Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Мэрдан (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мэрдан кимӗ ҫинчен ҫӑмӑллӑн сиксе анчӗ.

Мэрдан легко выпрыгнул из нее.

V // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Мэрдан ӑна пырӗнчен пӑчӑртаса тытрӗ, пуҫне пӗтӗм вӑйӗпе кимӗ хӗррине ҫапрӗ:

Мэрдан схватил его за горло и изо всех сил ударил о край лодки:

V // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Мэрдан унӑн питӗнчен лачлаттарса сурчӗ.

Плюнул ему в лицо Мэрдан.

V // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Вӑл кобурӑран наган туртса кӑларчӗ, анчах персе яма ӗлкӗреймерӗ, Мэрдан ӑна пуҫӗнчен кӗсменпе патлаттарчӗ те, лешӗ кимӗ тӗпне юпа пек йӑванса кайрӗ.

Он выхватил из кобуры наган, однако не успел выстрелить, Мэрдан ударил его по голове веслом, и тот, как сноп, повалился на дно лодки.

V // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

— Ан чӗн! — кӑшкӑрчӗ Мэрдан тарӑхса, ҫавӑнтах кӗсменне пӗтӗм вӑйӗпе хӑйӑрса кӑларса илчӗ.

— Замолчи! — резко выкрикнул Мэрдан и с силой вырвал из уключины весло.

V // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Мэрдан хӑйне аран тытса чарчӗ.

Мэрдан едва сдерживал себя.

V // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Мэрдан, ҫиллине пытараймарӗ, ҫапах та ытлашши шӑртланас мар тесе тӑрӑшрӗ: — Ун ҫинчен ӗнтӗ санран ыйтса тӑман, — терӗ вӑл.

— Уж тебя об этом не спросили! — проговорил Мэрдан, не скрывая злобы, но все еше сдержанно.

V // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Унтан, кӑштах чӗнмесӗр ларнӑ хыҫҫӑн, вӑл офицер ҫине пӑхрӗ те: — Астӑватӑн-и, пирӗн ялта «урус Мэрдан» текен ҫын пурччӗ? Ҫавӑ ӗнтӗ ку, — терӗ.

Помолчав, он сказал офицеру: — Помнишь, был у нас в деревне один, «урусом-Мэрданом» его прозвали? Это он и есть.

V // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Вӑл та Мэрдан ҫине тинкеререх пӑхма пуҫларӗ.

Он тоже стал вглядываться в Мэрдана.

V // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Эсӗ Мэрдан мар-и ҫак?

Не Мэрдан ли ты?

V // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Староста чикарккӑ тивертме чӗртнӗ шӑрпӑкӗпе Мэрдан питне ҫутатрӗ.

Староста осветил зажженной для цигарки спичкой лицо Мэрдана.

V // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Киектав тесен, Мэрдан, кӗсменӗсене аллинчен пӑрахса, староста еннелле туртӑнчӗ, унӑн куҫӗнчен шӑтарас пек пӑхрӗ.

При слове Киектау Мэрдан выпустил из рук весла и, подавшись к старосте, впился в него глазами.

V // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Мэрдан чӗри сиксе тухасла тапма пуҫларӗ, ҫиленнипе питҫӑмартисем туртӑна-туртӑна илчӗҫ.

Сердце Мэрдана бешено заколотилось, лицо исказилось от гнева.

V // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Мэрдан, староста ҫине пӑхса илсе, кулнӑ пек пулчӗ:

Мэрдан с деланной улыбкой сказал старосте:

V // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Мэрдан кимме ҫыран хӗрринчен тӗртсе ячӗ, вара хӑйӗн пассажирӗсене хирӗҫ вырнаҫса ларчӗ те майӗпен ишме тытӑнчӗ.

Оттолкнувшись от берега, Мэрдан сел напротив своих пассажиров и начал медленно грести.

V // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Мэрдан пӗр самант шухӑша кайса тӑчӗ те ирӗксӗрех пӑхӑнма тивӗҫлӗ пулнӑ ҫын пек: — Халех… — терӗ.

Мэрдан постоял немного и с видом человека, вынужденного подчиниться, сказал: — Сейчас…

V // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Хӑйӗн тулса ҫитнӗ ҫиллине палӑртас мар тесе, Мэрдан, шухӑша кайнӑ пек пулса, тепӗр еннелле пӑрӑнчӗ.

Чтобы не показать все более накипавшую в нем злость, Мэрдан, как бы раздумывая, отвернулся от него.

V // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Мэрдан куҫ хӗррипе ҫеҫ пӗрре пулемет ҫине, тепре патрон ещӗкӗ ҫине пӑхса илчӗ.

Краешком глаза Мэрдан взглянул на пулемет и патронный ящик.

V // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Шӑп ҫав самантра чӳрече витӗр пурне те курса тӑнӑ Мэрдан будкӑран тухрӗ.

Но тут из будки вышел Мэрдан, видевший все в окошко.

V // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Вилшӑтӑкӗ ҫийӗн пӗшкӗннӗ Мэрдан хулпуҫҫийӗсене кӑшт ҫӗклерӗ те пуҫне пӑркаларӗ.

Склонившийся над могилой Мэрдан распрямил слегка плечи и покачал головой.

IV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех