспех подобранные круглые камешки и хрупкие раковины.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Пӗр пысӑк рак тухнӑ, ун хыҫҫӑн пӗчӗкҫӗреххисем ҫӑмӑллӑнах пынӑ, вара кайнӑ та кайнӑ: корзинкӑран асанне сӑкманӗ ҫине, сӑкман ҫинчен — кӗпе арки ҫине, кӗпе арки вӗҫӗнчен — ҫул ҫине, ҫул ҫинчен — курӑк ӑшне; курӑк ӑшӗпе вара нумай та каймалла пулман — шывӗ юнашарах пулнӑ.

Один рак вылез крупный, за ним более мелкие шутя выбрались, и пошло и пошло: из корзинки — на бабушкину кацавейку, с кацавейки — на юбку, с юбки — на дорожку, с дорожки — в траву, а из травы рукой подать речка.

Раксем мӗн ҫинчен пӑшӑлтатаҫҫӗ // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 109-111 с.

Ҫапла корзинкӑра шӑп чи пысӑк рак тухмалӑхах шӑтӑк тупӑннӑ.

И дырочка нашлась в корзинке, как раз чтобы самому крупному раку пролезть.

Раксем мӗн ҫинчен пӑшӑлтатаҫҫӗ // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 109-111 с.

Кашни рак хӑйӗн урисемпе ӗҫленӗ, ӑҫта та пулсан шӑтӑк тупма тӑрӑшнӑ.

Каждый рак свои ножки пускал в дело, чтобы хоть где-нибудь найти дырочку.

Раксем мӗн ҫинчен пӑшӑлтатаҫҫӗ // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 109-111 с.

Рак тытмалли ҫав атмасене пирӗн пурте хӑйсем тӑваҫҫӗ: хӑваран кӑшӑл аваҫҫӗ, кӑшӑл ҫине кивӗ сӗреке татӑкӗ караҫҫӗ, — атма пулса тӑчӗ те.

Эти рачьи сачки у нас все делают сами: загибается ивовый прутик кружком, кружок обтягивается сеткой от старого невода.

Раксем мӗн ҫинчен пӑшӑлтатаҫҫӗ // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 109-111 с.

Унта вӗсем хӑйсен рак тытмалли атмисене лартнӑ.

Там они расставили свои рачьи сеточки.

Раксем мӗн ҫинчен пӑшӑлтатаҫҫӗ // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 109-111 с.

Вӑл турра хыта ӗненнӗ, туйӑмлӑ чӗреллӗ пулнӑ, тӗрлӗрен паллӑсене, юмӑҫ янисене, вӗрни-сурнисене, тӗлӗксене ӗненнӗ; турӑ ячӗпе ухмаха пенӗ ҫынсене, хӗртсуртсене, арҫурисене, инкеке пӗлтерекен паллӑсене, тухатланисене, халӑх имҫамӗсене, аслӑ кӗҫнерникун хатӗрленӗ тӑвар сиплӗхне, тӗнче часах пӗтессине ӗненнӗ; мӑнкунӑн каҫхи кӗллинче ҫуртасем сӳнмесен, хуратул лайӑх пулассине, этем куҫӗ курсан, кӑмпа ӳсме чарӑннине ӗненнӗ; шуйттан — шыв-шурлӑ ҫӗре юратнине, кашни еврейӑн кӑкӑрӗ ҫинче юлнӑ лапкӑм пуррине ӗненнӗ; шӑшисенчен, ҫӗленсенчен, шапасенчен, ҫерҫисенчен, сӗлӗхсенчен, аслатирен, сивӗ шывран, витӗр ҫилтен, лашасенчен, качака такисенчен, хӗрлӗ ҫӳҫлӗ ҫынсенчен, хура кушаксенчен хӑранӑ; шӑрчӑксемпе йытӑсене таса мар чӗрчунсем тесе шутланӑ; пӑру, кӑвакарчӑн какайӗ, рак, чӑкӑт, спарж, ҫӗр груши, мулкач какайӗ тата арбуз та ҫимен, мӗншӗн тесен каснӑ арбуз пуҫӗ ӑна Иоанн Предтечӑн пуҫне аса илтернӗ; устрицӑсем ҫинчен чӗтремесӗр калаҫайман, тутлӑ ҫиме юратнӑ, типӗ тытнӑ; талӑкра вунӑ сехет ҫывӑрнӑ, Василий Ивановичӑн пуҫӗ ыратсан, ҫывӑрма та пачах выртман; «Алексиспа» «Вӑрманти хӳшӗсем» ятлӑ кӗнекесемсӗр пуҫне пӗр кӗнеке те вуламан, ҫулталӑкра пӗрре е, нумай пулсан, икӗ ҫыру ҫырнӑ; хӑй аллипе нимӗн те тӗкӗнмен пулсан та, ирӗксӗртен кӑна хускалса ҫӳренӗ пулсан та, тӗрлӗ ҫимӗҫсем типӗтсе варенисем пӗҫерес ӗҫе аван пӗлнӗ.

Она была очень набожна и чувствительна, верила во всевозможные приметы, гаданья, заговоры, сны; верила в юродивых, в домовых, в леших, в дурные встречи, в порчу, в народные лекарства, в четверговую соль, в скорый конец света; верила, что если в светлое воскресение на всенощной не погаснут свечи, то гречиха хорошо уродится, и что гриб больше не растет, если его человеческий глаз увидит; верила, что черт любит быть там, где вода, и что у каждого жида на груди кровавое пятнышко; боялась мышей, ужей, лягушек, воробьев, пиявок, грома, холодной воды, сквозного ветра, лошадей, козлов, рыжих людей и черных кошек и почитала сверчков и собак нечистыми животными; не ела ни телятины, ни голубей, ни раков, ни сыру, ни спаржи, ни земляных груш, ни зайца, ни арбузов, потому что взрезанный арбуз напоминает голову Иоанна Предтечи; а об устрицах говорила не иначе, как с содроганием; любила покушать — и строго постилась; спала десять часов в сутки — и не ложилась вовсе, если у Василия Ивановича заболевала голова; не прочла ни одной книги, кроме «Алексиса, или Хижины в лесу», писала одно, много два письма в год, а в хозяйстве, сушенье и варенье знала толк, хотя своими руками ни до чего не прикасалась и вообще неохотно двигалась с места.

XX // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

«Вӑл рак пек хӗрлӗ, — шухӑшларӑм эпӗ, — Зинаида вара мӗншӗн шурӑ сӑнлӑ-ха?

«Он красен, как рак, — подумал я, — а она… отчего она такая бледная?

XIV // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.

Эпӗ тахҫанах, чи пуҫламӑшӗнченех пӗлнӗ… манӑн рак

Я знал давно, с самого начала… у меня рак…

14 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Хальхинче те Макартан сӑмакун шӑрши кӳӳ перет, чарӑлса кайнӑ пысӑк куҫӗсем анкӑ-минкӗллӗн тӗтреленнӗ, чӑлханса ларнӑ йӗпе сухалӗ айӗнчен Дон хӗрринчи рак хуранӗсем пек кӑвакрах шурӑ тикӗс шӑлсем курӑнаҫҫӗ.

И на этот раз Макар пахуче дышал самогонкой, большие, навыкате, глаза дымились пьяным хмельком, в мокром колтуне бороды белел ровный набор голубоватых, как донские ракушки, зубов.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Рак пек каялла чакмалла-и?

Нужно будет пятиться подобно раку?

XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Канаври лашан ҫӳлелле кантарса тӑракан ури чӗркуҫҫи кукринчен хуҫланнӑ, чӗрни такан пӑтисемпе кӑштах ҫуркаланнӑ, ҫапах та рак хуранӗ евӗр ҫутӑ кӑвак тӗсне ҫухатман-ха.

Нога лошади, задранная кверху, была согнута в коленном сгибе, копыто чуть растрескалось от ухналей, но раковина плотно светлела сизым глянцем.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫапӑҫун уйрӑм-уйрӑм тӗлӗсем Дарья куҫӗ умӗнче таткаланса пӗтнӗ тӗрлӗ тӗслӗ лӑнчашкасем евӗр мӗлтлетеҫҫӗ: чӗркуҫҫи ҫинче тӑракан Митька Коршунов хӑй умӗнчен чупса иртекен Сергей Платоновича тимӗр винтӑпала янлаттарса янине курчӗ вӑл, курчӗ те тӗлӗнмерӗ; лешӗ, хӑлаҫланса пыракан аллисене сарса ярса, тараса пӳлӗмнелле рак пек чакма пуҫларӗ; ӑна ура кӗллисемпе таптаҫҫӗ, айӑн-ҫийӗн йӑвалантараҫҫӗ…

Перед глазами Дарьи разноцветными лоскутьями мелькали разрозненные сценки побоища; она видела и не удивлялась тому, как Митька Коршунов, стоя на коленях, резнул железным болтом бежавшего мимо Сергея Платоновича; тот вскинул размахавшимися руками и пополз раком в весовую; его топтали ногами, валили навзничь…

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Вӑрах тӑмалла-и? — терӗ Боярышкин, хӑйӗн аллинчи тӗрленчӗклӗ рак хуранӗ ҫине пӑхкаласа.

— Скоро? — спросил Боярышкин, рассматривая на ладони узорную ракушку.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Чарӑннӑ пултӑр! — Христоня рак хаччи евӗрлӗрех аллисемпе сулласа кӑшкӑрать, — чарӑннӑ пултӑр, е атаман патне чуптаратӑп.

— Разойдись! — махал он клешнятыми руками, — Разойдись, а то к атаману!

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Унта рак хуранӗсем йӑлтӑртатаҫҫӗ, хумсем ҫине-ҫинех чуптунипе якалса кайнӑ вӗтӗр-шакӑр тӗссӗр кӑвак чул куписем кукӑр-макӑр сапаланса выртаҫҫӗ.

Перламутровая россыпь ракушек, серая изломистая кайма нацелованной волнами гальки.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех