Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Виҫе сăмах пирĕн базăра пур.
Виҫе (тĕпĕ: виҫе) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Виҫе пур-и?

— А мерка е?

XVIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Пӗр виҫе курка квас ӗҫрӗм, — пурӗпӗр ҫунтарать!

Кружки три кваса выпил, — всё равно жжет!

VI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ку виҫе 0-ран пуҫласа 100 таран пулма пултарать, ӑҫта 100 — пӗр-пӗрне тӳр килекен куҫару, 70 — профессиллӗ тӑлмачсем хатӗрленӗ шайри куҫару.

Она имеет значение от 0 до 100, где 100 — полностью совпадающий перевод, 70 — перевод, сравнимый с профессиональными переводчиками.

Машшин куҫарӑвӗн сайчӗ ӗҫлеме пуҫлани пирки пӗлтерекен пресс-релиз // Николай Плотников. Килти архив

Хальхи вӑхӑтра ку виҫе 225 пинпе танлашать, нейронлӑ алгоритмпа чаплӑ куҫарас тесен вара пӗр миллион мӑшӑрпа усӑ курма сӗнеҫҫӗ.

На данный момент она составляет 225 тысяч, когда как получения хорошего перевода с использованием нейронного алгоритма рекомендуется количество не менее одного миллиона пар.

Машшин куҫарӑвӗн сайчӗ ӗҫлеме пуҫлани пирки пӗлтерекен пресс-релиз // Николай Плотников. Килти архив

Анчах, кайран палӑрнӑ тарӑх, унта виҫе кимӗ кӑна пулнӑ иккен.

Но, как потом оказалось, их было только три.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ӗнтӗ виҫе хут ӑна Огнянов тарӑхтармарӗ пуль, миҫе хут унӑн ятне ямарӗ пуль, тавӑрмашкӑн ҫапах та ниҫтан майне ҫитерейменччӗ-ха.

Столько раз уже Огнянов задевал его самолюбие, но отомстить ему никак не удавалось.

XIX. Ламри сӑмах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Анчах та мӗн-ха нервсене ҫывӑрмасӑр пӗтерес? — виҫе сехет ҫитнӗ вӗт ӗнтӗ.

Однако что ж в самом деле расстроивать свои нервы бессонницею? ведь уж три часа.

XXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

«Пирӗн Давыдова виҫе ҫинче виҫсе пӑхасчӗ — Лушкӑччен мӗн чухлӗ туртнӑ-ши, тата халӗ мӗн чухлӗ туртать-ши?

«Надо бы нашего Давыдова на весах взважить — сколько он до Лушки тянул и сколько зараз.

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Виҫе чӗрессипе е пӑтпа виҫсе пар!

Мерой али пудом вешай!

21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Каҫсерен хӗрӗхшер виҫе таса тырӑ паратӑп.

Я даю ему каждый вечер сорок мер зерна.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ӑна Чӑваш Республикинчи ҫын пуҫне тивекен вӑтам тупӑшран сахалрах тупӑш илекен ҫемьесене ачасем валли ҫирӗплетнӗ пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫе шайӗпе тӳлеҫҫӗ.

Она предоставляется в размере величины прожиточного минимума для детей семьям со среднедушевым доходом ниже среднего размера по Чувашской Республике.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Сӑмахран, шкул ҫулне ҫитичченхи ӳсӗмри ачасене пӑхса тата асӑрхаса тӑрас енӗпе пурнӑҫлакан проектсене пулӑшу памалли виҫе пӗр илекен пуҫне 600 пин тенкӗ таран ӳсет.

В частности, размер поддержки проектов по уходу и присмотру за детьми дошкольного возраста будет увеличен до 600 тыс. рублей на одного получателя.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех