Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Вилӗмпе (тĕпĕ: вилӗм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак самантра Солдатов тарма тӑнӑ пулсан, вӗсен пуҫӗсем ҫинче вилӗмпе юн тытӑҫса ӳкмеллеччӗ.

И если бы Солдатов побежал в этот момент, скрестились бы над нами смерть и кровь.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пурӑнатӑн та ак ҫапла вилӗмпе юнашар, тискеррӗн туйӑнса каять; мӗне кирлӗ-ши вара ҫав пӗтӗм йӑх-ях?

Поживешь вот так, возле смерти, и диковинно становится, на что вся эта мура?

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Эсир хӑвӑр вилӗмпе те тунӑ айӑпӑрсене витме пултараймӑр!..» — те сасӑпах каларӗ, те шухӑшларӗ ҫеҫ вӑл.

Вы и смертью не покроете свою вину!..» — вслух сказал или только подумал он.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Халӑхсен ҫиллипе тарӑхӑвӗ ниҫта шӑнӑҫайми капланса ҫитрӗ пулсан, революцилле ситуаци куҫ умне тухса тӑчӗ пулсан, ҫӗнӗ организацисем тума хатӗрлен, вилӗмпе аркатӑвӑн ҫавнашкал усӑллӑ хатӗрӗсене хӑвӑн правительствӑна хирӗҫ, хӑвӑн буржуазие хирӗҫ ӗҫе яма хатӗрлен…»

И, если в массах нарастает злоба и отчаяние, если налицо революционная ситуация, готовься создать новые организации и пустить в ход столь полезные орудия смерти и разрушения против своего правительства и своей буржуазии…»

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ыран санран суйлав бюллетенне туртса илеҫҫӗ пулсан, сан аллуна хӗҫ-пӑшал е тата машина техникин юлашки ҫитӗнӗвӗсем тӑрӑх тунӑ хӑвӑрт перекен тупӑ тыттараҫҫӗ пулсан, — ил эсӗ ҫав вилӗмпе аркату хатӗрне, вӑрҫӑран хӑракан ҫемҫешке те нӑйкӑш ҫынсем йӗрмӗшсе хӳхленине ан итле; тӗнчере рабочи класа ирӗке кӑларас ӗҫшӗн вутпа та хурҫӑпа пӗтерсе тӑкмалли халлӗхе питӗ нумай юлнӑ-ха.

Завтра у тебя отняли избирательный бюллетень, тебе дали в руки ружье и великолепную, по последнему слову машинной техники оборудованную скорострельную пушку, — бери эти орудия смерти и разрушения, не слушай сентиментальных нытиков, боящихся войны; на свете еще слишком много осталось такого, что должно быть уничтожено огнем и железом для освобождения рабочего класса.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

«Паттӑр вилӗмпе вилчӗ», тесе ҫырать командир.

«Смертью храбрых убитый», командир-то пишет.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Юргин Сталина куҫӗсемпе кӑна пӑхса ответлерӗ: ҫапла, вӑл суйма пултараймасть, ӑна вилӗмпе кӗрешме питӗ йывӑр, вӑл ҫак ҫапӑҫура кам ҫӗнтерсе ҫиеле тухассине те пӗлмест-ха…

Юргин ответил Сталину только глазами: да, он не мог лгать, ему было очень трудно бороться со смертью, и он не знал, кто победит в этом бою…

XXIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫапла, вӑрҫӑ ун ҫийӗнчи ҫӑмӑл платьине тата туфлине ҫар тумтирӗпе — гимнастеркӑпа, ваткӑллӑ шӑлаварпа тата ҫӑматӑпа улӑштарттарнӑ; вӑрҫӑ ӑна фронтри йывӑр пурнӑҫпа — ҫывӑрса, ҫисе тӑранмасӑр пурӑнмалла, иртен пуҫласа каҫчен аманнисем йынӑшнине итлемелле, хӑйшӗн хаклӑ пулнӑ ҫынсен юнне курмалла, тӑтӑшах вилӗмпе тӗл пулмалла тунӑ…

Да, война заставила ее сменить легкое платье и туфли на солдатское обмундирование — гимнастерку, ватные брюки и валенки; война заставила жить тяжелой фронтовой жизнью — недосыпать, недоедать, с утра до ночи слушать стоны раненых, видеть кровь дорогих сердцу людей, часто встречаться со смертью…

XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ерофей Кузьмичпа Лозневой вара Чернявкин патӗнче кукленсе, унӑн вилӗмпе чалӑшса кайнӑ пичӗ ҫине пӑхса ларчӗҫ.

Ерофей Кузьмич и Лозневой сидели на корточках около Чернявкина, рассматривая в полутьме искаженное смертью лицо.

V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Кузьма Ярцев нумайччен Жигалов котелокӗ ҫине пӑхса, вӑл ҫавӑн пек сасартӑк та хӑрушӑ вилӗмпе вилни ҫинчен шухӑшласа ларчӗ.

Кузьма Ярцев долго смотрел на котелок Жигалова и думал о его неожиданной и трагической гибели.

XIX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— Вӑт мӗнле вилӗмпе вилме тӳр килсе тухрӗ ӑна, шухӑшлама хӑрамалла!

— И какой смертью погибать ему пришлось, только подумать.

XIX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Володя Тӑван ҫӗршыва хӳтӗленӗ ҫӗрте пулса, боевой постра тӑрса паттӑрла вилӗмпе вилнӗ.

Он погиб героической смертью на боевом посту, защищая свою Родину.

Володя урамӗ (Эпилог) // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ҫак минутра вӑл хастар пионер ҫинчен мӗн илтнине, унӑн чӗри тӑшман умӗнче чӗтременнине, вӑл хӑрушӑ вилӗмпе вилнине аса илчӗ.

Он припомнил в эту минуту все, что слышал о Павлике Морозове, о страшной гибели его от руки убийцы, перед которым не дрогнуло сердце пионера.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ҫаксем вара пурте пӗрле — ҫак йӳҫсе ларнӑ тӗттӗм пӳлӗм, ҫӗр варринчи ҫак вӑрттӑн, фантастикӑлла, ним ҫутӑсӑр ӗҫке, ҫак ӑсран тайӑлнӑ икӗ ҫын — пӗтӗмпех Ромашов ҫине сасартӑк вилӗмпе тӑнсӑрлӑхӑн тӳсме ҫук хӑрушлӑхӗпе вӗрсе ячӗ.

И все это вместе — эта темная вонючая комната, это тайное фантастическое пьянство среди ночи, без огня, эти два обезумевших человека — все вдруг повеяло на Ромашова нестерпимым ужасом смерти и сумасшествия.

XIX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Йӗрки-карти — чӑннипех те асаплӑ вилӗмпе пӗрех; хутлӑх — вунпилӗк утӑм, ҫапӑҫасса — йывӑр аманичченех ҫапӑҫмалла…

Условия — прямо вроде смертной казни: пятнадцать шагов дистанции и драться до тяжелой раны…

IV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Ӗҫе вӑраха яни вилӗмпе пӗрех: карап ҫинчен пиратсен ҫӗнӗ ушкӑнӗ килсе пире пурне те касса тӑкма пултарать.

Всякое промедление грозило нам гибелью: с корабля могла прибыть новая шайка пиратов и перерезать нас всех.

Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Мӗнле вилӗмпе вилмелли ҫинчен тул ҫутӑлсан та шухӑшлама ӗлкӗрӗп-ха, — терӗм хама хам, — кунта, ҫынсӑр вырӑнсенче, пурӑнма май пулас ҫук.

А когда придет утро, — сказал я себе, — я успею поразмыслить о том, какой смертью мне суждено умереть, потому что жить в этих пустынных местах невозможно.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Халӑх ҫавӑн пек кулӑшла вилӗмпе килӗшесшӗн пулмарӗ, такам пӗри тата Драко халех чӗрӗлсе тӑтӑр тесе те кӑшкӑрчӗ.

Публика не удовлетворилась такой нелепой смертью, и кто-то потребовал, чтобы Драко ожил.

XVII. Спектакль // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫапла, тусӑм, эпӗ ӑнланатӑп: ҫак ӗҫ ҫине ансатрах пӑхнӑ тата ӑна ытла хӑрушӑ, вилӗмпе пӗтекен япала тесе шутламан пулсан, пурсӑмӑршӑн та ҫӑмӑлрах пулатчӗ-и, тен.

Да, я понимаю, мой друг, что было бы гораздо легче для всех, если бы я смотрела на дело проще и не придавала ему слишком трагического значения.

II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ҫӗрле тусӗсем сӑмах чӗнмесӗр, тӗттӗмре такӑна-такӑна, анчах темле пулсан та суранӗсене хускатас марччӗ тесе, Давыдова алӑ вӗҫҫӗн килне ҫӗклесе кайрӗҫ, ҫавӑнтанпа вӑл пӗрре те тӑна кӗмерӗ, вун улттӑмӗш сехет ӗнтӗ вилӗмпе асаплӑн кӗрешет.

С тех пор как ночью друзья молча, спотыкаясь в потемках, но всеми силами стараясь не тряхнуть раненого, на руках перенесли его домой, к нему еще ни разу не вернулось сознание, а шел уже шестнадцатый час его тяжкой борьбы со смертью…

XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех