Шырав
Шырав ĕçĕ:
Гомер Аристотельрен илемлӗрех те ҫӳлӗрех, хӑй ватӑ пулин те вӑл тӳп-тӳрӗ тӑрать, чакӑр куҫӗсем шӑтарас пек пӑхаҫҫӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ахилл, е Ахиллес — Гомер ҫырса кӑтартнӑ Троя вӑрҫин геройӗ.
Авалхи Римри тата Авалхи Грецири ятсемпе сӑмахсене ӑнлантарса пани // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 315–330 с.
Вара Спартак ӑвӑспа витнӗ хӑма татӑкӗ ҫине Гомер поэминчен илнӗ сӑвва грекла: «Эпӗ килтӗм инҫетрен, чӗре савнӑ ҫыннӑм, пӗшкӗнсе санӑн уруна чуптӑватӑп», тесе ҫырса хучӗ.
XIV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Ҫавӑн пеккисенчен пӗри — Испанин Гомер устравӗнче вырнаҫнӑ Горохонай паркӗнчи лавр рашчи.Один из таких - лавровая роща в парке Гарахонай на острове Гомера в Испании.
Чи илемлӗ Европа вӑрманӗсем // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/5304.html
Акӑ ӗнтӗ вӗсем экипажсем патне ҫывхарчӗҫ, чарӑнчӗҫ те Гомер туррисем пекех ахӑлтатса кулса ячӗҫ.
XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Талантсене хӳтӗлекен, пулӑшакан сенатор ӑна Гомер бюстне парнеленисӗр пуҫне урӑх нимех те тӑвайман; анчах ӑна Анна Васильевна укҫа парса пулӑшнӑ, Шубин вара вунтӑххӑра ҫитсен, аран-аран тенӗ пек, университета, медицина факультетне вӗренме кӗнӗ.
III // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Эсхил, Сумароков, Гомер, Бальмонт, Сафо, Тредиаковский, Лафарг, Апулей, Тагор, Саша Черный, Дидро, Гумилев…
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Ҫакӑнти кӗтессенче, ҫӳлӗксем ҫинче мӗн пуррине тӗпӗ-йӗрӗпе ҫырса кӑтартма тепӗр Гомер пери кирлӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл, Гомер пекех, ҫӑмӑллӑн та ырӑ кӑмӑллӑн, ҫавӑн пекех тӗплӗн те яр-уҫҫӑн курӑнмалла сӑнарласа, вырӑс пурнӑҫӗн Илиадине каласа парать; ҫав халапа ӗлӗк-авалах пирӗн гомеридсем хывнӑ; ун чухне этем ҫутҫанталӑкри, пурнӑҫри вӑрттӑнлӑхсене чухлайман, ун чухне вӑл тухатмӑшран та, арҫурирен те чӗтренӗ, таврари пӗтӗм инкекрен хӑтӑлма Алеша Попович ҫумӗнче хӳтлӗх шыранӑ, ун чухне сывлӑшра та, шывра та, вӑрманта та, уйра та тӗлӗнмелле ӗҫсем пула-пула иртнӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
6. Гомер ывӑлӗсем: Аскеназ, Рифат тата Фогарма.
1 Ҫулс 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Иафет ывӑлӗсем: Гомер, Магог, Мадай, Иаван, [Елиса,] Фувал, Мешех тата Фирас.5. Сыновья Иафета: Гомер, Магог, Мадай, Иаван, [Елиса,] Фувал, Мешех и Фирас.
1 Ҫулс 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Гомер ывӑлӗсем: Аскеназ, Рифат тата Фогарма.
Пулт 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Иафет ывӑлӗсем: Гомер, Магог, Мадай, Иаван, [Елиса,] Фувал, Мешех тата Фирас.2. Сыны Иафета: Гомер, Магог, Мадай, Иаван, [Елиса,] Фувал, Мешех и Фирас.
Пулт 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1