Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Дуняшкӑн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пластмассӑран тунӑ кӑвак щётка Дуняшкӑн чунтан ӑмсанакан япала пулнӑ.

Голубая пластмассовая щетка Лены была предметом Дуняшкиных вожделений.

6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Василий складран тухрӗ, унӑн пичӗ ҫинче ҫакӑн пек сӑн-пит Дуняшкӑн кӑна тепӗр чух пулкалать; кӑмӑллӑ та ытарлӑ вӑйӑ палӑрать.

Василий вышел со склада, и лицо у него было удовлетворенное, таинственное и довольное и очень напоминало лицо маленькой Дуняшки.

2. Хӑвӑртлӑх // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Стена ҫине картинӑсемпе занятисен расписанийӗсене ҫакса илемлетсе тунӑ Катюшкӑн «пионерсен кӗтесӗ», Дуняшкӑн «вылямалли сӗтелӗ», Авдотья кровачӗ ҫинчи кӑпӑшкалатнӑ минтерсем, пысӑк кухньӑн сентрисене кармалли тӗрӗллӗ чаршавсем — ҫаксем пурте халӗ тахҫантанпах кунта пулнӑ пек, килти пек хӑй вырӑнӗнче пек туйӑнаҫҫӗ.

Катюшкин «пионерский уголок» с рисунками и расписанием занятий на стене, Дуняшкин «игральный столик», взбитые парадные подушки на Авдотьиной кровати, расшитые занавески на полках большой кухни — все казалось обжитым, домовитым, устоявшимся.

1. «Пирӗн колхозшӑн чи кирли» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— Начар пӑхатӑн, — илтӗннӗ ҫенӗхрен Дуняшкӑн янӑраман та хулӑнрах сасси.

— Плохо глядела, — доносился из сеней приглушенный и басовитый голос Дуняшки.

8. Степан ҫуртӗнче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Чӑнах та ҫав Дуняшкӑн пурне те асӑрхакан ҫивӗч куҫӗсенчен нимӗн те вӗҫерӗнме пултараймарӗ…

Положительно ничто не могло ускользнуть от не в меру проницательных глаз этой Дуняшки…

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Дуняшкӑн сасси тытӑнчӑклӑн чӗтренсе тухрӗ.

Голос Дуняшкин вздрагивал.

IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑл тепӗр хунне те ирех пырса кӗчӗ, хӑйсен хушшинче нимӗн те пулса иртмен пек, сывлӑх сунчӗ те, Дуняшкӑн кашни хусканӑвне куҫӗпе йӗрленӗ май, чӳрече умне кайса ларчӗ.

На следующий день утром он снова пришел, поздоровался как ни в чем не бывало, сел у окна, провожая глазами каждое движение Дуняшки.

II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Чӑтӑмӗ пӗтсе ҫитнипе чунӗ туллашма тытӑннӑскер, вӑл мӑнукӗсене хӑй урапи ҫинчен Дуняшкӑн аслӑ урапи ҫине куҫарса лартрӗ, унтан ытлашши япаласене кайса хучӗ те, пушӑ урапана хӑлтӑртаттарса, кӗсрене ланкашкаллӑ ҫулпа чуптарса кайрӗ.

Обуянный величайшим нетерпением, он пересадил детишек со своей арбочки на просторную арбу Дуняшки, переложил туда же лишний груз и, налегках, рысью загремел по кочковатой дороге.

XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑл ашшӗне пӑхӑнманнине кӗретех палӑртмарӗ-ха, анчах кирек хӑш ӗҫе те, ку пачах хӑйшӗн мар, тара тытнӑ хуҫашӑн кӑна пулнӑ пек, сисӗнмеллех сӳрӗккӗн тукаласа пычӗ; темле тата хӑйне урӑхларах, ыттисенчен ютшӑнса тытакан пулчӗ; Дуняшкӑн унчченхи ним хуйхӑ-суйхӑсӑр янӑравлӑ кулли халӗ хушӑран ҫеҫ илтӗнкелерӗ.

Она не проявляла открытого неповиновения отцу, но всякую работу, которую приходилось ей выполнять, делала с видимой неохотой и так, как будто работала не для себя, а по найму; и внешне стала как-то замкнутей, отчужденней; редко-редко слышался теперь беззаботный Дуняшкин смех.

XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Пӗччен чух кӗсьерен кашни кӑлармассерен вӑл Мишка чунне шухӑшламан ҫӗртен килсе кӗнӗ асаилӳсемпе хумхантарчӗ; вӑл вара ҫӑл ҫывӑхӗнчи шурӑ пӑспа пиеленнӗ тиреке, каҫ сӗмӗ карса илнӗ тӳперен тӑман вӗлтӗртетсе вӗҫнине, Дуняшкӑн вӗттӗн чӗтренекен ҫирӗп тутине те, унӑн авӑнчӑк куҫ хӑрпӑкӗсем ҫинче ирӗлекен чӑлт-шурӑ юр пӗрчисене те аса илчӗ…

Когда он наедине с собою доставал утирку, — всегда непрошеным приходило волнующее воспоминание: обметанный инеем тополь возле колодца, срывающаяся с сумрачного неба метелица, и твердые дрожащие губы Дуняшки, и кристаллический блеск снежинок, тающих на ее выгнутых ресницах…

LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Мишкӑна парнелесе панӑ табак енчӗкне шӑпах ӗнтӗ Дуняшкӑн кӗре пӳрнисем йӑмӑх хӗрлӗ ҫӑм ҫиппипе эрешлентерсе тӗрленӗ; шӑпах Дуняшка ӑна, килтисене систермесӗр, иртнӗ хӗлле кӑвак качака мамӑкӗнчен ҫыхнӑ пӗр мӑшӑр перчетке пырса тыттарчӗ; тата шӑпах Кошевой тахҫан Дуняшка тӗрленӗ капӑр сӑмса тутрине хӑйӗн салтак гимнастеркин кӑкӑр кӗсйинче типтерлӗ упраса усрать.

Это Дуняшкины смуглые пальцы вышивали ярким гарусом подаренный Мишке кисет, это она, потаясь родных, принесла ему зимой перчатки дымчатого козьего пуха, это некогда принадлежавшую Дуняшке расшитую утирку бережно хранил в грудном кармане солдатской гимнастерки Кошевой.

LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Дуняшкӑн куҫ шуррисем куҫҫульпе йӑлтӑртатса илчӗҫ; йӑмӑкӗн хӑранипе хытса ларнӑ куҫ шӑрҫисенчен вара Григорий сӑмахсене тӗрӗс илтнине ӑнланчӗ.

Белки Дуняшкиных глаз сверкнули слезами, и по страху, застывшему в ее зрачках, Григорий понял, что он не ослышался.

LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫарран ҫатлаттарса утнӑ сасӑ илтӗнчӗ, алӑкра аялти юбка пиҫиххине васкаса ҫыхакан Дуняшкӑн шурӑ пӗвӗ курӑнса кайрӗ.

Шлепающая поступь босых ног, в вырезе дверей белая фигура Дуняшки, торопливо затягивающей поясок исподней юбки.

LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Епле ӳссе кайнӑ эсӗ… — терӗ ерипен Наталья, Дуняшкӑн аллисене вӗҫерсе тата питӗнчен сӑнаса пӑхса.

— Большая-то ты какая… — роняла Наталья, разжимая Дуняшкины руки и заглядывая ей в лицо.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех