Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Васкаҫҫӗ (тĕпĕ: васка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем ҫул кукрине вӗҫтерсе ҫитрӗҫ, хӑвӑртлӑхне кӑшт ҫеҫ пӗчӗклетрӗҫ, каялла васкаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Пӗр аллӑ-утмӑл метр чупсан, Кирук хӑвӑрт каялла пӑхса илет: хайхи тӑшман салтакӗсем ӑна хӑвалаҫҫӗ иккен, ҫитсе тытасшӑн васкаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Вӗсем пирӗн хуласем ҫине бомбӑсем тӑкма васкаҫҫӗ

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Вӗсем амӑшне хупнӑ сарай патне васкаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Темиҫе машина, тӑп-тулли ҫын тиесе, Ухта хули еннелле шоссе тӑрӑх тусан кӑларса иртрӗҫ, нихӑшӗ те вӗсен килӗ тӗлӗнче чарӑнса тӑмарӗҫ, хӗвелтухӑҫнелле васкаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Пысӑк чӑматансем, сетка-кутамкка ҫӗкленӗ ҫынсем пырса чарӑннӑ автобус умне кӗпӗрех пуҫтарӑнаҫҫӗ те хӑвӑртрах вырӑн йышӑнма васкаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Вӗсем ӗҫрен тухнӑ, пурте васкаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Таҫта васкаҫҫӗ ӗнтӗ ирех? — калаҫса ҫывхарчӗҫ хӗрпе каччӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.

Вӗсем кӑнтӑрла та, ҫӗрле те стройпа таҫта васкаҫҫӗ

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Канмалли кунсенче те кил хуҫалӑхӗсенчи ӗҫсене пӑрахсах чирлӗ ҫынсем патне васкаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫынсен сывлӑхӗшӗн тӑрӑшакансене – чыс та хисеп! // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10977-cy ... -ta-khisep

Пысӑкраххисем ҫитӗннисемпе пӗрле пур пек чӑх-чӗпне, хур-кӑвакалне картишӗнчен хӑваласа кӑларма, кил-ҫуртри япалисене мӗнле те пулин илсе тухма васкаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ирхи виҫҫӗре ура ҫине тӑрса хуҫалӑхри ӗҫсене пуҫтарнӑ хыҫҫӑн Вӑрнар ене васкаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Паха сӗт сутаҫҫӗ, шыв хушмаҫҫӗ // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10985-pa ... -khushmacc

Унта элчӗсем йышлӑ, ку элчӗсем ҫӗр ҫывӑрмасӑр тӗрлӗ патшалӑхсене, тӗрлӗ хуласене васкаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗрисем вут-кӑвара сӳнтерме йӑлӑма васкаҫҫӗ, теприсем, мӑрье тасатакансем пек хуп-хура пулнӑскерсем, ҫийӗнчи тумтирне ҫӗтсе-ҫурса пӗтернӗскерсем, Атӑл ку енне каҫаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мункун ирттереҫҫӗ, лайӑх кӑна ӗҫсе ҫиеҫҫӗ те мухмӑр чӗртме Хусана васкаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Шыва кастарса ҫеҫ ишеҫҫӗ, ачи-пӑчи патне васкаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫеҫпӗл ҫыxxи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 135–136 с.

Вӗсем тарма васкаҫҫӗ, пире ҫурран утасси те нимех те мар.

Куҫарса пулӑш

IX // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Каччӑ ҫурӑмӗ ҫинче йывӑр кутамкка пулин те, питӗ васкаҫҫӗ вӗсем, сӑнӗ-пичӗсем ҫинче иккӗшӗ те ҫав тери шухӑша кайса, тимлесе пыни палӑрать.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Паллаканнисем те калаҫса тӑмаҫҫӗ, пӗр-пӗрне сывлӑх сунса, саламласа иртеҫҫӗ те, вӑхӑтра ӗҫе ҫитме васкаҫҫӗ.

Знакомые тоже много не разговаривают, поздоровались, поздравляли друг друга и спешит дальше на работу.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Гаврил ларнӑ пӑрахут ҫине васкаҫҫӗ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Юлташсенчен уйрӑлса юлни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех