Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Итле, Дмитрий, — терӗ Кирсанов тата хытӑрах сасӑпа.— Слушай, Дмитрий, — сказал Кирсанов еще более серьезным тоном.
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Е ку Дмитрий питӗ йӗркеллӗ, вӗреннӗ ҫын пулнӑран-и?
XX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Акӑ тата тепӗр капӑрлӑх — манӑн портрет: ӑна лайӑх художнике ӳкерттерес тесе, Дмитрий ҫур ҫул хушши укҫа пухрӗ, вара вӗсем мана ҫав ҫамрӑк художникпе мӗн чухлӗ асаплантармарӗҫ пулӗ.
XX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Виҫӗ ҫыру ҫырчӗ, ҫырӑва илнӗ ҫынсенчен иккӗшӗ старике шыраса тупайман, виҫҫӗмӗшӗ тупнӑ та сӑнӳкерчӗк, чӑнахах, питӗ лайӑх тухиччен мӗн чухлӗ асаплантарнӑ вӑл ӑна, сӑн-ӳкерчӗкне тата «святой старикрен» (вӑл ӑна ҫапла чӗнет) ҫыру илсен, Дмитрий ҫав тери савӑнчӗ, вӑл ҫырура, Дмитрий сӑмахӗсем тӑрӑх, Овен мана мухтать иккен.
XX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ку ирхине Дмитрий Сергеичӑн арӑмне чей ӗҫме чӗнме тухма тивмерӗ: Верочка кунтах, ун ҫумӗнчех, тӗршӗнсе выртать; вӑл вӑранман-ха, Лопухов ун ҫине пӑхса: «Мӗн пулчӗ ӑна, мӗнрен хӑранӑ-ха вӑл, ӑҫтан ун пек тӗлӗк курӑннӑ-ха ӑна?» тесе шухӑшласа ларчӗ.
XX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кирсанов чирлӗ Дмитрий Сергеич патӗнче тата виҫӗ ҫӗр каҫрӗ; ку ӑна ытлашши ывӑнтармарӗ, мӗншӗн тесен вӑл ним шикленмесӗр ҫывӑрчӗ, вӑл ытла та нимӗн шухӑшсӑр пулнине Вера Павловна ан куртӑр тесе сыхланса кӑна алӑка питӗрчӗ.
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Мана, чӑнах та, Александр, сан умӑнта намӑс, — терӗ сывмар Дмитрий Сергеич, — эсӗ ман ҫумра ҫӗр хута ларни питӗ кулӑшла ӗнтӗ, ман чиршӗн пӗрре те ларма кирлӗ мар.
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вера Павловнӑна аван мар пек пулчӗ: чирлӗ Дмитрий Сергейч патӗнче ҫӗрӗпех ларма кирлӗ маррине вӑл хӑй те лайӑх пӗлет, питӗ лайӑх пӗлет, анчах та вӑл акӑ ӗҫлӗ ҫынна, Кирсанова, вӑхӑта сая яртарать.
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Дмитрий хӑйне лайӑхрах туять ӗнтӗ, тата виҫ-тӑватӑ кун кӑшт йывӑртарах пулӗ, анчах ӗнерхинчен йывӑрах мар, унтан вара тӳрленме пуҫлӗ.
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах Вера Павловна ӑна ҫаплах тухтӑр чӗнтесе анратрӗ, вара Дмитрий Сергеич Кирсанов патне записка ҫырса ячӗ, чир нимӗн те мар, эпӗ сан патна арӑма вӑрҫтарас килмен пирки ҫеҫ ҫыратӑп, тесе ҫырчӗ.
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— «Ара, эпӗ хам тухтӑр вӗт, кирлӗ пулсан хам та сиплеме пултаратӑп; халлӗхе кирлӗ мар-ха», — терӗ Дмитрий Сергеич, хӑй те тухтӑр пулни ҫине персе.
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ӗнерех пӑшӑрханма пуҫланӑскер, Вера Павловна халӗ хытах хӑраса ӳкрӗ те Дмитрий Сергеича тухтӑр чӗнме ыйтрӗ.
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Дмитрий Сергеич: кӗҫӗр, чӑнах та, лайӑхах ҫывӑраймарӑм, ӗнер каҫ мана лайӑх мар пула пуҫларӗ, анчах ку нимех те мар, уҫӑлса ҫӳренӗ вӑхӑтра, чупса ҫӳренӗ тата кӗрешнӗ хыҫҫӑн ҫӗр ҫинче нумай выртса кӑштах пӑсӑлтӑм пулас, терӗ.
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Виҫӗ шухӑшлавҫӑ курӑк ҫине выртса малалла тавлашма тытӑнчӗҫ; халӗ ӗнтӗ огюст — контист Дмитрий Сергеич пулса тӑчӗ, офицер схематист пулчӗ, анчах ригорист ригористах пулса юлчӗ.
VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Улттӑмӗш хут тытӑҫса илнӗ хыҫҫӑн Дмитрий Сергеич хӑй вӑйсӑррине уҫҫӑнах йышӑнчӗ: вӗсем иккӗш те халтан кайрӗҫ.После шестой схватки Дмитрий Сергеич признал себя несомненно слабейшим: оба они выбились из сил.
VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Арҫынсем ӑмӑртса чупма канав урлӑ сикме шутларӗҫ, вара виҫӗ шухӑшлавҫӑ хӑюллӑ упражненисем тӑвас тӗлӗшпе хӑйсем ӑста пулнине кӑтартрӗҫ: офицер канав урлӑ сиксе пӗрремӗш вырӑн йышӑнчӗ, Дмитрий Сергеич, питӗ вӑйлӑ ҫын, ӑна офицер ҫӗнтернӗ хыҫҫӑн питӗ хӗрсе кайрӗ: ригорист офицерпа Дмитрий Сергеича иккӗшне те пӗрле йӑкӑлт ҫеҫ ҫӗклесе ӳпӗнтерчӗ, ку вара Дмитрий Сергеича та, офицера та пӑшӑрхантармарӗ: ригорист паллӑ атлет пулнӑ, анчах Дмитрий Сергеичӑн офицер айне юлас килмерӗ курӑнать, вӑл ку тӗлӗшпе ригорист хыҫҫӑн пӗрремӗш вырӑна йышӑнасшӑн пулчӗ; вӑл офицерпа пилӗк хут тытӑҫса илчӗ, анчах офицер ӑна ҫӑмӑллӑнах мар пулин те, — кашнинчех хӑй айне хучӗ.
VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Дмитрий Сергеич та ҫапла турӗ; вара ригористӑн та тӳрех ҫапла тумалла пулчӗ: ташласса ташламарӗҫ, анчах тытмалла вылярӗҫ.
VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Пӗр студентӑн романтизм, Дмитрий Сергеичӑн — схематистика, тепӗр студенчӗн — ригоризм; паллах, ют ҫынна ҫакӑн пек чакаланнине пилӗк минутран ытла итлесе тӑма йывӑр ӗнтӗ, тавлашакансенчен пӗри, романтик, сехет ҫурӑран ытларах чӑтса тӑраймарӗ, ташлакансем патне тарчӗ, анчах мухтавсӑрах тармарӗ.
VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Пурте пулчӗ кунта: 16 мӑшӑрӑн та ташларӗҫ, 12 мӑшӑрӑн та, пӗр кадриле ташланӑ чухне тата 20 мӑшӑр ташларӗ; тытмалла вылярӗҫ, 22 мӑшӑрӑн та пулӗ, йывӑҫсем хушшинче виҫӗ чуччу туса лартрӗҫ, каннӑ хушӑра чей ӗҫрӗҫ, апатланчӗҫ; халӑхӑн ҫурри пулӗ, пӗр ҫур сехете яхӑн, — ҫук, сахалтарах, чылай сахалтарах, — Дмитрий Сергеичпа икӗ студент тавлашнине итлерӗ, вӗсем Лопуховӑн чи ҫамрӑк юлташӗсенчен чи ҫывӑх тусӗсем шутланатчӗҫ; вӗсем пӗр-пӗрне эсӗ консеквентнӑй мар, сан модерантизм тата буржуалла туйӑм пур тесе хӑратрӗҫ; анчах, уйрӑммӑн илсен, вӗсен кашниннех расна ҫылӑх та тупӑнчӗ.
VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вера Павловна та вӗсемпе ҫӳретчӗ, хальхинче вара Дмитрий Сергеич та вӗсемпе пычӗ, ҫакна пула уҫӑлса ҫӳресси питӗ лайӑх пулчӗ: вӑл вӗсемпе сайра хутра кӑна пӗрле ҫӳренӗ, хальхипе шутласан, пурӗ те иккӗмӗш хут ҫеҫ тухнӑ вӑл кун пек.