Шырав
Шырав ĕçĕ:
67. Вара Зоровавельпе Иисус тата Израиль ӑрӑвӗсен пуҫлӑхӗсем вӗсене каланӑ: сирӗн пирӗнпе пӗрле пирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр Ҫуртне лартасси пулас ҫук; 68. хамӑра Перси патши Кир хушнӑ пек, Ҫӳлхуҫанӑн, Израиль Туррийӗн, Ҫуртне эпир хамӑрах тӑватпӑр, тенӗ.
2 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
49. Вӗсем патне ҫав ҫӗр ҫинче пурӑнакан ытти халӑх ҫыннисем пуҫтарӑннӑ, вӗсем Израиль ывӑлӗсене хирӗҫ пынӑ, вӗсене хӗстерсех тӑнӑ; ҫапах Израиль ывӑлӗсем парне вырӑнне унӑн малтанхи никӗсӗ ҫинех туса лартнӑ; вара хӑй вӑхӑтӗнче, — ирсерен те, каҫсерен те, — пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана парне кӳрсе тӑма пуҫланӑ.
2 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ун вӑхӑтӗнче мӗн пулса иртнине унчченхи ҫулсеренхи кӗнекесенче ҫырса кӑтартнӑ: Израиль халӑхӗ кирек хӑш халӑхран та, кирек хӑш патшалӑхран та ытларах ҫылӑха кӗрсе Ҫӳлхуҫана хирӗҫле усал ӗҫсем туни ҫинчен, пӗлсе тӑрсах Ҫӳлхуҫана хурлани ҫинчен, Унӑн сӑмахӗсем Израиле мӗншӗн хирӗҫле пулни ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ.
2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Израиль ывӑлӗсем пурте, пӗр ҫын пек, Шыв хапхи умӗнчи уҫӑ вырӑна пуҫтарӑнчӗҫ те Ездра кӗнекеҫӗне Ҫӳлхуҫа Израиле панӑ Моисей саккунӗн кӗнекине илсе килме каларӗҫ.
Неем 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Хӑвӑн чуру тӑвакан кӗлле илтмешкӗн Санӑн хӑлху тимлӗ пулинччӗ, куҫу уҫӑ пулинччӗ: эпӗ кунӗн-ҫӗрӗн Санӑн умӑнта Израиль ывӑлӗсемшӗн, Хӑвӑн чурусемшӗн кӗлтӑватӑп, Израиль ывӑлӗсенӗн ҫылӑхӗсене каҫарма тархаслатӑп — эпир Сан умӑнта ҫылӑха кӗтӗмӗр, эпӗ те, ман аттем килӗ те ҫылӑха кӗтӗмӗр.
Неем 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. «Ҫапла хушатӑп: манӑн патшалӑхӑмра пурӑнакан Израиль халӑхӗн ҫыннисем, священниксемпе левитсем кам та кам Иерусалима кайма шухӑшлать, ҫавсем санпа пӗрле кайччӑр. 14. Сана патшапа унӑн ҫичӗ канашҫи Иудӑпа Иерусалима яраҫҫӗ: санӑн хӑвӑн Туррун саккунӗ пур, унти лару-тӑрӑва ҫак саккун тӑрӑх пӑхса тух. 15. Унсӑр пуҫне санӑн унта ылтӑнпа кӗмӗл — патшапа унӑн канашҫисем Иерусалимра пурӑнакан Израиль Турри валли панӑ ылтӑн-кӗмӗле — илсе ҫитермелле; 16. тата эсӗ пӗтӗм Вавилон ҫӗрӗ тӑрӑх кайса ылтӑн-кӗмӗл пуҫтарӑн та ӑна та, тата халӑхпа священниксем Иерусалимри хӑйсен Туррин Ҫурчӗ валли ырӑ кӑмӑлтан панӑ парнисене те хӑвӑнпа пӗрле илсе кайӑн; 17. ҫав укҫапа хӑвӑртрах вӑкӑрсем, сурӑхсем, путексем тата унсӑр пуҫне тырӑ-пулӑ парнисем туян, вӗсем ҫине сирпӗтме иҫӗм эрехӗ туян, ҫакна пӗтӗмпе хӑвӑр Туррӑрӑн Иерусалимри Ҫурчӗн парне вырӑнӗ ҫинче парне кӳр. 18. Ытти мӗн юлнӑ ылтӑн-кӗмӗлпе ху тата хӑвӑн тӑванусем мӗн тума шухӑшлатӑр, хӑвӑр Туррӑр ирӗкӗпе ҫавна тӑвӑр. 19. Сана хӑвӑн Туррун Ҫуртӗнче ӗҫлесе тӑма панӑ савӑтсене Иерусалим Турри умне ларт. 20. Хӑвӑн Туррун Ҫурчӗ валли тата мӗн кирлине сана патша мулӗн управӑшӗнчен илсе парӗҫ. 21. Эпӗ, Артаксеркс патша, юханшыв леш енчи мул управҫисене ҫапла хушатӑп: Ездра священник, Ҫӳлти Турӑ саккунне вӗрентекен, сирӗнтен мӗн ыйтать, ҫавна пӗр тӑхтаса тӑмасӑр парӑр: 22. ҫӗр талант таран кӗмӗл, ҫӗр кор таран тулӑ, ҫӗр бат таран иҫӗм эрехӗ, ҫӗр бат таран ҫу парӑр, тӑварне вара виҫме те кирлӗ мар. 23. Ҫӳлти Турӑ мӗн хушнӑ, ҫӳлти Турӑ Ҫурчӗшӗн ҫавна тимлӗн, тӑрӑшса тумалла; [асӑрханӑр, ҫӳлти Турӑ Ҫурчӗ ҫине кам та пулин алӑ ан тӑстӑр,] ҫавна пула патшалӑх ҫине, патшапа унӑн ывӑлӗсем ҫине Унӑн ҫилли ан ӳктӗр. 24. Эпир сире пӗлтерсе хуратпӑр: священниксенчен е левитсенчен, юрӑҫсенчен, хапха хуралҫисенчен, левитсене пулӑшакансенчен, ҫак Турӑ Ҫуртӗнче ӗҫлесе тӑракансенчен нихӑшӗнчен те хырҫӑ та, куланай та, нимӗнле тӳлев те илмелле мар. 25. Эсӗ вара, Ездра, Турру ӑслӑлӑхне чӗрӳне хывнӑскер, пуҫлӑхсемпе тӳресем лартса тух; вӗсем юханшыв леш енчи пӗтӗм халӑха — санӑн Туррун саккунӗсене пӗлекенскерсене — тӳррипе сут туччӑр, пӗлменнисене вара вӗрентӗр. 26. Кам та кам санӑн Туррун саккунне, патша саккунне пурӑнӑҫламасть, ҫавна ҫийӗнчех сут туса е вӗлермелле, е хӑваласа ямалла, е укҫа тӳлеттермелле, е тӗрмене хупмалла».
1 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Турӑ Ҫуртне тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ чухне вӗсем ҫӗр вӑкӑр, икҫӗр сурӑх таки, тӑватҫӗр путек кӳнӗ, тата пӗтӗм Израиль ҫылӑхӗшӗн — Израиль йӑхӗсен шутне кура — вуникӗ качака таки парне кӳнӗ.
1 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Зоровавельпе Иисус, Израиль ӑрӑвӗсен ытти пуҫлӑхӗсем каланӑ вӗсене: сирӗн пирӗнпе пӗрле пирӗн Туррӑмӑрӑн Ҫуртне лартасси пулас ҫук; хамӑра Перси патши Кир хушнӑ пек, Ҫӳлхуҫанӑн, Израиль Туррийӗн, Ҫуртне эпир хамӑрах тӑватпӑр, тенӗ.
1 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫакӑн пек Пасха Израильре Самуил пророк вӑхӑтӗнче пулнӑранпа та пулман; Израилӗн пӗр патши те Иосия, священниксем, левитсем, ҫавӑнта пулнӑ Иудейӑпа Израиль халӑхӗ тата Иерусалимра пурӑнакансем ирттернӗ пек Пасха ирттерсе курман.
2 Ҫулс 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Иосия ӗнтӗ Израиль ывӑлӗсен мӗнпур ҫӗрӗ ҫинчи йӗрӗнчӗксене пӗтӗмпех аркатнӑ, Израиль ҫӗрӗнчи ҫынсене пурне те хӑйсен Ҫӳлхуҫа Туррине ӗҫлесе пурӑнма хушнӑ.
2 Ҫулс 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Манассиян ытти ӗҫӗсем ҫинчен, вӑл хӑйӗн Туррине епле кӗлтуни ҫинчен, витӗркурансем ӑна Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри ячӗпе мӗн калани ҫинчен Израиль патшисенӗн кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.
2 Ҫулс 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Израиль Турри ячӗпе Пасха ирттерме Иерусалима пухӑнмалли ҫинчен пӗтӗм Израилӗпех — Вирсавияран тытӑнса Дан таранах — пӗлтерме килӗшсе татӑлнӑ; ӗнтӗ Пасхӑна тахҫантанпах саккун хушнӑ пек ирттермен пулнӑ.
2 Ҫулс 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Патшана ларнӑ чухне Ахаз ҫирӗмре пулнӑ, Иерусалимра вӑл вунултӑ ҫул хушши патшара ларнӑ; Ҫӳлхуҫа умӗнчи ӗҫсене вӑл хӑйӗн ашшӗ пек, Давид пек, туса пыман, 2. Израиль патшисен ҫулӗпех ҫӳренӗ, ҫитменнине тата Ваал кӗлеткисене шӑратса туса тултарнӑ; 3. Енном ывӑлӗсен айлӑмӗнче тӗтӗрнӗ, Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсем хушшинчен хӑваласа янӑ халӑхсен ирсӗр йӑли-йӗркине йышӑнса, Ахаз хӑй ывӑлӗсене те вут-ҫулӑм витӗр кӑларнӑ; 4. тӳпем вырӑнсемпе сӑртсем ҫинче, кашни лаштра йывӑҫ айӗнче чӳк тунӑ, ырӑ шӑршӑ тӗтӗрнӗ.
2 Ҫулс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Израиль ҫарӗ санпа ан пытӑрччӗ, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа — Израиль ҫыннисемпе мар, Ефрем ывӑлӗсемпе мар.
2 Ҫулс 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Нумай вӑхӑт хушши Израиль чӑн Турӑсӑр, вӗрентсе тӑракан священниксӑр, саккунсӑр пулӗ; 4. анчах та вӑл, аптӑраса ҫитсе, Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри енне ҫаврӑнсассӑн, Ӑна шырама тытӑнсассӑн, Турӑ Хӑйне тупма парӗ.
2 Ҫулс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Пӗлместӗр-им эсир, Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри, [ӗмӗрлӗхе хывнӑ] тӑвар халалӗ тӑрӑх, Давида, ӑна хӑйне тата ун ывӑлӗсене ӗмӗрех Израиль патши пулма халалланӑ!
2 Ҫулс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Израиль маррисене — хетсенчен, аморрейсенчен, ферезейсенчен, евейсенчен, иевусейсенчен юлнӑ пӗтӗм халӑха — 8. вӗсем хыҫҫӑн ҫӗр ҫине юлнӑ ачисене, Израиль ывӑлӗсем пӗтермесӗр хӑварнӑскерсене, Соломон паян кунчченех хырҫӑ тӳлесе тӑракан ӗҫлевҫӗсем тунӑ.
2 Ҫулс 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Хӑвӑн Израиль халӑхӗ хушшинчен тухман ҫын, ют халӑх ҫынни, Санӑн аслӑ ятупа вӑйлӑ аллушӑн, Санӑн пысӑк хӑватушӑн инҫетри ҫӗртен килсессӗн, ҫапла килсе ҫак Ҫурт умӗнче кӗлтусассӑн, 33. илтсемччӗ тӳперен, Ху пурӑнакан вырӑнтан, ют халӑх ҫынни Хӑвӑнтан мӗн тархасласа ыйтнине пӗтӗмпех тусамччӗ ун чухне; ҫапла ҫӗр ҫинчи пур халӑх та Санӑн ятна пӗлсе тӑтӑр, Санран Хӑвӑн халӑху Израиль хӑранӑ пек хӑратӑр, эпӗ лартнӑ ҫак Ҫурт Санӑн ятупа хисепленнине пӗлтӗр.
2 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Сан умӑнта ҫылӑха кӗнӗшӗн Санӑн Израиль халӑхне тӑшманӗ хӗне ӳкерсессӗн, вӗсем вара Сан енне ҫаврӑнса, ҫак Ҫуртра Санӑн ятна асӑнса Санран каҫару ыйтса кӗлтусассӑн, 25. Эсӗ ҫавна тӳперен илтсемччӗ, Хӑвӑн Израиль халӑхӗн ҫылӑхне каҫарсамччӗ, вӗсене тата ашшӗсене Хӑв панӑ ҫӗршыва каялла тавӑрсамччӗ вӗсене.
2 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫавӑн хыҫҫӑн Соломон Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчине Давид хулинчен, Сионран, куҫарса килмешкӗн Израилӗн аслӑ ҫыннисене, пӗтӗм йӑх пуҫӗсемпе Израиль ывӑлӗсен ӑру пуҫлӑхӗсене пурне те Иерусалима чӗнсе пуҫтарнӑ.
2 Ҫулс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.