Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Васкаҫҫӗ (тĕпĕ: васка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Арҫынни ҫапла ӗне патӗнче ӑшталаннӑ чухне тепри — арӑмӗ-и унта, аппӑшӗ е йӑмӑкӗ-и — тӗрлӗ ҫынсенчен ыйтса пӗлме васкаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

«Домисолькӑсем» Уфана васкаҫҫӗ!

«Домисольки» спешат в Уфу!

"Домисолька" ача-пӑча музыка театрӗн ҫамрӑк артисчӗсем "Атя выляма" фестивале килеҫҫӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... le-3438324

— Ҫынсем Чемейри «Сеятель» колхоза ҫитсе курма васкаҫҫӗ, — пӗлтерет пассажир-сенчен пӗри.

Куҫарса пулӑш

Чемее пырса кӗрсен // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 1№ — 2-3 с.

Станци умӗнчи сарлака площадьре унталла та кунталла халӑх кускалать, пурте васкаҫҫӗ, кӑшт леререхре троллейбуссем, автобуссем, ҫӑмӑл машинсем чупни курӑнать, тем тӗрли те пур — сенкерри, сарри, хӗрли, кӑвакки…

Куҫарса пулӑш

2 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Ҫуллахи шӑрӑх кунсенче ҫынсем пӗве-кӳлӗре шыва кӗрсе уҫӑлма васкаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ачасене пӗчӗклех ишме вӗрентӗр! // Артемий МЯСНИКОВ. http://kanashen.ru/2023/06/09/%d0%b0%d1% ... 82e%d1%80/

Ытларахӑшӗ аслӑ классенче вӗренекенсем пулнӑ май, каччӑсемпе хӗрсем уроксем хыҫҫӑн ырӑ ӗҫсем тума васкаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫитӗнӳсен пухмачӗ ырӑ ӗҫсемпе пуянлантӑр // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/06/16/%d2%ab%d0%b ... %bd%d0%bb/

Ҫакна каланӑ хыҫҫӑн хӗрсем часрах хускалса кайма васкаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Таҫта эшелонсем кунӗн-ҫӗрӗн кунталла васкаҫҫӗ, кустӑрмисемпе тӑкӑлт! тӑкӑлт! сас парса, километрсене шутлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Киле тесен, пурте ӑмӑртмалла васкаҫҫӗ вӗсем…

Куҫарса пулӑш

XIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Васкаҫҫӗ, ӑшталанаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Офисри ӗҫчене ҫӑлма васкаҫҫӗ пурте.

Куҫарса пулӑш

Вӗренӳре ӑсталӑх туптанать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=DA0H-ybL5_c

Ҫӗнӗ Шупашкарти пушар чаҫне пухӑннисем кашни кун тенӗ пекех инкек ҫитнӗ вырӑна васкаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗренӳре ӑсталӑх туптанать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=DA0H-ybL5_c

Планпа килӗшӳллӗн территорие тӗрӗслеҫҫӗ, телефонпа мина хунӑ тесе пӗлтерсен васкаҫҫӗ тата ытти те – иртнӗ ҫул 130 хутчен йӗрке хуралҫисем ҫула тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Йӑнӑшмалла мар // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60625

Пӗрин хыҫҫӑн тепри шывалла васкаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Шурӑ акӑш ярӑнать, ҫамрӑк пике евӗр курӑнать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61043

Вӗсем тем пуласса сиснӗ, йӑвисене васкаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Хӑмӑр куҫӗсем чӗнеҫҫӗ, йӑлӑнаҫҫӗ, васкаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Юланутҫӑсем хыҫҫӑн ҫуран ҫар ҫыннисем васкаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унӑн хӑш-пӗр ҫарӗсем кӑнтӑралла, теприсем анӑҫалла васкаҫҫӗ, тет.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫавӑнпа ҫарне ӳстерсе вӑйлатма Ӑҫтан кирлӗ васкаҫҫӗ пухӑнма…

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Еркинейӗн ҫынӗсем Хусан курма васкаҫҫӗ, Ҫамрӑк хастар пуҫӗсем Ҫапӑҫмашкӑн ҫакаҫҫӗ: Ашшӗ пекех Еркиней Кӗҫӗр тупасшӑн телей.

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех