Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ильич сăмах пирĕн базăра пур.
Ильич (тĕпĕ: Ильич) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Леонид Ильич юсав ӗҫӗсем туса ирттермеллине хӑй те курса ӗненчӗ, пулӑшма шантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи савӑнӑҫ // В. ШАПОШНИКОВ. http://www.zp21rus.ru/kultura/2208-n-ul- ... nkhi-sav-n

Владимир Ильич Чӑнлӑ районӗнчи Пухтел хӗрӗ пирки ҫеҫ мар, Литература ҫулталӑкӗнче чӑвашлӑх ӗҫӗн хастарӗсем мӗн туни ҫинчен те тӗплӗн каласа кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш пики — пуласлӑх хуҫи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2015.12.18, 241-242 (26903-26904)№№

Леонид Ильич тӗп хула пуҫлӑхӗ пулнӑ чухне ҫапла шӳтлеме хӑяймастчӗ-ха ӗнтӗ, халь вара юрать — ҫӗршыв парламенчӗн аялти палатин депутачӗн статусӗ ирӗклӗрех пулма май парать.

Куҫарса пулӑш

Пулас спикер паллӑ // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

В. Шалтыков призӗшӗн велоспортпа ҫулленех ӑмӑртусем пулаҫҫӗ, ӑна Ильич яч. хис. хуҫалӑх йӗркелет.

Куҫарса пулӑш

Физкультурӑпа спорт ӗҫне - пурнӑҫ ыйтнӑ шая // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2002.08.13

Вӗсен шутӗнче, Ф.А. Рылин (Ильич яч. хис. хуҫалӑх), А.А. Михайлов («Новая Юнга»), Б.А. Васильев (Е. Андреев яч. хис.), т. ыт. те.

Куҫарса пулӑш

Физкультурӑпа спорт ӗҫне - пурнӑҫ ыйтнӑ шая // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2002.08.13

— Графика ӗлкӗрсе пынисене вӑрҫмастчӗ, — калаҫӑва тӑсрӗ Лев Ильич.

Куҫарса пулӑш

«Пылчӑклӑ атӑпа Чичикин пӳлӗмне кӗтӗм» // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Леонид Ильич шантарнӑ тӑрӑх — палӑртнӑ йыша хваттерпе тивӗҫтерес ӗҫ 2017 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче вӗҫленӗ.

Как уверял Леонид Ильич - работа по обеспечению квартирами определенных семей завершится в сентябре 2017 года.

Уяври чи хаклӑ парне // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Чӑваш Республикин Тав хучӗсемпе «Красная Чувашия» ЯХПК механизаторне Владимир Алексеевич Афанасьева, Илларионов хресчен фермер хуҫалӑхӗнчи Владимир Ильич Алексеева, Тӗмерти вӑтам шкулӑн канцеляри ӗҫне тӑвакан Людмила Семеновна Григорьевана, «Дружба» ЯХПК председательне Иван Васильевич Зубова чысларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тар кӑларса ӗҫленӗ хыҫҫӑн, ай, савӑнтӑмӑр та акатуйра // А.НИКИТИНА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.06.15

Светлана Георгиевна ун хыҫҫӑн Муркаш районӗн пуҫлӑхне, Ильич ячӗллӗ ЯХПК председательне Игорь Николаева сӑмах пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Купӑрля ӑс-хакӑл управҫине пуҫ тайрӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Шӑпӑрлӑварта Александр Ильич Ильинпа Екатерина Осиповна Осипова ҫуралнӑ.

В Шипырлаваре родились Александр Ильич Ильин и Екатерина Осиповна Осипова.

Униҫҫи аппан савӑнӑҫӗ // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2016.07.25

Вӗсем: Зинетзян Алиякберович Абдрахманов, Шайхутдин Хайртдинович Азизов, Зинетзян Ямалетдинович Алеев, Петр Ефимович Алексеев, Василий Егорович Ананьев, Алексей Никитич Атласкин, Георгий Михайлович Белков, Николай Васильевич Васильев, Иван Степанович Владимиров, Сенетулла Гинетуллович Волков, Алексей Михайлович Галкин, Василий Петрович Зверев, Минсафа Бедертдинович Зейнетдинов, Минетулла Минязетдинович Зиятдинов, Василий Иванович Иванов, Алексей Данилович Игонин, Андрей Дмитриевич Митюков, Ревокат Прохорович Моисеев, Шеймерзян Алимович Незиров, Николай Ильич Павлов, Семен Павлович Павлов, Иван Яковлевич Салмин, Василий Григорьевич Скворцов, Всеволод Алексеевич Скворцов, Сергей Кириллович Совин, Павел Захарович Сорокин, Лидия Титовна Титова, Николай Васильевич Уральский, Василий Николаевич Чаржов, Хейертдин Ялалтдинович Ямалетдинов.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнтерӗве ҫывхартнисем чыс-хисепе тивӗҫлӗ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.05.06

Хресчен союзӗн председателӗн Аркадий Павлович Айдакӑн (йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр), республикӑри агропромышленноҫ комплексӗн профсоюз комитечӗн председателӗн Петр Васильевич Ивантаевӑн, ял хуҫалӑх министрӗн Александр Ильич Куликовӑн тӑрӑшулӑхӗ пысӑк, авторитечӗсем сумлӑ пулман пулсан «Хресчен сассине» ура ҫине тӑма йывӑр тиветчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑнӑҫу сана, хаҫатӑм! // Вера САВЕЛЬЕВА. «Хресчен сасси», 2016.04.21, 15№

«Суйлавҫӑсем депутатсенчен курӑмлӑ ӗҫсем кӗтеҫҫӗ. Ҫак тапхӑрта халӑхпа ытларах тӗл пулмалла, вӗсене хумхантаракан ыйтусене тӗпчемелле. Сӑмаха чӑн ӗҫпе ҫирӗплетмелле, депутат чи малтан хӑйӗн сӑмахӗшӗн яваплӑ», - тенӗ Леонид Ильич.

Куҫарса пулӑш

Хӑйӗн сӑмахӗшӗн яваплӑ // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

«Анчах суйлавҫӑсем депутатсенчен курӑмлӑ ӗҫсем кӗтеҫҫӗ. Ҫак тапхӑрта халӑхпа ытларах тӗл пулмалла, вӗсене хумхантаракан ыйтусене тӗпчемелле. Сӑмаха чӑн ӗҫпе ҫирӗплетмелле, депутат чи малтан хӑйӗн сӑмахӗшӗн яваплӑ», - терӗ Леонид Ильич.

Куҫарса пулӑш

Депутат хӑйӗн сӑмахӗшӗн яваплӑ // В.БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, ака, 19; 53-60№

«Эпӗ унччен кунашкал шӑкӑл-шӑкӑл пурнӑҫ курман, манран укҫа кӑна кӗтнӗ. Иринӑна малтанхи арӑмпа танлаштарма ҫук», — терӗ Владимир Ильич мӑшӑрне ҫупӑрласа.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

«Ун чухне аван ӗҫлесе илеттӗм. Ачасене общежитире мар, тара тытнӑ хваттерте пурӑнтартӑм, укҫаран татӑк тӑратман, холодильнике апат-ҫимӗҫпе тултарсах тӑнӑ. Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та Ольӑпа пӗрлех пурӑнтӑмӑр, эпӗ эрни-эрнипе килте пулман чухне ывӑла пӗччен епле хӑварас? 9-мӗш класс хыҫҫӑн Владик та Шупашкара кайрӗ. Ялти ҫурта ҫӑра ҫакса, выльӑх-чӗрлӗхе сутса Оля та ывӑлӗпе, хӗрӗпе пӗрле хулана пурӑнма куҫрӗ. Медсестрана вӗреннӗскер пӗр вӑхӑт ялти садикре ӗҫлерӗ. Унтан кайсан, вӑхӑт иртсен, квалификацие ҫухатрӗ. Хулара кафере савӑт-сапа ҫунӑ ҫӗрте те, пекарньӑра та ӗҫлерӗ. Ҫӑкӑр пӗҫернӗ чухне сутлӑха юрӑхсӑрри тӑтӑш пулатчӗ унӑн, куншӑн хӑйӗн кӗсйинчен тӳлеттеретчӗҫ. Тӑкакӗсене хам кӗсьерен тем чухлех саплаштарнӑ», — каласа кӑтартрӗ Владимир Ильич.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех