Шырав
Шырав ĕçĕ:
Мӗншӗн пирӗн вӗсенчен юлса пырас?
1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.
Хӑш-пӗр юлташсем единоначали принципӗсене пӗр енлӗ ӑнланаҫҫӗ, вӗсене администраторла хушас, командӑ парса ларас йӗрке пек ӑнланаҫҫӗ, вӑл производствӑна рабочисене, специалистсене тата служащисене активлӑ хутшӑнтармасӑр ертсе пырас йӗрке тесе шутлаҫҫӗ.
1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.
Раҫҫей Финанс министерстви Чӑваш Енӗн регион укҫи-тенкине тытса пырас ӗҫне 1-мӗш пусӑмри пахалӑхпа хакланӑ.Минфином России Чувашии присвоена I степень качества управления региональными финансами.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3
Хуть хӑш шайри бюджет тытӑмӗ те виҫӗ чӑнлӑх ҫинче никӗсленсе тӑрать, вӗсем – бюджет кӑтартӑвӗсен уҫӑлӑхӗ, бюджета тытса пырас ӗҫ пахалӑхӗ тата унӑн шайлашулӑхӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3
Сӑмахран, ҫӗнӗ ректор хӑй умӗнхин ертсе пырас ӗҫри стильне, вӑл ҫирӗплетнӗ пӗтӗм йӗрке-тӗркене улӑштарас тӗллев лартӗ; тен, ӑслӑлӑх канашӗн никӗсне, унпа пӗрлех, хӑйӗн ҫӗнӗ командине кӗрекен тӗрлӗ шайри структура пуҫлӑхӗсене те улӑштарса, вӗсем вырӑнне пурнӑҫпа тан утакан, тӗрӗслӗхшӗн тӑраканнисене лартма пултарӗ.
Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8
Ҫакӑ ректорӑн ертсе пырас ӗҫри стильне туллин палӑртать.
Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8
Ястребовӑн вуза ертсе пырас ӗҫри стильне утӑм хыҫҫӑн утӑм уҫса сӑнлать калавҫӑ; тӗллӗн-тӗллӗн пуҫлӑхӑн шалти тӗнчи тавӑрса кӑтартнӑ пек ярханахланать те, шухӑша путатӑн: ай, чӑн та пулма пултарать-ши пурнӑҫра ҫакнашкал тӳнтерле этем?!
Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8
Анчах халӑх сывлӑхне ҫирӗплетес, спорт ӗҫне активлӑрах туса пырас тесен пире транспорт кирлӗ, физкультура коллективӗсемпе шкулсенче спорт инвентарӗ те ҫителӗксӗр.
Физкультурӑпа спорт ӗҫне - пурнӑҫ ыйтнӑ шая // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2002.08.13
Ҫапла пулас тесен нумай вӑй хума, тӑрӑшма, хальхи саманапа тан утса пырас тесен тата нумайрах пӗлме, вӗренсе пыма тивет.
Чунпа илемлӗ педагог // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29
Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн членӗ Чӑваш Республикин патшалӑх должноҫӗнчен кайнӑ хыҫҫӑн унӑн Чӑваш Республикинче Коррупципе кӗрешес ӗҫ-хӗле йӗркелесе пыракан комисси ирӗк панӑ тӑрӑх ӗҫ договорӗн условийӗсемпе организацире икӗ ҫул хушши должноҫсем йышӑнма тата (е) асӑннӑ организацире гражданла право договорӗн (гражданла право договорӗсен) условийӗсемпе пӗр уйӑх хушши ҫӗр пин тенкӗрен иртекен ӗҫсем пурнӑҫлама (асӑннӑ организацие пулӑшу ӗҫӗсем пама) право пулни пирки Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн указӗпе палӑртнӑ йӗркепе сӑмах парать, енчен те ҫав организацие патшалӑх (администраци) енчен ертсе пырас уйрӑм ӗҫ-хӗл унӑн должность (служба) тивӗҫӗсен шутне кӗнӗ пулсан.».
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ ҫинчен" саккунӗн 12 статйине улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№
2) 4 статьяра: а) ҫакӑн пек ҫырса ҫирӗм пӗрремӗш ҫӗнӗ абзац хушса хурас: «федераци патшалӑх органӗсем, федераци хысна учрежденийӗсем патшалӑх реестрӗсенче (регистрӗсенче) пур сведенисене, документсене (вӗсене йӗркелесе пырас ӗҫе патшалӑхӑн ҫак органӗсем, учрежденийӗсем туса пыраҫҫӗ) панӑшӑн, енчен те асӑннӑ документсене патшалӑх тата муниципалитет пулӑшӑвӗпе тивӗҫтерекен нумай функциллӗ центр урлӑ параҫҫӗ пулсан, илекен тӳлевсене – 50 процент нормативпа;»; ӑ) ҫирӗм пӗрремӗш – ҫирӗм пиллӗкмӗш абзацсене тивӗҫлӗн ҫирӗм иккӗмӗш – ҫирӗм улттӑмӗш абзацсем тесе шутлас;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче бюджет правин хутшӑнӑвӗсене йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/laws.aspx?gov_id=49&id ... BD&size=20
Ашшӗ-амӑшӗ ачисене ал ӑсталӑхне, тӗрлӗ пултарулӑха хӑнӑхтарса пырас ырӑ тӗслӗхе сарас тӗллевлӗ мероприятие малашне пӗрре мар хутшӑнӗҫ-ха.
