Шырав
Шырав ĕçĕ:
15. Вӗсен пӗтӗм усаллӑхӗ — Галгалра: унта Эпӗ вӗсене усал ӗҫӗсемшӗн курайми пултӑм; вӗсене Хамӑн килӗмрен хӑваласа ярӑп, урӑх вӗсене юратмӑп; вӗсен пуҫлӑхӗсем пурте — Турӑран хӑпнӑскерсем.
Ос 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эпӗ, хуҫамӑн чури, хамӑн хуҫампа калаҫма пултарайӑп-ши? манӑн чӗптӗм вӑй та ҫук, сывлӑш ҫавӑрайми пултӑм, терӗм.
Дан 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Пӗрремӗш уйӑхӑн ҫирӗм тӑваттӑмӗш кунӗнче вара эпӗ аслӑ Тигр юханшывӗ хӗрринче пултӑм, 5. куҫӑма ҫӳлелле ҫӗклесе пӑхрӑм та — курах кайрӑм: акӑ йӗтӗн тум тӑхӑннӑ ар тӑрать, пилӗкне Уфаз ылтӑнӗнчен тунӑ пиҫиххи ҫыхнӑ.
Дан 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вара эпӗ тӑваттӑмӗш тискер чӗрчун мӗне пӗлтерни ҫинчен пӗлесшӗн пултӑм — вӑл ыттисенчен пуринчен те уйрӑлса тӑратчӗ, питӗ хӑрушӑччӗ: тимӗр шӑллӑччӗ, пӑхӑр чӗрнеллӗччӗ, пурне те хыпса ҫӑтатчӗ, аркататчӗ, юлашкине урипе таптатчӗ; 20. унӑн пуҫӗ ҫинчи вунӑ мӑйрака ҫинчен те пӗлесшӗн пултӑм тата юлашки мӑйраки ҫинчен те ӑнлантарса пама ыйтрӑм — ӑна вырӑн парса, виҫӗ мӑйрака хӑйпӑнса ӳкнӗччӗ, вӑл куҫлӑччӗ, мӑнаҫлӑ калаҫакан тута-ҫӑварлӑччӗ, ҫав мӑйрака ыттисенчен пысӑкрахчӗ.
Дан 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Манӑн Туррӑм Хӑйӗн Ангелне ячӗ те арӑслансен ҫӑварне хупласа хучӗ; вӗсем мана сиен тӑваймарӗҫ, мӗншӗн тесессӗн эпӗ Унӑн умӗнче таса пултӑм; патша, эпӗ сан умӑнта та усал ӗҫ туман, тенӗ.
Дан 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эсӗ ҫапла хуравла: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: Эпӗ вӗсене ют халӑхсем патне кӑларса ятӑм пулсан та, тӗрлӗ ҫӗр тӑрӑх салатрӑм пулсан та, хӑйсем кайнӑ ҫӗршывсенче Эпӗ вӗсемшӗн вӑхӑтлӑха Хам Турӑ Ҫурчӗ пултӑм.
Иез 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Эпӗ Израиль килӗпе тата Иуда килӗпе ҫӗнӗ халал хывас кунсем ҫитеҫҫӗ, тет Ҫӳлхуҫа, 32. ку вӑл Эпӗ вӗсен ашшӗсене алӑран ҫавӑтса Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ кун вӗсемпе хывнӑ халал пек пулмӗ; Эпӗ вӗсен Патши пултӑм пулин те, вӗсем ҫав халала пӑсрӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Асна илсемччӗ: эпӗ Санӑн умӑнта тӑрса вӗсем валли ырӑлӑх ыйтрӑм, вӗсенчен Санӑн ҫиллӳне сирсе ярасшӑн пултӑм.
Иер 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Манӑн еткерӗм Маншӑн вӑрманти арӑслан пек пулса тӑчӗ; Мана хирӗҫ сассине хӑпартрӗ: ҫавӑншӑн Эпӗ ӑна курайми пултӑм.8. Удел Мой сделался для Меня как лев в лесу; возвысил на Меня голос свой: за то Я возненавидел его.
Иер 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн ӑна хӑлхана чиксе пыраттӑм, ӑша хываттӑм, унра хам валли нумай ӑс тупаттӑм: 22. ҫав тӗлӗшпе эпӗ ӑнӑҫуллӑ пултӑм.
Сир 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӑл Ҫӳлти Турӑ Ҫуртӗнче сӑмах пуҫарӗ, хӑйне Унӑн ҫарӗ умӗнче чапа кӑларса калаҫӗ: 3. «эпӗ Ҫӳлти Турӑ ҫӑварӗнчен тухрӑм, пӗтӗм ҫӗре пӗлӗт евӗр хупӑрларӑм; 4. ҫӳле кӗлӗ чатӑрӗ лартрӑм, манӑн аслӑ пуканӑм — пӗлӗт юпа ҫинче; 5. пӗр эпӗ тӳпе йӗри-тавра ҫаврӑнтӑм, ҫӗр тӗпне анса ҫӳрерӗм; 6. тинӗс хумӗсем хушшинче те, пӗтӗм ҫӗр талккӑшӗпе те, пур халӑх-ӑру хушшинче те пуҫ пултӑм: 7. эпӗ вӗсем хушшинче пур ҫӗрте те канӑҫлӑх шырарӑм, хӑшӗн ҫӗрӗнче вырӑнаҫам-ши, терӗм. 8. Вара пурне те Тӑваканӗ мана ҫапла хушрӗ, хама Пултараканӗ мана канӑҫлӑ вырӑн кӑтартрӗ те каларӗ: 9. Иаков хушшине кӗлӗ чатӑрӗ туса ларт, Израиль хушшине вырӑнаҫ, терӗ. 10. Вӑл мана пур ӗмӗртен малтан пултарнӑ, эпӗ ӗмӗрне те пӗтес ҫук. 11. Эпӗ Унӑн умӗнче сӑваплӑ кӗлӗ чатӑрӗнче ӗҫлесе тӑтӑм, ҫапла Сион тӑвӗ ҫине вырӑнаҫрӑм. 12. Вӑл мана Хӑйӗн юратнӑ хулинче те канӑҫлӑх пачӗ, эпӗ Иерусалим хулинче пуҫ пултӑм. 13. Ӗнтӗ мухтавлӑ халӑх хушшинче, Ҫӳлхуҫа еткерлӗхӗнче тымар ятӑм. 14. Ливан ҫинчи кедр йывӑҫӗ пек, Ермон тӑвӗ ҫинчи кипарис йывӑҫӗ пек ҫӗклентӗм; 15. Енгаддири пальма йывӑҫӗ пек, Иерихон хулинчи кӗлчечек тӗмӗсем пек ешертӗм; 16. айлӑмри илемлӗ ҫу йывӑҫӗ пек, платан йывӑҫӗ пек ҫӗклентӗм. 17. Корица пек, аспалаф пек, тутлӑ шӑршӑ сартӑм, чи паха смирна пек, ырӑ шӑршӑ варкӑштартӑм, 18. эпӗ — халвани пек, оникспала стакти пек, кӗлӗ чатӑрӗнчи латӑн шӑрши пек. 19. Эпӗ, теревинф йывӑҫӗ пек, турат сарса ларатӑп, манӑн туратӑмсем — мухтавпала тивлет турачӗсем. 20. Эпӗ — тивлет ӳстерекен иҫӗм йывӑҫӗ, манӑн чечекӗмсем — мухтавпала тулӑхлӑх ҫимӗҫӗсем. 21. Эй манпа пулас теекенсем, килӗр ман патӑма, манӑн ҫимӗҫӗмпе тӑранӑр: 22. мана аса илни пылтан та тутлӑрах, манпа хутшӑнни шерпетрен те симлӗрех. 23. Мана ҫиекенсен ҫинӗҫемӗн ҫиесси килӗ, мана ӗҫекенсен ӗҫнӗҫемӗн ӗҫесси килӗ. 24. Мана итлекенсем намӑс курмӗҫ, манпа пӗрле ӗҫлекенсем ҫылӑх тумӗҫ».
Сир 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Тӗл пулчӗҫ мана хула тавра ҫӳрекен хуралсем: «чунӑм савакан ҫынна курмарӑр-и эсир?» 4. Пӑрӑнса утрӑм ҫеҫ вӗсенчен, чунӑм савакан ҫыннӑма тӗл пултӑм, ҫатӑрласа тытрӑм та ӑна — аннемӗн килне ҫитиччен, аннемӗн шалти пӳлӗмне кӗриччен хамран вӗҫертмерӗм ӑна.
Юрӑ 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вара ҫӗр ҫинче тунӑ пӗтӗм ӗҫӗме курайми пултӑм, мӗншӗн тесессӗн ӑна хам хыҫҫӑн килес ҫынна хӑварма тивет.
Еккл 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ӗнтӗ пурӑнӑҫа курайми пултӑм, мӗншӗн тесессӗн ҫӗр ҫинче пулакан-тӑвакан ӗҫсем мана йӗрӗнтерсе ҫитерчӗҫ: пурте — харамлӑх та ҫил хӑвалани ҫеҫ!
Еккл 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Тата эпӗ ӑслӑлӑха, ӑссӑрлӑхпа ухмахлӑха ӑнкарасшӑн пултӑм: этем тени патша тунинчен ытларах мӗн тума пултарайтӑр?
Еккл 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
99. Эпӗ хама вӗрентекенсенчен пуринчен те тӑнлӑрах пултӑм, мӗншӗн тесессӗн Эсӗ пӗлтерни ҫинчен шухӑшлатӑп.99. Я стал разумнее всех учителей моих, ибо размышляю об откровениях Твоих.
Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
83. Эпӗ пас тытнӑ сӑран хутаҫ пек пултӑм, ҫавах Эсӗ панӑ йӗркесене манмарӑм.
Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Мана вилӗм чирӗсем сӑрса илчӗҫ, мана тамӑк асапӗсем ҫитрӗҫ; эпӗ хурлӑхпа асап тӗл пултӑм.3. Объяли меня болезни смертные, муки адские постигли меня; я встретил тесноту и скорбь.
Пс 114 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ӗнтӗ вӗсемшӗн ҫын кулли пултӑм: мана курсассӑнах пуҫне суллаҫҫӗ.25. Я стал для них посмешищем: увидев меня, кивают головами [своими].
Пс 108 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эпӗ пушхирти тӑмана евӗрлӗ пултӑм; ишӗлчӗк ҫинчи ӳхӗ пек тӑрса юлтӑм; 8. ӗнтӗ ҫывӑраймастӑп, ҫурт тӑрринчи пӗр-пӗччен кайӑк пек ларатӑп.
Пс 101 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.