Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Лиза сăмах пирĕн базăра пур.
Лиза (тĕпĕ: Лиза) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лиза… ҫук.

Лиза… нет.

Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

— Ирӗк сирӗн, анчах Лиза Муромская пӗрре те ман кӑмӑла килмест.

— Воля ваша, Лиза Муромская мне вовсе не нравится.

Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Унӑн шухӑшӗпе вӗсем пӗр-пӗрин кӑмӑлне питех килмен пек туйӑннӑ; Алексей Прилучинона урӑхран пырса та ҫавӑрӑнман; Лиза, Иван Петрович вӗсем патне пырсассӑнах, кашнинчех хӑй пӳлӗмне кайса пытаннӑ.

Казалось, они друг другу не очень нравились; по крайней мере Алексей уже не возвращался в Прилучино, а Лиза уходила в свою комнату всякий раз, как Иван Петрович удостоивал их своим посещением.

Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

«Чӑнах та тытӑнса пӑхас мар-и?» — тенӗ Лиза.

«А взаправду, — сказала Лиза, — не попытаться ли и в самом деле?»

Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

«Ах, улпут, ҫылӑх пулать сана ҫапла калаҫнӑшӑн: пирӗн улпут хӗрӗ ҫав тери шурӑ сӑнлӑ тата лайӑх тумланса ҫӳрет. Ӑҫтан эпӗ унпа танлашма пултарам?» — тенӗ Лиза.

«Ах, барин, грех тебе это говорить; барышня наша такая беленькая, такая щеголиха! Куда мне с нею равняться!»

Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Алексей ӑна: «Эпӗ хӗрне асӑрхамарӑм, — тесе ответленӗ. «Питӗ те шел», тесе хирӗҫленӗ Лиза.

Алексей отвечал, что он ее не заметил. «Жаль», — возразила Лиза.

Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Лиза, хураскер, палламан ҫынсем умне ҫаплипех тухма вӑтаннӑ-мӗн; вӑл ыйтма хӑйман, анчах та ырӑ мисс Жаксон ӑна каҫарӗ, тесе шаннӑ…

Лизе было совестно показаться перед незнакомцами такой чернавкою; она не смела просить… она была уверена что добрая, милая мисс Жаксон простит ей…

Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Лиза хӑйӗн шухӑшӗ пурӑнӑҫа ҫакӑн пек ӑнӑҫлӑ кӗнипе тем пекех савӑннӑ.

Лиза была в восхищении от успеха своей выдумки.

Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Ашшӗ ун ҫине, вӑл мӗншӗн апла хӑтланнине пӗлмесӗр, тек-текех ҫаврӑнса пӑхнӑ, ӑна Лиза ҫапла хӑтланни питӗ кулӑшла туйӑннӑ.

Отец поминутно засматривался на нее, не понимая ее цели, но находя всё это весьма забавным.

Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Лиза хуҫкаланнӑ, калаҫӑва шӑл витӗр, сӑмахсене тӑсарах тата французла ҫеҫ калаҫнӑ.

Лиза жеманилась, говорила сквозь зубы, нараспев, и только по-французски.

Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Унӑн ашшӗ Лиза аллине чуптума пынӑ хыҫҫӑн вӑл та, нимӗн тума пултараймасӑр, унран юлман; вӑл унӑн шурӑ пӳрнисене тутисемпе сӗртӗннӗ чух, вӗсем ӑна чӗтреннӗн туйӑннӑ.

Отец его подошел к ее ручке, и он с досадою ему последовал; когда прикоснулся он к ее беленьким пальчикам, ему показалось, что они дрожали.

Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Вӑл ҫӗнӗрен вӑй пухса та ӗлкӗреймен, алӑк каллех уҫӑлнӑ та, хальхинче пӳлӗме Лиза кӗнӗ.

Не успел он снова собраться с силами, как дверь опять отворилась, и на сей раз вошла Лиза.

Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Анчах Лиза вырӑнне, куҫайӗн пӑхса, кӑшт ҫеҫ кникс туса, питне шуратнӑ, пилӗкне пӑвса ҫыхнӑ мисс Жаксон кӗнӗ те, Алексейӗн ҫар ҫыннилле хатӗрленсе тӑни ахалех пулнӑ.

К несчастию, вместо Лизы вошла старая мисс Жаксон, набеленная, затянутая, с потупленными глазами и с маленьким книксом, и прекрасное военное движение Алексеево пропало втуне.

Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Гостинӑя тавӑрӑнсассӑн, вӗсем виҫҫӗшӗ пӗрле ларнӑ: стариксем авалхине тата хӑйсем службӑра чухне илтнӗ анекдотсене аса илнӗ, Алексей Лиза умӗнче хӑйне хӑй мӗнле тытасси ҫинчен шухӑшланӑ.

Возвратясь в гостиную, они уселись втроем: старики вспомнили прежнее время и анекдоты своей службы, а Алексей размышлял о том, какую роль играть ему в присутствии Лизы.

Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Лиза хатӗрленме чупнӑ.

Лиза побежала приготовляться.

Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

«Атте, — тенӗ Лиза, — эпӗ, сире питех кирлӗ пулсан, вӗсен умне тухма пултаратӑп, анчах та, эсӗр мана вӗсен умне мӗнле тухсан та, мӗн хӑтлансан та, мана вӑрҫнӑ та ан пултӑр, тӗлӗнесси е кӑмӑлсӑр пуласси те ан пултӑр», — тенӗ.

«Папа, — отвечала Лиза, — я приму их, если это вам угодно, только с уговором: как бы я перед ними ни явилась, что б я ни сделала, вы бранить меня не будете и не дадите никакого знака удивления или неудовольствия».

Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

«Ҫук, атте, хуть мӗн тусан та, темӗн чухлӗ ылтӑн парсан та, эпӗ Берестовсен куҫӗ умне тухмастӑп», — тенӗ Лиза.

«Нет, папа, ни за что на свете, ни за какие сокровища не явлюсь я перед Берестовыми».

Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

«Мӗн калаҫатӑр эсӗр?» — тенӗ Лиза шуралса кайса.

«Что вы говорите!» — сказала она, побледнев.

Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Лиза Григорий Ивановича хирӗҫ чупса тухнӑ.

Лиза выбежала навстречу Григорью Ивановичу.

Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Лиза вӗсен ашшӗсем пӗр-пӗрне кураймасӑр пурӑннине пӗлсе, вӗсем пӗр-пӗринпе килӗштерессине шанма та хӑйман.

А Лиза ведала, какая ненависть существовала между их отцами, и не смела надеяться на взаимное примирение.

Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех