Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Петр (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
56. Пӗр хӗрарӑм тарҫӑ, Петр вут умӗнче ларнине курсан, ун ҫине тинкерсе пӑхнӑ та: ку та Унпа пӗрлеччӗ, тенӗ.

56. Одна служанка, увидев его сидящего у огня и всмотревшись в него, сказала: и этот был с Ним.

Лк 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

55. Картиш варрине вут чӗртсе пӗрле пуҫтарӑнса ларсан, вӗсен хушшине Петр та пырса ларнӑ.

55. Когда они развели огонь среди двора и сели вместе, сел и Петр между ними.

Лк 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Петр хыҫалтан аякран пынӑ.

Петр же следовал издали.

Лк 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

34. Иисус каланӑ ӑна: Петр, калатӑп сана: кӗҫӗр, автан авӑтичченех, эсӗ Мана пӗлмӗш пулса виҫӗ хут тунӑн, тенӗ.

34. Но Он сказал: говорю тебе, Петр, не пропоет петух сегодня, как ты трижды отречешься, что не знаешь Меня.

Лк 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

33. Петр Ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑм! эпӗ Санпа пӗрле тӗрмене кайма та, вилме те хатӗр, тенӗ.

33. Он отвечал Ему: Господи! с Тобою я готов и в темницу и на смерть идти.

Лк 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

28. Вара Петр каланӑ: акӑ эпир мӗн пуррине пӑрахса хӑвартӑмӑр та Сан хыҫҫӑн кайрӑмӑр, тенӗ.

28. Петр же сказал: вот, мы оставили все и последовали за Тобою.

Лк 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

41. Ҫавӑн чухне Петр Ӑна каланӑ: эй Ҫӳлхуҫа! ку ытарӑша пире калатӑн-и е пурне те-и? тенӗ.

41. Тогда сказал Ему Петр: Господи! к нам ли притчу сию говоришь, или и ко всем?

Лк 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

33. Ҫав ҫынсем Ун патӗнчен кайнӑ чухне Петр, хӑй мӗн каланине хӑй те пӗлмесӗр, Иисуса ҫапла каланӑ: Вӗрентекен! кунта лайӑх пире; атьӑр виҫӗ хӳшӗ тӑвар: пӗрне — Сан валли, тепӗрне — Моисей валли, тата тепӗрне — Илия валли, тенӗ.

33. И когда они отходили от Него, сказал Петр Иисусу: Наставник! хорошо нам здесь быть; сделаем три кущи: одну Тебе, одну Моисею и одну Илии, - не зная, что говорил.

Лк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Петр каланӑ: Турӑ Христосӗ вырӑнне, тенӗ.

Отвечал Петр: за Христа Божия.

Лк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Пурте туна пуҫласан, Петр та, Иисуспа пӗрле пыракансем те ҫапла каланӑ: Вӗрентекен!

Когда же все отрицались, Петр сказал и бывшие с Ним: Наставник!

Лк 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Тул ҫутӑлсан Хӑйӗн вӗренекенӗсене чӗнсе илсе, вӗсенчен вуниккӗшне суйласа илнӗ; вӗсене апостол тесе ят панӑ; 14. акӑ вӗсем: Хӑй Петр тесе ят хунӑ Симон, унӑн шӑллӗ Андрей, Иаков тата Иоанн, Филипп тата Варфоломей, 15. Матфей тата Фома, Алфей ывӑлӗ Иаков тата Зилот теекен Симон, 16. Иаков ывӑлӗ Иуда тата кайран Хӑйне тытса паракан Иуда Искариот.

13. Когда же настал день, призвал учеников Своих и избрал из них двенадцать, которых и наименовал Апостолами: 14. Симона, которого и назвал Петром, и Андрея, брата его, Иакова и Иоанна, Филиппа и Варфоломея, 15. Матфея и Фому, Иакова Алфеева и Симона, прозываемого Зилотом, 16. Иуду Иаковлева и Иуду Искариота, который потом сделался предателем.

Лк 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Ҫавна курса Петр теекен Симон Иисус ури умне ӳксе: эй Ҫӳлхуҫамӑр! кайсам ман патӑмран: эпӗ — ҫылӑхлӑ ҫын, тенӗ.

8. Увидев это, Симон Петр припал к коленям Иисуса и сказал: выйди от меня, Господи! потому что я человек грешный.

Лк 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Петр вара хӑйне Иисус мӗн каланине, «автан икӗ хут авӑтиччен эсӗ Манран виҫӗ хутчен тунӑн» тенӗ сӑмаха, аса илнӗ те йӗрсе янӑ.

И вспомнил Петр слово, сказанное ему Иисусом: прежде нежели петух пропоет дважды, трижды отречешься от Меня; и начал плакать.

Мк 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

70. Петр каллех туннӑ.

70. Он опять отрекся.

Мк 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

68. Петр туннӑ: эсӗ мӗн каланине пӗлместӗп, ӑнланаймастӑп, тенӗ.

68. Но он отрекся, сказав: не знаю и не понимаю, что ты говоришь.

Мк 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

66. Петр картишӗнче аялта пулнӑ чухне аслӑ священникӑн хӗрарӑм тарҫисенчен пӗри пынӑ та, 67. Петр вут умӗнче ӑшӑнса ларнине курсассӑн, ун ҫине тинкерсе пӑхса: эсӗ те Назарет Иисусӗпе пӗрлеччӗ, тенӗ.

66. Когда Петр был на дворе внизу, пришла одна из служанок первосвященника 67. и, увидев Петра греющегося и всмотревшись в него, сказала: и ты был с Иисусом Назарянином.

Мк 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

54. Петр аслӑ священник картишне ҫитичченех Иисус хыҫӗнчен аякран пынӑ; ҫитсессӗн тарҫӑсемпе пӗрле вут умӗнче ӑшӑнса ларнӑ.

54. Петр издали следовал за Ним, даже внутрь двора первосвященникова; и сидел со служителями, и грелся у огня.

Мк 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

31. Петр ҫине тӑрсах каланӑ: Санпа пӗрле вилмелле пулсассӑн та Санран тунассӑм ҫук, тенӗ.

31. Но он еще с большим усилием говорил: хотя бы мне надлежало и умереть с Тобою, не отрекусь от Тебя.

Мк 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

29. Петр каланӑ Ӑна: пурте улталансан та, эпӗ улталанмӑп, тенӗ.

29. Петр сказал Ему: если и все соблазнятся, но не я.

Мк 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Петр аса илсе Иисуса ҫапла калать: Равви?

21. И, вспомнив, Петр говорит Ему: Равви!

Мк 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех