Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Вӗҫӗмех (тĕпĕ: вӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Донор пулса вӗҫӗмех медтӗрӗслев тухни, тӳлевсӗр анализсем пани сывлӑха тӗрӗслеме май парать.

Будучи донором без конца прохождение медицинских обследований, сдача бесплатных анализов дают возможность проверить здоровье.

Тӑтӑш юн паракансем — чи сыввисем // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

— Донор вӗҫӗмех юн парать тӗк унӑн юнӗ «ҫывӑрмасть», ватӑлакан тытӑм пухӑнмасть, вӑл ҫӗннипе, тин кӑна клеткӑран ҫуралнипе, улшӑнать.

Если донор постоянно сдаёт кровь, то его кровь "не спит", не накапливается структура старения, она меняется новой, только что родившейся из клетки.

Тӑтӑш юн паракансем — чи сыввисем // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

— Паллах, вӗсем вӗҫӗмех параҫҫӗ.

— Безусловно, они сдают постоянно.

Тӑтӑш юн паракансем — чи сыввисем // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

10. Эсӗ хӑвӑн аллуна илме каякан ҫӗр ху тухса килнӗ Египет ҫӗрӗ пек мар: унта эсӗ, вӑрлӑхна аксассӑн, [ҫӗре] хӑвӑн урусен вӑйӗпе ҫу йывӑҫҫин пахчине шӑварнӑ пек шӑварнӑ; 11. эсир хӑвӑр аллӑра илме каякан ҫӗр вара сӑртлӑ-туллӑ, айлӑмлӑ ҫӗр, вӑл тӳперен ҫумӑр шывӗпе шӑварӑнса тӑрать, 12. ку ҫӗршӗн Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, тӑрӑшать: пӗр вӗҫӗмех, ҫулталӑк пуҫланса ҫулталӑк вӗҫленичченех, Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, ун ҫинчен куҫне илмест.

10. Ибо земля, в которую ты идешь, чтоб овладеть ею, не такова, как земля Египетская, из которой вышли вы, где ты, посеяв семя твое, поливал [ее] при помощи ног твоих, как масличный сад; 11. но земля, в которую вы переходите, чтоб овладеть ею, есть земля с горами и долинами, и от дождя небесного напояется водою, - 12. земля, о которой Господь, Бог твой, печется: очи Господа, Бога твоего, непрестанно на ней, от начала года и до конца года.

Аст 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

38. Парне вырӑнӗ ҫинче эсӗ акӑ ҫакна кӳрӗн: [яланхи парне валли] куллен-кун вӗҫӗмех [айӑпсӑр] пӗр ҫулхи икӗ путек кӳрӗн; 39. пӗр путеккине ирхине кӳр, тепӗр путеккине каҫхине кӳр, 40. путек пуҫне чӗрӗк гин чухлӗ чи паха йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ пӗр ефа тулӑ ҫӑнӑхӗн вуннӑмӗш пайне тата парне ҫине юхтармашкӑн чӗрӗк гин эрех илсе кил; 41. тепӗр путеккине каҫхине кӳр: ирхинехи пекех, ҫӑнӑх парнипе тата парне ҫине юхтармаллипе пӗрле кӳр, ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пултӑр.

38. Вот что будешь ты приносить на жертвеннике: двух агнцев однолетних [без порока] каждый день постоянно [в жертву всегдашнюю]; 39. одного агнца приноси поутру, а другого агнца приноси вечером, 40. и десятую часть ефы пшеничной муки, смешанной с четвертью гина битого елея, а для возлияния четверть гина вина, для одного агнца; 41. другого агнца приноси вечером: с мучным даром, подобным утреннему, и с таким же возлиянием приноси его в благоухание приятное, в жертву Господу.

Тух 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Упӑшки ӑна вӗҫӗмех: «Санӑн укҫу ҫук, ачасене мӗнпе тӑрантарӑн, вӗрентӗн?» — тесе ӳпкелешнӗрен вӑрҫӑнас килмен.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

«Пӗр вырӑнта тӑраймастӑп эпӗ, вӗҫӗмех чупкалама хӑнӑхнӑ», — пытармарӗ пӑрчӑкан пек вӑр-варскер.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксем тислӗк шӑршинчен йӗрӗнмеҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

«Вӗсене эпӗ пурне те Маша тесе чӗнетӗп. Пур лаша та маншӑн – Маша. Вӗҫӗмех ҫапла пулнӑ. Фермӑра лаша яланах пулнӑ, килте те пӗрех тытнӑ. Мана чӗлхесӗр янавар умӗнче тиха выляса пыни те кӑмӑла килет. Сакӑр теҫетке ҫула хыҫа хӑвартӑм пулин те паянхи кунчченех ут утланса ҫӳретӗп-ха. Хамӑн юлташ пекех шутлатӑп ӑна», — тӗлӗнтерчӗ кил хуҫи.

Куҫарса пулӑш

«Пирӗн вӑхӑтра ферма утар пек тасаччӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех