Шырав
Шырав ĕçĕ:
7. Ҫарӗ тарса пӗтнӗ пулин те, пурпӗрех вӑрҫӑ вӑрҫмаллине пӗлсе, Иуда пӑшӑрханса ӳкнӗ: ҫӗнӗрен ҫар пухма унӑн вӑхӑт та пулман.
1 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Иуда вара Елеаса хули патӗнче тапӑрӑн тӑнӑ, унӑн ҫарӗнче суйласа илнӗ виҫӗ пин ҫын пулнӑ.5. А Иуда расположился станом при Елеасе, и три тысячи избранных мужей с ним.
1 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫулӗ питӗ вӑрӑм пулнӑ пулин те, ҫапла вӗсем Рим хулине тухса кайнӑ, унта канаша пухӑннисем патне кӗрсе ҫакӑн пек каланӑ: 20. Иуда Маккавейпа унӑн тӑванӗсем, пӗтӗм Иудея халӑхӗ пире сирӗн патӑра туслӑ пурӑнасчӗ тесе тату тума ячӗҫ, пирӗн халӑх хӑйне хӑвӑр юлташӑрсемпе тусӑрсен шутне кӗртме ыйтать, тенӗ.
1 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫапла кала-кала панине илтсессӗн, Иуда ӗнтӗ Евполема — Аккос ывӑлӗн Иоанӑн ывӑлне — тата Елеазар ывӑлне Иасона суйласа илнӗ те вӗсене Рим халӑхӗпе туслӑ, татуллӑ пурӑнма килӗшӳ тума кӑларса янӑ, 18. «эпир эллинсен патшалӑхӗ Израиль халӑхне чуралантарасшӑн пулнине куратпӑр, пире вӗсен пусмӑрне лекме ан парӑр» тесе калама хушнӑ.
1 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Иуда ӗнтӗ Никанор хӑй патне усал шухӑшпа килнине пӗлнӗ те, ҫавӑнпа унран шикленсе, текех унпа курӑнӑҫасшӑн пулман.
1 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Алким ҫапла хӑйӗн каварҫисемпе пӗрле Израиль ывӑлӗсене суя тӗнлӗ ҫынсенчен те ытларах усал тунине Иуда пӗтӗмпех курса тӑнӑ, 24. вара, пӗтӗм Иудея ҫӗрӗ тӑрӑх ҫӳресе, Израиль йӗркинчен тухнисене тавӑрнӑ, ҫавӑн хыҫҫӑн лешӗсем ку ҫӗршыва кӗрсе ҫӳреме те пӑрахнӑ.
1 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Ҫавӑн хыҫҫӑн Иуда керем патӗнчен чакса кайнӑ та Вефсахарӑра патша тапӑрне хирӗҫ тапӑрӑн вырӑнаҫса тӑнӑ.32. После сего Иуда отступил от крепости и расположился станом в Вефсахаре против стана царского.
1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫав хушӑра керемре тӑракансем Израиле сӑваплӑ Ҫурт таврашӗнче хӗссе пурӑннӑ, ӑна яланах сӑтӑр тӑвасшӑн пулнӑ, суя тӗнлӗ ҫынсене пулӑшма тӑрӑшнӑ; 19. вара Иуда вӗсене хӑваласа кӑларма шухӑш тытнӑ, вӗсене хупӑрласа илмешкӗн пӗтӗм халӑха чӗнсе пухнӑ.
1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫавӑн чухне ун патне Персие пӗр ҫын хыпарпа пынӑ: Иуда ҫӗрне вӑрҫӑпа кайнӑ ҫарсем каялла ҫаврӑнса тарнӑ, 6. вӑйлӑ ҫарпа пуринчен малта пынӑ Лисие те иудейсем ҫӗнтернӗ, вӗсем вӑй илнӗ ӗнтӗ: кӑралӗ те нумай, ҫарӗ те йышлӑ, хӑйсем парӑнтарнӑ ҫарсенчен туртса илнӗ тупӑшӗ те туллиех, 7. вӗсем эсӗ Иерусалимри парне вырӑнне ирсӗрлесе туса лартнӑ чӳк вырӑнне ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, хӑйсен сӑваплӑ Ҫурчӗ тавра унчченхи пекех ҫӳллӗ хӳме тытса ҫавӑрнӑ, сан хулуна Вефсурӑна та хӳмепе хӳсе ҫавӑрнӑ, тенӗ.
1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
68. Иуда ӗнтӗ Азот енне, ют халӑх ҫӗрне, пӑрӑнса кайнӑ, унти чӳк вырӑнӗсене аркатса тӑкнӑ, вӗсен туррисен касса тунӑ кӗлеткисене вут-ҫулӑмпа ҫунтарса янӑ, хуласенчен тупӑш пуҫтара-пуҫтара илнӗ, вара Иудея ҫӗрне таврӑннӑ.
1 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
53. Иудея ҫӗрне ҫитиччен пӗтӗм ҫул тӑршшӗпех Иуда кая юлакансене пуҫтарса, хавхалантарса пынӑ.
1 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
51. Иуда хулари арҫынсене пурне те хӗҫпе пӗтерсе тухнӑ, хулине тӗппипе аркатса тӑкнӑ, тупӑш пуҫтарса илнӗ, вара хула витӗр ҫын виллисем урлӑ каҫса иртсе кайнӑ.
1 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
48. Иуда вӗсем патне калаҫса татӑлма ҫынсем янӑ: хамӑр ҫӗрӗмӗре ҫитмешкӗн эпир сирӗн ҫӗрӗр витӗр тухса кайӑпӑр, сире никам та кӳрентермӗ, эпир утса ҫеҫ тухӑпӑр, тенӗ.
1 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Иуда вара Галаадра пурӑннӑ израильсене ватти-вӗтти таранах, вӗсен арӑмӗсемпе, вӗсен ачисемпе пӗрле, пурлӑхне те илтерсе, Иудея ҫӗрне кайма пӗр ҫӗре пуҫтарнӑ, унӑн питӗ пысӑк ҫар пулса тӑнӑ.
1 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Иуда юхӑм шыв патне ҫитнӗ-ҫитменех халӑх валли ҫарпуҫсем уйӑрса лартнӑ та вӗсене ҫапла хушнӑ: тапӑрта пӗр ҫын та ан хӑварӑр, пурте вӑрҫӑ вӑрҫма кайччӑр, тенӗ.
1 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иуда вара вӗсене хирӗҫ кайнӑ.
1 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Иуда унӑн ҫарне пӑхса килме ҫынсем янӑ, лешӗсем вара ӑна ҫапла каласа пӗлтернӗ: вӗсем патне хамӑр таврари пур суя тӗнлӗ халӑх та пухӑннӑ — ҫапла питех те йышлӑ ҫар чӑмӑртаннӑ, 39. тата вӗсем хӑйсене пулӑшма Арави ҫыннисене тара тытса юхӑм шыв леш енне тапӑрӑн ларса тухнӑ, сана хирӗҫ вӑрҫӑ вӑрҫма хатӗр тӑраҫҫӗ, тенӗ.
1 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Иуда вара Масфа еннелле ҫул тытнӑ, ӑна хупӑрласа тӑрса туртса илнӗ, унти мӗнпур арҫынна вӗлерсе тухнӑ, унти пурлӑха пуҫтарса илсе, хулине вутпа ҫунтарса янӑ; 36. унтан малалла кайса, вӑл Хасфон, Макед, Восор тата Галаад ҫӗрӗнчи ытти хуласене туртса илнӗ.
1 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Вӑл тӑшмансене хыҫалтан виҫӗ ушкӑнпа ҫавӑрса илнӗ те, унӑн ҫыннисем кӗлтуса трупасемпе кӑшкӑртса янӑ; 34. Тимофей ҫарӗ вара ку вӑл Маккавей иккенне тавҫӑрса илнӗ те унран ҫаврӑнса тарнӑ, Иуда вӗсене хӑваласа ҫитсе питӗ вӑйлӑ ҫӗмӗрсе тӑкнӑ; Тимофейӑн ҫав кун сакӑр пине яхӑн ҫын пӗтнӗ.
1 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Хуларисем трупапа кӑшкӑртни, кӑшкӑрни-ӳлесе йӗни тӳпене ҫитиех ҫӗкленнӗ, ҫапла ҫапӑҫу пуҫланнине курса, Иуда 32. ҫар ҫыннисене каланӑ: халӗ ӗнтӗ тӑванӑрсемшӗн ҫапӑҫӑр, тенӗ.
1 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.