Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Математикӑпа (тĕпĕ: математика) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Манӑн «посредственно» паллӑ пӗрре ҫеҫ — нимӗҫ чӗлхипе, анчах ун вырӑнне математикӑпа мӗнпур ҫулталӑкшӑн «отлично».

У меня было только одно «посредственно» — по немецкому языку, но зато по математике я имела годовую отметку «отлично».

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Александр Дмитриевич, эпӗ халь кӑна математикӑпа «отлично» илтӗм.

Александр Дмитриевич, я сейчас получила у математика «отлично».

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Математикӑпа уксахлатпӑр, вырӑс чӗлхипе такӑнкалатпӑр.

По математике мы хромаем, да и по русскому языку иногда сбой у нас бывает.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пире илемлӗ пулӗ-и, ачасем, енчен пирӗн Сима математикӑпа е ытти предметсемпе, калӑпӑр, ишме-чӑмма пуҫласан?

А мы будем очень красиво выглядеть, если Симка у нас поплывет по математике и по другим…

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Паллах ӗнтӗ, вӑл юри мана суйласа илчӗ, эпӗ ӗнер ҫеҫ математикӑпа тапаҫланнине астутарас, терӗ.

Это он, разумеется, нарочно выбрал меня, чтобы напомнить всем, как я накануне плавала по математике.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Крупицына математикӑпа каллех «пос» илнӗшӗн шкулта никам та хыпӑнса ӳкмерӗ.

И никого в школе не поразило, что опять Крупицына получила «пос» по математике.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Епле ӑнман пурнӑҫ ҫине ӳпкелешмӗн, шӑпах Май уявӗ тӗлне каллех математикӑпа аран «посредственно» илкеленӗ пулсан?

И как мне было не обижаться на судьбу, если перед самым Первым мая я по математике опять еле-еле натянула на «посредственно».

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Математикӑпа ҫыртарса илтер те -пулчӗ те.

Дай списать по математике — и все.

Математика мыскари // Александр Галкин. https://vulacv.wordpress.com/2017/10/19/ ... %B8%D0%BD/

2012 ҫулта тухнӑ Указпа килӗшӳллӗн Чӑваш Енри шкулсенчен вӗренсе тухакан, патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗнче математикӑпа тата физикӑпа 75 е унтан та ытларах балл пухнӑ, республикӑри професси пӗлӗвӗ паракан учреждение вӗренме кӗнӗ ҫамрӑксене хушма стипенди параҫҫӗ.

В 2012 году принят Указ, предусматривающий дополнительные стипендии выпускникам школ Чувашии, набравшим на едином государственном экзамене по физике и математике 75 и более баллов и поступившим в учреждения профессионального образования республики.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Вырӑс чӗлхипе, литературипе, экологипе, обществоведенипе 2-мӗш вырӑнсене ҫӗнсе илнӗ, математикӑпа тата технологипе 3-мӗш вырӑнсене тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тутар чӗлхине те юратса вӗренеҫҫӗ // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Пире Маргарита Анатольевна математикӑпа пӗлӳ паратчӗ.

Нас Маргарита Анатольевна давала знания по математике.

«Сурӑх касӑвӗнче ҫуралчӗҫ сӑвӑ йӗркисем» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

1973-1983 ҫулсенче Ҫӗнӗ Пӑвари вӑтам шкулта вӗреннӗ чухне тӗрӗс ӑслӑлӑхсене - математикӑпа физикӑна, астрономине, химине килӗштернӗ.

В 1973-1983 годах, обучаясь в Новобайбатыревской средней школе, полюбил точные науки - математику и физику, астрономию, химию.

Яланах малта пыма тӑрӑшать // Л.КУЗНЕЦОВ. «Елчӗк Ен», 2016.06.25

Математикӑпа вырӑс чӗлхисӗр пуҫне обществознание, физикӑна тата математикӑна профиль шайӗнче тытма палӑртнӑ.

Кроме математики и русского языка наметил сдавать обществознание, физику, профильный уровень математики.

Нуша ӗҫе хӑнӑхтарнӑ // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Ҫапла вара, 1995-2015 ҫулсенче Чӑрӑшкасси шкулӗнче математикӑпа вӗрентрӗм.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗне итлемесӗр професси суйланӑ // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех