Шырав
Шырав ĕçĕ:
18. Анчах та Никанор — Иуда ҫыннисен паттӑрлӑхӗ ҫинчен, тӑван ҫӗршывӗшӗн вӗсем епле хӑюллӑн ҫапӑҫни ҫинчен илтнӗскер — ӗҫе юн тӑксах татса пама хӑранӑ; 19. ҫавӑнпа вӑл Посидоние, Феодота тата Маттафийӑна иудейсемпе килӗшӳ тума янӑ.
2 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Симон — Иуда тӑванӗ — Никанорпа ҫапӑҫӑва кӗнӗ, анчах та тӑшман кӗтмен ҫӗртен тапӑннине пула кӗҫех пысӑк мар ҫухату тӳснӗ.
2 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вара Иудейӑран Иуда патӗнчен тарса кайнӑ суя тӗнлӗ ҫынсем, иудейсен хурлӑхӗпе инкек-синкекӗ хӑйсене ырӑлӑх кӳрессе шанса, ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе Никанор патне пуҫтарӑнса пынӑ.
2 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Эсӗ вара, патшамӑр, ҫакна пӗлӳҫӗн, хӑв пур ҫынна та юратнипе ҫӗршывшӑн тата пирӗн пусмӑр тӳсекен йӑхшӑн тӑрӑшсамччӗ: 10. ӗнтӗ Иуда пулнӑ чухне канлӗх пулмӗ, тенӗ.
2 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Хӑйне Димитрий канаш пухӑвне чӗнсессӗн вара, унран иудейсен шухӑшӗ-кӑмӑлӗ мӗнлереххи ҫинчен ыйтсассӑн, вӑл, ӑссӑр шухӑшне пурӑнӑҫламашкӑн меллӗ самантпа усӑ курса, ҫапла каланӑ: 6. иудейсем хушшинче асидей теекеннисем пур, вӗсен ҫулпуҫӗ — Иуда Маккавей, ҫавсем вӑрҫӑ майлӑ, пӑлхав ҫӗклеҫҫӗ, патшалӑха тулӑхлӑ пулма памаҫҫӗ.
2 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Иккӗмӗш хутӗнче патша Вефсура ҫыннисемпе калаҫса татӑлнӑ; вӑл вӗсене килӗшӳ сӗннӗ, лешӗсем ҫакӑнпа килӗшнӗ, вара вӑл, унтан кайса, Иуда ҫыннисене тапӑннӑ, анчах ӑна хӑйне аркатса тӑкнӑ.
2 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Иуда керемри ҫынсене мӗн кирлине пӗтӗмпех яра-яра панӑ.
2 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Хӑйсене упрама Тӗнчене Пултаракана шанса, Иуда хӑйӗн ҫыннисене саккунсемшӗн, Турӑ Ҫурчӗшӗн, хулашӑн, тӑван ҫӗршӗн, граждан ирӗклӗхӗшӗн паттӑррӑн, пурӑнӑҫа хӗрхенмесӗр ҫапӑҫма ӳкӗтленӗ, вара хӑйӗн ҫарне Модин ҫывӑхӗнче вырӑнаҫтарса тухнӑ.
2 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫынсем, пурте пӗр кӑмӑллӑ пулса, виҫӗ кун хушши йӗрсе, типӗ тытса, чӗркуҫленсе ларса Ҫӳлхуҫана — хӗрхенекен Ҫӳлхуҫана — пӗр вӗҫӗмсӗр кӗлтунӑ; вара Иуда вӗсене ырланӑ, хатӗрленсе тӑма хушнӑ.
2 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫакӑн ҫинчен пӗлсессӗн, Иуда халӑха ир те, каҫ та Ҫӳлхуҫана кӗлтума, саккунсӑр, тӑван ҫӗрсӗр, Туррӑн сӑваплӑ Ҫурчӗсӗр тӑрса юлас хӑрушлӑх умӗнче Вӑл халӗ те унчченхи пекех Хӑйӗн пулӑшӑвне ятӑрччӗ, 11. тин кӑна кӑштах лӑпланнӑ халӑха Вӑл усал чӗлхеллӗ суя тӗнлисен пусмӑрне ан патӑрччӗ тесе тархаслама хушнӑ.
2 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Вара пурте пытаннӑ вӑрттӑнлӑха уҫса паракан сӑваплӑ Ҫӳлхуҫа Тӳрене мухтавланӑ, 42. вӗсем кӗлтунӑ, тунӑ ҫылӑх пачах ҫухалтӑрччӗ тесе тархасланӑ; мухтавлӑ Иуда пуҫ хунисен айӑпӗпе мӗн пулса иртнине хӑйсен куҫӗпе хӑйсем курнӑ халӑха ҫылӑхран сыхланса пурӑнма ӳкӗтленӗ.
2 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Тепӗр кунхине Иуда ҫыннисем, тивӗҫ хушнипе, пуҫ хунисен ӳтне пуҫтарма, вӗсене хурӑнташӗсемпе юнашар ашшӗсен тупӑклӑхне пытарма кайнӑ.
2 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Унтан Иуда, хӑйӗн ҫарне ертсе, Одоллам хулине кайнӑ, ҫиччӗмӗш кун ҫитнӗ пирки вӗсем, йӑла тӑрӑх, тасалнӑ та шӑматкуна уявланӑ.
2 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Ездринпа пӗрле пулнисем вӑрах ҫапӑҫнипе ывӑнса ҫитсессӗн, Иуда хӑйсене пулӑшмашкӑн Ҫӳлхуҫана чӗннӗ, ҫапӑҫура пуҫласа ертсе пыраканӗ Вӑл пултӑр тенӗ.
2 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Анчах, унта пурӑнакан иудейсем каланӑ тӑрӑх, Скифополь ҫыннисем вӗсемпе яланах, хӑйсене йывӑр килнӗ вӑхӑтра та, ӑшӑ кӑмӑллӑ пулнӑ; 31. Скифополь ҫыннисене тав туса, ӳлӗмрен те хӑйсен йӑхӗпе ырӑ кӑмӑллӑ пулма ыйтса, Иуда ҫыннисем Иерусалима тухса кайнӑ, мӗншӗн тесессӗн эрне уявӗ ҫывӑхарса килнӗ.
2 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Анчах Иуда ҫыннисем Пурне те Пултаракана, Хӑйӗн хӑвачӗпе тӑшман вӑйне аркатакан Турра, хӑйсене пулӑшма чӗннӗ те ҫак хулана ярса илнӗ, унта пулнӑ ҫирӗм пилӗк пине яхӑн ҫынна пӗтернӗ.
2 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Вӗсене ҫӗнтернӗ-парӑнтарнӑ хыҫҫӑн Иуда тӗреклӗлетнӗ Ефрон хулине хирӗҫ кайнӑ, унта Лисий тата тӗрлӗ халӑх ҫыннисем йышлӑн тӑнӑ: хӳме умӗнче тӑракан патвар ҫамрӑксем хастар ҫапӑҫнӑ; унтах темӗн чухлӗ ҫар хатӗрӗпе ҫӗмрен хатӗрлесе хунӑ пулнӑ.
2 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Ҫакӑн хыҫҫӑн Иуда ӗнтӗ Карнионпа Атаргатиона хирӗҫ кайса та ҫирӗм пилӗк пин ҫынна пӗтерсе тӑкнӑ.26. Потом Иуда пошел против Карниона и Атаргатиона, и избил двадцать пять тысяч человек.
2 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Иуда вӗсене ҫине тӑрсах йӗрлесе пынӑ, суя тӗнлисене вӗлернӗ, вӑтӑр пине яхӑн ҫынна тӗп тунӑ.
2 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Иуда ҫывӑхарса килни ҫинчен пӗлсессӗн, Тимофей хӗрарӑмсемпе ачасене, ытти лавсене Карнион теекен кереме янӑ, мӗншӗн тесессӗн вырӑнӗ хӗсӗккине пула ку кереме ҫавӑрса илме май пулман.
2 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.