Шырав
Шырав ĕçĕ:
25. Ҫӳлхуҫа Соломона пӗтӗм Израиль умӗнче асла кӑларнӑ, ӑна халиччен пӗр Израиль патши те курман чап парнеленӗ.
1 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫӳлхуҫа вара Израиль ҫине мур чирӗ янӑ та, Израиль халӑхӗ ҫитмӗл пин ҫын вилнӗ.14. И послал Господь язву на Израиля, и умерло Израильтян семьдесят тысяч человек.
1 Ҫулс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Шуйттан Израиле хирӗҫ ҫӗкленнӗ те Давида Израиль ҫыннисен йышне шута илме хистенӗ.1. И восстал сатана на Израиля, и возбудил Давида сделать счисление Израильтян.
1 Ҫулс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Пӗтӗм Израиль халӑхӗпе пӗрле Эпӗ ӑҫта кӑна ҫӳремерӗм, анчах Хамӑн халӑхӑма кӗтсе ҫӳреме лартнӑ Израиль тӳрисене хӑшне те пулин «мӗншӗн Ман валли кедр Ҫурт лартмастӑр?» тесе пӗр сӑмах та пулин каларӑм-и?
1 Ҫулс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Давид ӗнтӗ хӑйне Ҫӳлхуҫа Израиль патши пулма ҫирӗплетнине, унӑн патшалӑхне Израиль халӑхӗшӗн ҫӗкленине курнӑ.
1 Ҫулс 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Давид пинпӳсемпе, ҫӗрпӳсемпе тата мӗнпур ҫулпуҫпа канашланӑ та 2. пӗтӗм Израиль халӑхне пуҫтарса ҫапла каланӑ: эсир килӗшсессӗн тата ҫакна тума Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑрӑн ирӗкӗ пулсассӑн, хамӑрӑн ытти тӑванӑмӑрсем патне ҫынсем ярар, пӗтӗм Израиль ҫӗрне ҫитчӗр, ҫавӑн пекех священниксемпе левитсем патне те, вӗсен хулисене, вӗсем пурӑнакан пур вырӑна та ҫынсем ярар — пурте пирӗн пата пуҫтарӑнччӑр; 3. вара Туррӑмӑр саккунӗн арчине хамӑр пата куҫарса килӗпӗр, ӗнтӗ Саул вӑхӑтӗнче эпир ӑна мансах пурӑнтӑмӑр, тенӗ.
1 Ҫулс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вара Израилӗн мӗнпур аслӑ ҫынни патша патне Хеврона пынӑ та, Давид вӗсемпе Хевронра Ҫӳлхуҫа умӗнче халал хывнӑ; вара, Самуил урлӑ Ҫӳлхуҫа хушнипе, Давида Израиль патши пулма ҫу сӗрсе янӑ.
1 Ҫулс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Мӗнпур Израиль халӑхне ҫапла хӑйсен йӑхӗ-ӑрӑвӗ тӑрӑх шутласа тухнӑ, вӗсене пурне те Израиль патшисенӗн кӗнекине кӗртнӗ.
1 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Вара патша пӗтӗм халӑха чӗнсе каланӑ: ҫак халал кӗнекинче ҫырнӑ пек, Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр ячӗпе Пасха ирттерӗр, тенӗ, 22. Израиль халӑхне тӳресем тытса тӑнӑранпа та Пасхӑна ҫакӑн пек ирттермен, Израиль патшисемпе Иудея патшисем те пӗри те Пасхӑна унашкал чаплӑ уявламан; 23. ҫак Пасхӑна Иосия вунсаккӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Ҫӳлхуҫана чысласа Иерусалимра ирттернӗ.
4 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Езекия тӑваттӑмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, Осия — Ила ывӑлӗ, Израиль патши — ҫиччӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Ассири патши Салманассар Самарие тапӑннӑ, ӑна хупӑрласа илнӗ, 10. ӑна вӑл виҫӗ ҫултан ҫӗнсе илнӗ: Езекия улттӑмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, эппин, Израиль патши Осия тӑххӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне вӑл Самарие парӑнтарнӑ.
4 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Израиль ывӑлӗсем ӗнтӗ Иеровоам тунӑ ҫылӑхсенех туса пурӑннӑ, вӗсенчен хӑпман, 23. Ҫӳлхуҫа, Хӑйӗн чурисем, пророкӗсем, урлӑ каланӑ пек, Израиле Хӑйӗн умӗнчен сирсе яричченех вӗсем ҫавӑн пек пурӑннӑ.
4 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Патшана ларнӑ чухне Ахаз ҫирӗмре пулнӑ, Иерусалимра вӑл вунултӑ ҫул хушши патшара ларнӑ, хӑйӗн Ҫӳлхуҫа Турри умӗнчи ӗҫсене вӑл хӑйӗн ашшӗ пек, Давид пек, туса пыман, 3. Израиль патшисенӗн ҫулӗпех ҫӳренӗ, Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсем хушшинчен хӑваласа янӑ халӑхсен ирсӗр йӑли-йӗркине йышӑнса, хӑй ывӑлне те вут-ҫулӑм витӗр кӑларнӑ, 4. тӳпем вырӑнсемпе сӑртсем ҫинче, кашни лаштра йывӑҫ айӗнче чӳк тунӑ, ырӑ шӑршӑ тӗтӗрнӗ.
4 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Азария — Иудея патши — аллӑ иккӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Самарире Израиль патшине Факей, Ремалия ывӑлӗ, ларнӑ, вӑл ҫирӗм ҫул хушши патша пулнӑ; 28. вӑл Ҫӳлхуҫана юрӑхсӑр ӗҫсем туса пурӑннӑ: Израиле ҫылӑха кӗртнӗ Иеровоамӑн, Нават ывӑлӗн, ҫылӑхӗсенчен хӑпайман.
4 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Азария — Иудея патши — аллӑмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Самарире Израиль патшине Факия, Менаим ывӑлӗ, ларнӑ, вӑл икӗ ҫул хушши патша пулнӑ; 24. вӑл Ҫӳлхуҫана юрӑхсӑр ӗҫсем туса пурӑннӑ: Израиле ҫылӑха кӗртнӗ Иеровоамӑн, Нават ывӑлӗн, ҫылӑхӗсенчен хӑпайман.
4 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Азария — Иудея патши — вӑтӑр тӑххӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Израиль патшине Менаим, Гадий ывӑлӗ, ларнӑ, вӑл Самарире вунӑ ҫул хушши патша пулнӑ; 18. вӑл Ҫӳлхуҫана юрӑхсӑр ӗҫсем туса пурӑннӑ: Израиле ҫылӑха кӗртнӗ Иеровоамӑн, Нават ывӑлӗн, ҫылӑхӗсенчен ӗмӗрӗ тӑршшӗпе те хӑпайман.
4 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Иеровоамӑн ытти ӗҫӗсене, вӑл мӗн-мӗн тунине пурне те, тата унӑн паттӑрла ӗҫӗсене, вӑл епле ҫапӑҫнине, Иуда аллинче пулнӑ Дамаскпа Емафа Израиле тавӑрса панине Израиль патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.
4 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Вӑл Израиль ҫӗрне унчченхи чикки таран — Емафа кӗмелли вырӑнтан пуҫласа пушхирти тинӗсе ҫитичченех — каялла тавӑрнӑ; ҫакӑ пӗтӗмпе Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри Хӑйӗн чурине Ионӑна — Амафия ывӑлне, Гафхефер пророкне — каланӑ пек пулса тухнӑ.
4 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Амасия — Иоас ывӑлӗ, Иудея патши — вунпиллӗкмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Самарире Израиль патшине Иеровоам, Иоас ывӑлӗ, ларнӑ, вӑл хӗрӗх пӗр ҫул хушши патша пулнӑ, 24. вӑл Ҫӳлхуҫана юрӑхсӑр ӗҫсем тунӑ: Израиле ҫылӑха кӗртнӗ Иеровоамӑн, Нават ывӑлӗн, ҫылӑхӗсенчен хӑпман.
4 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Иоас — Иудея патши — вӑтӑр ҫиччӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Иоас, Иоахаз ывӑлӗ, Самарире Израиль патшине ларнӑ, вӑл вунултӑ ҫул патша пулнӑ, 11. вӑл Ҫӳлхуҫана юрӑхсӑр ӗҫсем тунӑ; Израиле ҫылӑха кӗртнӗ Иеровоамӑн, Нават ывӑлӗн, ҫылӑхӗсенчен хӑпман, ҫавсемпех чӑлханса пурӑннӑ.
4 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫӳлхуҫа Израиль ҫыннисене ҫӑлакан тупса панӑ, вара вӗсем Сири ҫыннисен аллинчен хӑтӑлса тухнӑ, Израиль ывӑлӗсем ӗнтӗ хӑйсен чатӑрӗсенче ӗнерхипе виҫӗмкунхи пекех пурӑнма пуҫланӑ.
4 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.