Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл атӑ тасатать, вара ҫывӑрать, алӑк умӗнче иртен-ҫӳренсем ҫинелле тӑмсайла пӑхкаласа ларать, е, юлашкинчен, ҫывӑхри вак-тӗвек сутакан лавккана кӗрсе ларать те малтан Обломовкӑра, кайран Гороховӑй урамра мӗн тунине тӑвать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Ольгӑна вара эпӗ: ҫулла хамӑр патра мар пулсан, Обломовкӑра та пулин сана куратпӑр, тесе калатӑп.— Так я скажу Ольге, что летом мы увидим тебя, если не у нас, так в Обломовке.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кун пек кукӑль Обломовкӑра ҫеҫ пӗҫеретчӗҫ, халӗ ав кунта!
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Анчах пӗлетӗн-и Обломовкӑра мӗн тунине?
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эсӗ хӑвӑн пултарулӑхна ача чухнех, Обломовкӑра, карчӑксемпе нянькӑсем, тарҫӑсем хушшинче ҫухатнӑ.Ты свое уменье затерял еще в детстве, в Обломовке, среди теток, нянек и дядек.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Пирӗн Обломовкӑра ҫакӑн пек кашни праҫникех хатӗрленетчӗҫ, — терӗ вӑл граф кухнинчен чӗнсе килнӗ икӗ повара: — пилӗкшер пирожнӑй паратчӗҫ, соусне тата шутласа та пӗтереймӗн!
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Акӑ вӑл, ӗмӗтӗнче, Ольгӑпа ют ҫӗршывра, Швейцарири кӳлӗсем ҫинче, Италире, Рим ишӗлчӗкӗсем хушшинче ҫӳрет, гондолӑра ярӑнать, унтан Париж, Лондон ҫыннисем хушшинче, унтан… унтан хӑйӗн ҫӗр ҫинчи райӗнче — Обломовкӑра.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломовкӑра пирӗн ҫурт ҫакӑн пек анчахчӗ-и?
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ну, кала ӗҫсем мӗнлерех санӑн, Обломовкӑра мӗнле?
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Филипп Матвеевич сӑра юхтармалли рецепт ҫырса пӗлтерме ыйтать иккен, — Обломовкӑра сӑра лайӑх тӑваҫҫӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫак пурнӑҫӑн пӗревӗрлӗхне никам та пӑсман, Обломовкӑра пурӑнакансене хӑйсене те йывӑр пулман ҫакӑн евӗрлӗ пурнӑҫ, мӗншӗн тесен, вӗсем урӑхла пурнӑҫпа, урӑхла йӑласем ҫинчен пачах та шухӑшламан, шухӑшласа илме пултарнӑ пулсан та, сехӗрленсе ӳксе, ҫав пурнӑҫран пӑрӑннӑ пулӗччӗҫ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Чӑн та, вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн Обломовкӑра пурӑнакансен урӑхла чӑрмавсем те сиксе тухкаланӑ, анчах вӗсем ҫав чӑрмавсене ытлашши пӑшӑрханмасӑрах кӗтсе илнӗ, чӑрмавсем вара, чул хӳме ҫумӗнче хӳтлӗх тупайман кайӑксем аяккалла вӗҫнӗ евӗр, Обломовка ҫыннисенчен аяккалла пӑрӑннӑ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кама ӑҫта лартмалла, мӗне мӗнле тумалла, туй ҫӳретнӗ чухне камӑн кампа ларса каймалла, йӑласене тытса пымалла-и — Обломовкӑра ҫаксене пурне те, кирек хӑҫан та пӗр йӑнӑшсӑр туса ирттереҫҫӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Аслашшӗсемпе ашшӗсен вӑхӑтӗнче мӗнле пулнӑ, Илья Ильич ашшӗ вӑхӑтӗнче те ҫаплах пулнӑ, тен, халӗ те Обломовкӑра ҫавнашкалах пурӑнаҫҫӗ пулӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломовкӑра пурӑнакансемшӗн пурнӑҫ йӗркисем хатӗр пулнӑ, ӑна ашшӗ-амӑшӗсем туса хӑварнӑ, вӗсем те ӑна аслашшӗсенчен ҫаплипех илсе юлнӑ, аслашшӗсене вара хӑйсен ашшӗсем, Веста вутҫулӑмне упранӑ пек, ним улӑштармасӑр тытса пыма пиллесе хӑварнӑ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломовкӑра пурӑнакансем ӑш вӑрканине те ӗненмен, ӗмӗрӗпех таҫта, темшӗн туртӑнса, вӗҫӗмсӗр тӑрмашнине те пурнӑҫ вырӑнне шутламан: шухӑш-кӑмӑл туртӑмӗнчен вутран хӑранӑ пекех сехӗрленнӗ; тепӗр вырӑнти ҫынсен шалти туйӑмне, чунӗсен вут-ҫулӑмне пула часах ӳчӗсем ҫунса кайнӑ пулсан, Обломовка ҫыннисен чунӗ лӑпкӑн та пӗр чӑрмавсӑр тачка ӳтре киленнӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Мӗнле пурӑннӑ аслисем Обломовкӑра?
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хирте утӑ капанӗ утса ҫӳрет тесе калаччӑр вӗсене — вӗсем ним шухӑшласа тӑмасӑрах ҫакна ӗненеҫҫӗ; кам та пулсан: акӑ ҫак сурӑх мар, мӗнле те пулин Марфа е Степанида тухатмӑш, тесе сӑмах кӑларса ярсан — вӗсем сурӑхран та, Марфаран та хӑракан пулаҫҫӗ: мӗншӗн сурӑх сурӑхах пулманни ҫинчен, мӗншӗн Марфа тухатмӑш пулса тӑни ҫинчен ыйтса пӗлес шухӑш вӗсен пуҫне пырса та кӗмест, ҫитменнине тата ҫакна ӗненмесӗр иккӗленекенсем ҫине сиксех ӳкеҫҫӗ, — ҫав тери вӑйлӑ ӗненеҫҫӗ Обломовкӑра тӗлӗнмелле хӑвата!
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломовкӑра тухатмӑшсене те, вилесене те, — пурне те ӗненеҫҫӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Халап Обломовкӑра ача-пӑчасене ҫеҫ мар, ваттисене те мӗн виличченех хӑратса пурӑнать.Сказка не над одними детьми в Обломовке, но и над взрослыми до конца жизни сохраняет свою власть.

- 1
- 2