Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Петр (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пурте туна пуҫласан, Петр та, Иисуспа пӗрле пыракансем те ҫапла каланӑ: Вӗрентекен!

Когда же все отрицались, Петр сказал и бывшие с Ним: Наставник!

Лк 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Тул ҫутӑлсан Хӑйӗн вӗренекенӗсене чӗнсе илсе, вӗсенчен вуниккӗшне суйласа илнӗ; вӗсене апостол тесе ят панӑ; 14. акӑ вӗсем: Хӑй Петр тесе ят хунӑ Симон, унӑн шӑллӗ Андрей, Иаков тата Иоанн, Филипп тата Варфоломей, 15. Матфей тата Фома, Алфей ывӑлӗ Иаков тата Зилот теекен Симон, 16. Иаков ывӑлӗ Иуда тата кайран Хӑйне тытса паракан Иуда Искариот.

13. Когда же настал день, призвал учеников Своих и избрал из них двенадцать, которых и наименовал Апостолами: 14. Симона, которого и назвал Петром, и Андрея, брата его, Иакова и Иоанна, Филиппа и Варфоломея, 15. Матфея и Фому, Иакова Алфеева и Симона, прозываемого Зилотом, 16. Иуду Иаковлева и Иуду Искариота, который потом сделался предателем.

Лк 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Ҫавна курса Петр теекен Симон Иисус ури умне ӳксе: эй Ҫӳлхуҫамӑр! кайсам ман патӑмран: эпӗ — ҫылӑхлӑ ҫын, тенӗ.

8. Увидев это, Симон Петр припал к коленям Иисуса и сказал: выйди от меня, Господи! потому что я человек грешный.

Лк 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Петр вара хӑйне Иисус мӗн каланине, «автан икӗ хут авӑтиччен эсӗ Манран виҫӗ хутчен тунӑн» тенӗ сӑмаха, аса илнӗ те йӗрсе янӑ.

И вспомнил Петр слово, сказанное ему Иисусом: прежде нежели петух пропоет дважды, трижды отречешься от Меня; и начал плакать.

Мк 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

70. Петр каллех туннӑ.

70. Он опять отрекся.

Мк 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

68. Петр туннӑ: эсӗ мӗн каланине пӗлместӗп, ӑнланаймастӑп, тенӗ.

68. Но он отрекся, сказав: не знаю и не понимаю, что ты говоришь.

Мк 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

66. Петр картишӗнче аялта пулнӑ чухне аслӑ священникӑн хӗрарӑм тарҫисенчен пӗри пынӑ та, 67. Петр вут умӗнче ӑшӑнса ларнине курсассӑн, ун ҫине тинкерсе пӑхса: эсӗ те Назарет Иисусӗпе пӗрлеччӗ, тенӗ.

66. Когда Петр был на дворе внизу, пришла одна из служанок первосвященника 67. и, увидев Петра греющегося и всмотревшись в него, сказала: и ты был с Иисусом Назарянином.

Мк 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

54. Петр аслӑ священник картишне ҫитичченех Иисус хыҫӗнчен аякран пынӑ; ҫитсессӗн тарҫӑсемпе пӗрле вут умӗнче ӑшӑнса ларнӑ.

54. Петр издали следовал за Ним, даже внутрь двора первосвященникова; и сидел со служителями, и грелся у огня.

Мк 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

31. Петр ҫине тӑрсах каланӑ: Санпа пӗрле вилмелле пулсассӑн та Санран тунассӑм ҫук, тенӗ.

31. Но он еще с большим усилием говорил: хотя бы мне надлежало и умереть с Тобою, не отрекусь от Тебя.

Мк 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

29. Петр каланӑ Ӑна: пурте улталансан та, эпӗ улталанмӑп, тенӗ.

29. Петр сказал Ему: если и все соблазнятся, но не я.

Мк 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Петр аса илсе Иисуса ҫапла калать: Равви?

21. И, вспомнив, Петр говорит Ему: Равви!

Мк 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

28. Вара Ӑна Петр кала пуҫланӑ: акӑ эпир мӗн пуррине пӑрахса хӑвартӑмӑр та Сан хыҫҫӑн кайрӑмӑр, тенӗ.

28. И начал Петр говорить Ему: вот, мы оставили все и последовали за Тобою.

Мк 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Ҫавӑн чухне Петр Иисуса каланӑ: Равви?! кунта лайӑх пире; эпир виҫӗ хӳшӗ тӑвар: пӗрне — Сан валли, тепӗрне — Моисей валли, тата тепӗрне — Илия валли, тенӗ.

5. При сем Петр сказал Иисусу: Равви! хорошо нам здесь быть; сделаем три кущи: Тебе одну, Моисею одну, и одну Илии.

Мк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Анчах та Петр Ӑна, аяккарах чӗнсе илсе, хирӗҫлеме пуҫланӑ.

Но Петр, отозвав Его, начал прекословить Ему.

Мк 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Петр Ӑна: Эсӗ — Христос, тет.

Петр сказал Ему в ответ: Ты Христос.

Мк 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Вӑл ҫаксене суйласа илнӗ: Симона, ӑна Петр тесе ят панӑ; 17. Зеведей Иаковӗпе унӑн шӑллӗне Иоана, вӗсене Воанергес тесе ят панӑ, ку «аслати ывӑлӗсем» тени пулать; 18. Андрее, Филипа, Варфоломее, Матфее, Фомана, Алфей Иаковне, Фаддее, Симон Кананита 19. тата Иуда Искариота, ҫакӑ вара Иисуса тытса панӑ.

16. поставил Симона, нарекши ему имя Петр, 17. Иакова Зеведеева и Иоанна, брата Иакова, нарекши им имена Воанергес, то есть «сыны громовы», 18. Андрея, Филиппа, Варфоломея, Матфея, Фому, Иакова Алфеева, Фаддея, Симона Кананита 19. и Иуду Искариотского, который и предал Его.

Мк 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

75. Петр вара хӑйне Иисус: «автан авӑтиччен эсӗ Манран виҫӗ хут тунӑн» тесе каланине аса илнӗ.

75. И вспомнил Петр слово, сказанное ему Иисусом: прежде нежели пропоет петух, трижды отречешься от Меня.

Мф 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

73. Кӑштахран ҫавӑнта тӑракансем Петр патне пырса каланӑ: эсӗ чӑнах та вӗсен ушкӑнӗнченех, ҫакӑ эсӗ мӗнле калаҫнинченех паллӑ, тенӗ.

73. Немного спустя подошли стоявшие там и сказали Петру: точно и ты из них, ибо и речь твоя обличает тебя.

Мф 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

72. Петр каллех тупа тусах туннӑ: эпӗ Ку Ҫынна пӗлместӗп, тенӗ.

72. И он опять отрекся с клятвою, что не знает Сего Человека.

Мф 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

70. Петр пурин умӗнче те тунса каланӑ: эсӗ мӗн калани ҫинчен пӗлместӗп, тенӗ.

70. Но он отрекся перед всеми, сказав: не знаю, что ты говоришь.

Мф 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех