Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кардиф (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кардиф тӑвӗ ҫинче мӗн пулса иртни ҫинчен Том хӑйӗн килйышӗнчен те илтрӗ.

Дома он узнал о событии на Кардифской горе.

32-мӗш сыпӑк. «Тухӑр! Тупӑнчӗҫ!» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Кардиф тӑвӗ ҫинче пулса иртнӗ япала пӗр самантрах питӗ пӗчӗк япала пек туйӑнса кайрӗ.

Случай на Кардифской горе теперь казался совсем неважным.

30-мӗш сыпӑк. Томпа Бекки ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкра // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Малтан вӗсем шыв хӗррипе пыракан урампала утрӗҫ, ике урлӑ урамран иртсе кайрӗҫ, виҫҫӗмӗш урамнелле пӑрӑнчӗҫ те Кардиф тӑвӗ ҫинелле каякан сукмак ҫине тухиччен тӳрех утрӗҫ.

Они прошли три квартала по улице вдоль реки, а потом свернули налево, сначала они шли все прямо, а дойдя до тропинки, ведущей на Кардифскую гору.

29-мӗш сыпӑк. Гек тӑлӑх арӑма ҫӑлать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хӗвел анма пуҫласан, вӗсем йывӑҫсен вӑрӑм мӗлкисем урлӑ каҫа-каҫа килелле утрӗҫ, Кардиф тӑвӗ ҫинчи ҫӑра вӑрмана кӗрсе часах курӑнми пулчӗҫ.

Как только солнце начало склоняться к западу, они побрели домой, пересекая длинные тени деревьев, и скоро скрылись в лесу на Кардифской горе.

26-мӗш сыпӑк. Каллех Джо индеец // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Унтан вӗсем сылтӑмалла пӑрӑнчӗҫ, ҫав хӑрушӑ ҫурт ҫумӗнчен иртсе каяс мар тесе, пысӑк кукӑр туса, вӗсем киле вӑрман витӗр, Кардиф тӑвӗн леш енӗпе ҫаврӑнса кайрӗҫ.

Потом они свернули направо, чтобы обойти подальше старый дом, и вернулись домой через лес, по другой стороне Кардифской горы.

25-мӗш сыпӑк. Тӑпра ӑшне алтса чикнӗ укҫана тупма тӑрӑшни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Эпӗ Кардиф тӑвӗ ҫинче, тӑлӑх арӑм ҫурчӗ хыҫӗнче, ватӑ йывӑҫ айӗнче хӑтланса пӑхас мар-ши тесе шухӑшлатӑп.

— Давай попробуем рыть под старым деревом на Кардифской горе, за домом вдовы Дуглас.

25-мӗш сыпӑк. Тӑпра ӑшне алтса чикнӗ укҫана тупма тӑрӑшни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫур сехетрен вӑл, тӑлӑх арӑм Дуглас ҫурчӗ хыҫнелле кӗрсе кайса, Кардиф тӑвӗ тӑрринче курӑнми пулчӗ, шкул ҫурчӗ аялта, хыҫалти айлӑмра, аран ҫеҫ курӑнса ларать.

Через полчаса он уже обогнул дом вдовы Дуглас на вершине Кардифской горы, откуда школа на дне долины едва виднелась.

8-мӗш сыпӑк. Пулас харсӑр пират // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Инҫетре, ҫулӑм пек ҫунакан хӗвел ҫутинче, Кардиф тӑвӗ хӑйӗн ачаш та симӗс тӗслӗ аякӗсене ҫӳлелле ҫӗклентерсе тӑрать.

Там, за окном, в жарком солнечном блеске, зеленели курчавые склоны Кардифской горы.

7-мӗш сыпӑк. Сӑвӑса чуптарса ҫӳрени тата аманнӑ чӗре // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хула тӗлӗнче ҫӳлелле хӑпарса тӑракан Кардиф тӑвӗ ешӗллӗн курӑнать.

Кардифская гора, которую видно было отовсюду, зазеленела вся сплошь.

2-мӗш сыпӑк. Пит аван маляр // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех