Шырав
Шырав ĕçĕ:
2. Иисуспа Унӑн вӗренекенӗсем унта тӑтӑшах пыркаланӑ, ҫавӑнпа вӑл вырӑна Ӑна тытса паракан Иуда та пӗлнӗ.2. Знал же это место и Иуда, предатель Его, потому что Иисус часто собирался там с учениками Своими.
Ин 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Иуда, — Искариот мар, урӑххи, — калать Ӑна: эй Ҫӳлхуҫамӑр! мӗнле-ха апла Эсӗ Хӑвна тӗнчене мар, пире анчах кӑтартасшӑн? тенӗ.22. Иуда - не Искариот - говорит Ему: Господи! что это, что Ты хочешь явить Себя нам, а не миру?
Ин 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Иуда тухса кайсан Иисус каланӑ: ¦¦ паян Этем Ывӑлӗ мухтава тухрӗ, Ун урлӑ Турӑ та мухтава тухрӗ.31. Когда он вышел, Иисус сказал: ныне прославился Сын Человеческий, и Бог прославился в Нем.
Ин 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Ҫӑкӑр татӑкне илсенех Иуда тӑрса тухса кайнӑ; ун чухне ҫӗрле пулнӑ.
Ин 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Ҫӑкӑр татӑкне илсенех Иуда тӑрса тухса кайнӑ; ун чухне ҫӗрле пулнӑ.
Ин 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫав татӑка илнӗ хыҫҫӑн Иуда ӑшне шуйттан кӗнӗ.
Ин 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара ҫӑкӑр татӑкне пуҫса Симон ывӑлне Иуда Искариота панӑ.
Ин 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Каҫхи апат вӑхӑтӗнче, — шуйттан ӗнтӗ Симон ывӑлӗн Иуда Искариотӑн чӗрине Иисуса сутас шухӑш кӗртнӗ, — 3. Иисус, Ашшӗ пӗтӗмпех Хӑй аллине панине пӗлсе тата Хӑй Турӑ патӗнчен аннине, Турӑ патне каяссине пӗлсе, 4. апат тунӑ ҫӗртен тӑнӑ та, ҫиелти тумтирне хывса, алшӑлли илсе, ӑна пилӗкне ҫыхнӑ; 5. унтан ҫӑвӑнмалли савӑта шыв янӑ та, вӗренекенӗсенӗн урисене ҫуса, пилӗкне ҫыхнӑ алшӑллипе шӑла пуҫланӑ.
Ин 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӗренекенӗсенчен пӗри, Симон ывӑлӗ Иуда Искариот, Иисуса тытса пама хатӗрленекенӗ, ҫавӑн чухне каланӑ: 5. мӗншӗн-ха ку мирӑна сутса виҫҫӗр динари илес мар, укҫине кӗлмӗҫсене салатса парас мар? тенӗ.
Ин 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
71. Ҫакна Вӑл Симон ывӑлӗ Иуда Искариот ҫинчен каланӑ: лешӗ, вуниккӗшӗнчен пӗри, Ӑна тытса парасшӑн пулнӑ.71. Это говорил Он об Иуде Симонове Искариоте, ибо сей хотел предать Его, будучи один из двенадцати.
Ин 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эпӗ вара Турӑ пичечӗпе паллӑ тунисен шучӗ мӗн чухлӗ пулнине илтрӗм — Израиль ывӑлӗсен пур йӑхӗнчен те палӑртнисем ҫӗр хӗрӗх тӑватӑ пинччӗ: 5. Иуда йӑхӗнчен ҫавӑн пеккисем вуникӗ пин, Рувим йӑхӗнчен — вуникӗ пин, Гад йӑхӗнчен — вуникӗ пин, 6. Асир йӑхӗнчен — вуникӗ пин, Неффалим йӑхӗнчен — вуникӗ пин, Манассия йӑхӗнчен — вуникӗ пин, 7. Симеон йӑхӗнчен — вуникӗ пин, Левий йӑхӗнчен — вуникӗ пин, Иссахар йӑхӗнчен — вуникӗ пин, 8. Завулон йӑхӗнчен — вуникӗ пин, Иосиф йӑхӗнчен — вуникӗ пин, Вениамин йӑхӗнчен те вуникӗ пин ҫынна пичет пуснӑ.
Ӳлӗм 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вара ватӑ ҫынсенчен пӗри мана каларӗ: ан йӗр; акӑ Иуда йӑхӗнчен тухнӑ арӑслан, Давид тӑхӑмӗ, ҫӗнтерчӗ; Вӑл ку кӗнекене уҫса унӑн ҫичӗ пичетне хӑпӑтма пултарать, терӗ.
Ӳлӗм 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Анчах та Турӑ Хӑйӗн халӑхне питлесе ҫапла калать: «акӑ Эпӗ Израиль килӗпе, Иуда килӗпе ҫӗнӗ халал хывас кунсем ҫитеҫҫӗ, тет Ҫӳлхуҫа; 9. ку вӑл Эпӗ вӗсен ашшӗсене алӑран ҫавӑтса Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ чухне хывнӑ халал пек пулмӗ. Вӗсем ҫав халала пӑсрӗҫ, ҫавӑнпа Эпӗ вӗсене тиркерӗм, тет Ҫӳлхуҫа. 10. Акӑ Эпӗ Израиль килӗпе ҫав кунсем хыҫҫӑн хывас халалӑм: Хамӑн саккунӑмсене вӗсенӗн ӑшчиккине кӗртсех лартӑп, чӗрисем ҫинех ҫырса хурӑп, вӗсенӗн Турри пулӑп, вӗсем Манӑн халӑхӑм пулӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа. 11. Вара юлташӗ юлташне, тӑванӗ тӑванне: «Турра пӗл» тесе вӗрентмӗ, мӗншӗн тесессӗн Мана пурте — кӗҫӗннинчен пуҫласа аслине ҫитиех — пӗлме пуҫлӗҫ, 12. мӗншӗн тесессӗн Эпӗ вӗсенӗн усал ӗҫӗсене каҫарӑп, вӗсенӗн ҫылӑхӗсене урӑх асӑнмӑп» тенӗ.
Евр 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Пирӗн Ҫӳлхуҫамӑр Иуда йӑхӗнчен ҫуралса тухнӑ, ӑна пурте пӗлеҫҫӗ, священник пулас тӗлӗшпе ҫав йӑх ҫинчен Моисей нимӗн те каламан.
Евр 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иисус Христос чури, Иаков шӑллӗ Иуда — Атте Турӑ чӗнсе илсе тасатнисене, Иисус Христос сыхласа усранисене: 2. сирӗн ырӑлӑх, канӑҫлӑх, юрату ӳссех пытӑр.
Иуд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
(Иуда вара Иерусалима таврӑннӑ.)
Ап ӗҫс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫӳлхуҫа ӑна каланӑ: тӑр та Тӳрӗ теекен урама кай, унта Иуда килӗнче Савл ятлӑ Тарс ҫыннине шыраса туп; халӗ вӑл кӗлтӑвать-ха, 12. ӑна хӑй патне Анания ятлӑ ҫын килни, ҫавӑ ӑна куракан тӑвасшӑн ун ҫине аллине хуни курӑннӑ, тенӗ.
Ап ӗҫс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Унтан кайран, халӑха шута илсе ҫырнӑ вӑхӑтра, Галилея ҫынни Иуда ҫитрӗ, чылай ҫынна хӑй енне ҫавӑрчӗ; вӑл та пӗтрӗ, ӑна итлекенсем те пурте саланса кайрӗҫ.
Ап ӗҫс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Вара икӗ ҫынна сӗннӗ: Иуст тесе ят хунӑ Варсава теекен Иосифа тата Матфие; 24-25. ун чухне вӗсем ҫапла каласа кӗлтунӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑр, Эсӗ кашнийӗн чӗрине пӗлсе тӑратӑн, ҫаксенчен иккӗшӗнчен Хӑв кама суйласа илнине, хӑй вырӑнне каймашкӑн апостол тивӗҫӗнчен хӑпнӑ Иуда вырӑнне кам апостол пулмаллине кӑтартсамччӗ, тенӗ.
Ап ӗҫс 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иисуса тытакансене ертсе пынӑ Иуда ҫинчен Таса Сывлӑш Ҫырура Давид чӗлхипе малтанах каласа хуни вырӑна килмелле пулчӗ; 17. ӑна пирӗнпе пӗр йыша кӗртнӗччӗ, вӑл ҫак ӗҫе тума тивӗҫ илнӗччӗ; 18. анчах вӑл усал ӗҫӗшӗн илнӗ укҫипе ҫӗр туянчӗ, ӗнтӗ ҫӳлтен персе ансан унӑн хырӑмӗ ҫурӑлса кайнӑ та, пӗтӗм ӑшӗ-чикки тухса ӳкнӗ; 19. Иерусалимра пурӑнакансем пурте ҫакӑн ҫинчен пӗлчӗҫ те вара ҫав ҫӗре хӑйсен тӑван чӗлхипе Акелдама? тесе ят хучӗҫ, ку «Юн ҫӗрӗ» тени пулать.
Ап ӗҫс 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.