Ӑшӑ йӑвара ҫунат сараҫҫӗ // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№
Ун пек колготкӑна курсан кураксем ҫырла ҫывӑхне те пырас ҫук.
Ӗҫсе-ҫиме банкран кивҫен илеҫҫӗ // ЧАН Тарукӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №
— Хамӑр ҫинчен пӗлтерес, тӑван район, ял ыйтӑвӗсене пӗрле татса парас, пӗр тӑрӑхра ҫуралса ӳснисене пулӑшса пырас, пӗрле вӑхӑта усӑллӑ ирттерес тӗллевпе ентешлӗх йӗркелеме шут тытрӑмӑр, — вунӑ ҫул каялла пуҫарнӑ ӗҫ-хӗл ҫинчен аса илчӗ Юрий Александрович.
Юрий Зорин: Шӑл ыратни мӗн таран тертлине лайӑх пӗлетӗп // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№
Пӗр ҫырӑвӗнче вара ҫакӑн пек йӗркесем пур: «Эсир мана кӗтетӗр пулсан та эпӗ часах пырас ҫук. Халӗ тӗп задача - Гитлер йыттисене, юнӗҫенсене тӗпӗ-йӗрӗпе ҫапса салатасси. Вара татах вӑрҫӑчченхи пек чечеклӗ, илемлӗ пурнӑҫ пуҫланӗ. Эпӗ те киле таврӑнӑп».
Журналистсем те Тӑван ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Л.ШУРЯШКИНА. «Каҫал Ен», 2016.05.06
Ӗҫлӗ климата лайӑхлатмалла, инвестицисем явӑҫтармалла, муниципалитет пурлӑхне тата ҫӗр ресурсӗсене тытса пырас, вӗсемпе усӑ курас ӗҫсен тухӑҫлӑхне пысӑклатмалла, экономика ӳсӗмӗн вырӑнӗсене йӗркелеме май паракан пӗчӗк тата вӑтам бизнеса пулӑшмалла.
Хӑйтытӑмлӑх кунӗ иртрӗ // Н.ФЕДОРОВА, А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22
Районта иртнӗ Пӗрлехи информаци кунӗнче 2016 ҫулта граждансене социаллӑ пулӑшу кӳресси, экологи субботникӗсене тата Йывӑҫ кунне йӗркелесе ирттересси, хула, ял тӑрӑхӗсенчи урамсенче, ҫул хӗррисенче, масарсен территорийӗсенче тирпей-илем кӗртесси, Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра ҫӗнтернӗренпе 71 ҫул ҫитнине халалласа ирттерекен мероприятисене хатӗрленсе ирттересси, ҫурхи уй-хир ӗҫӗсене кӗске вӑхӑтра тата пахлӑхлӑ пурнӑҫласси, ҫуркуннехи-ҫуллахи вӑхӑтсенче пушар хӑрушсӑрлӑхӗпе ҫыхӑннӑ мерӑсене тытса пырас ыйтусене сӳтсе явнӑ.
Социаллӑ ыйтусем малти вырӑнта // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.04.20
17. Турра кирлӗ пулсан, усал ӗҫшӗн асапланиччен ырӑ ӗҫшӗн асап курни авантарах; 18. пӗрре Христос та пирӗн ҫылӑхӑмӑрсемшӗн асапланнӑ: пире Турӑ патне илсе пырас тесе, Тӳрӗскер тӳрӗмаррисемшӗн асап курнӑ; Унӑн ӳтне вӗлерсен, сывлӑшӗпе чӗрӗлсе, 19-20. ҫавӑн евӗрлӗ Вӑл сӗмлӗхри чунсем патне анса вӗсене — Ной пурӑннӑ кунсенче Турра пӑхӑнманнисене — Ырӑ Хыпар пӗлтернӗ; Ной карап тунӑ вӑхӑтра Турӑ вӗсем тӳрленессе вӑрахчен кӗтсе тӳссе тӑнӑ; карап ӑшӗнче шывран хӑтӑлса юлнисем сахал, сакӑр чун ҫеҫ, пулнӑ.
1 Пет 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Унтан пурне те каланӑ: Ман хыҫҫӑн пырас теекенӗ хӑй ирӗкне пӑрахтӑр та, хӗресне илсе, Ман хыҫҫӑн пытӑр.
Лк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Унтан вӗренекенӗсене тата халӑха чӗнсе илсе каланӑ: Ман хыҫҫӑн пырас теекенӗ хӑй ирӗкне пӑрахтӑр та, хӗресне илсе, Ман хыҫҫӑн пытӑр.
Мк 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.