Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Борщев (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мелехов хӑйпе юнашар ҫаксем: пан улми пек хӗрлӗ сӑн-питлӗ Авдеич Брех, Матвей Кашулин, Архип Богатырев, казак карттусӗ тӑхӑннӑ Атепин Цаца; унтан ҫурма кӑшӑл пек ҫавракаласа тытнӑ шӑтӑрнак-карта евӗр курӑнса, ытти палла тӑран казаксен пичӗсем каяҫҫӗ: кӗреҫе сухаллӑ Егор Синилин, Такан Яккӑвӗ, Андрей Кашулин, Николай Кошевой, тӑсланкӑ Борщев, Аникушка, Шамильсен Мартынӗ, арман хуҫи Громов, чӑнккамас туналлӑскер, Яков Колобейдин, Меркулов, Федот Бодовсков, Иван Томилин, Епифан Максаев, Захар Королев, Авдеич Брех ывӑлӗ — каҫӑр сӑмсаллӑ лутра казак Антип; пиччӗшне — Петрона — Григорий, майданӑн тепӗр енне каҫнӑ чух, карталанса тӑнӑ казаксен леш енчи ушкӑнӗнче асӑрхарӗ.

Рядом со сватом — румяный, как яблочко, Авдеич Брех, Матвей Кашулин, Архип Богатырев, вырядившийся в казачью фуражку Атепин-Цаца; дальше сплошным полукруглым частоколом — знакомые лица: бородатый Егор Синилин, Яков Подкова, Андрей Кашулин, Николай Кошевой, длинновязый Борщев, Аникушка, Мартин Шамиль, голенастый мельник Громов, Яков Коловейдин, Меркулов, Федот Бодовсков, Иван Томилин, Епифан Максаев, Захар Королев, сын Авдеича Бреха — Антип, курносый, мелкорослый казачишка; Брата Петра Григорий, переходя майдан, увидел на противоположной стороне круга.

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫара каяссинчен пуҫӗпех хӑтӑлса, ӗлӗкхи майлах кӳсе питлӗ Аникушка, батареецсем Томилин Иванпа Такан Яккӑвӗ таврӑнчӗҫ, вӗсем хыҫҫӑн Шамиль Мартынӗ, Захар Королев, Иван Алексеевич, килпетсӗр тӑсланка Борщев ҫитрӗҫ; декабрь уйӑхӗнче кӗтмен-туман ҫӗртен Митька Коршунов килсе тухрӗ; тепӗр эрнерен 12-мӗш полкри казаксем — Мишка Кошевой, Прохор Зыков, Кашулин старик ывӑлӗ Андрей Кашулин, Епифан Максаев Синилин Егор — пысӑк ушкӑнпа таврӑнчӗҫ.

Вернулись уволенные по чистой, попрежнему голощекий Аникушка, батарейцы Томилин Иван и Яков Подкова, за ними — Мартин Шамиль, Иван Алексеевич, Захар Королев, нескладно длинный Борщев; в декабре неожиданно заявился Митька Коршунов, спустя неделю — целая партия казаков, бывших в 12-м полку: Мишка Кошевой, Прохор Зыков, сын старика Кашулина — Андрей Кашулин, Епифан Максаев, Синилин Егор.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хуралта тӑракан салтак каласа пачӗ, — хуравларӗ Борщев чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн.

Солдат, какой охранял мертвяков, гутарил, — помолчав, ответил Борщев.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӗсем: хулсӑр Шамиль Алексейӗн шӑллӗсем — Мартынпа Прохор, Моховсен вутлӑ арманӗнче машинистра ӗҫленӗ Иван Алексеевич, ҫӗвӗк питлӗ Афонька Озеров, хутор атаманӗ пулнӑ Маныцков, Шамильсен уксах ураллӑ кӳрши — Евлантай Калинйя, лӳппер те тӑсланкӑ казак Борщев, кӗске мӑйӑхлӑ Захар Королев, упа сӑнлӑрахскер, тата пӗтӗм сотньӑна ахӑрттарса култаракан Гаврил Лиховидов.

Два брата безрукого Алексея Шамиля — Мартин и Прохор, бывший машинист моховской паровой мельницы Иван Алексеевич, щербатый Афонька Озеров, бывший хуторской атаман Маныцков, колченогий чубатый сосед Шамилей — Евлантий Калинин, нескладно длинный казачина Борщев, короткошеий и медвежковатый Захар Королев, веселая сердцевина всей сотни Гаврила Лиховидов.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫав сӑмахсене ӑҫтан илтнине тӗпчеме пуҫларӑм та — пӗлтӗм: виҫӗмкун Войсковойран пӗр манашкӑ килнӗ-мӗн, Тимофей Борщев патӗнче ҫӗр выртса кайнӑ, ҫавӑ вара ҫапла каласа хӑварнӑ: чӑхсене пурне те лапша тума хулана ӑсатма пуҫтараҫҫӗ имӗш, карчӑксене валли вара хӑйне майлӑ пукан пеккисем тӑваҫҫӗ те улӑм сарса параҫҫӗ, ҫавӑнта хайхискерсене вӑйпах ҫӑмартасем ҫине лартса чӗпӗ кӑларттараҫҫӗ, хирӗҫ тӑраканнисене пукан ҫумне ҫыхса лартаҫҫӗ пулать.

Начал допрашивать, откедова слухом пользовались, дознался: с Войскового монашка позавчера пришла в хутор, ночевала у Тимофея Борщева и рассказывала им, что, мол, для того и курей сбирают, чтобы в город всех отправить на лапшу, а старухам, дескать, такие стульцы поделают, особого фасону, соломки постелют и заставют яйца насиживать, а какие будут бунтоваться, энтих, мол, к стулу будут привязывать.

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Унашкал выльӑхне пусман кил хуторӗпе те ҫук! — кӑшкӑрса каларӗ Борщев.

Нету в хуторе такого двора, где бы скотиняки не резали! — крикнул Борщев.

15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тимофей Борщев — чухӑн ҫын, анчах уҫҫӑнах кулака хӳтӗлекенскер.

Тимофей Борщев — бедняк, открыто ставший на защиту кулака.

13-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тимофей Борщев пушӑ витре йӑтса кӗчӗ.

Тимофей Борщев принес порожнее ведро.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кил хуҫи, Тимофей Борщев, кӑмака умне чӗркуҫленсе ларнӑ та, кӗске хуҫса вакланӑ ҫатрака вуттине иле-иле чикет.

Хозяин — Тимофей Борщев, стоя на коленях, совал в творило подземки мелко наломанный хворост.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Яков Лукич, сӑхманне уртса ярса, Борщев патне каҫ пулас умӗн пырса кӗчӗ.

Яков Лукич, закутавшись в зипун, пришел к Борщеву перед вечером.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫынсем, ял Советӗнче ӗҫлекенсем ан асӑрхаччӑр тесе, Борщев патне ҫуртсен хыҫӗсемпе, анкартисем урлӑ пӗрерӗн-икшерӗн кӑна ҫӳреме пуҫларӗҫ.

Обычно днем, для того чтобы оградить себя от подслушиваний и досмотра, сходились к Борщеву по одному, по два, пробираясь задами и гумнами, чтобы не шибалось людям в глаза, чтобы не привлечь внимания сельсовета.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Фрол Рваный, Тимофейне тӳрех округа, прокурор патне кӑларса янӑ хыҫҫӑн, пӗр кун чухӑнсен пуххинче сасӑлама килӗшмен тусӗ патӗнче, Борщев килӗнче, пурӑнма тытӑнчӗ.

Фрол Рваный, отправив Тимофея прямо в округ к прокурору, жил у приятеля своего Борщева, того самого, который на собрании бедноты некогда отказался от голосования.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Атту теприсем каясшӑнах мар, унашкал именекеннисем те пур, акӑ, Тимофей Борщев пеккисем…

А то иные не хотят, есть такие совестливые, вот как Тимофей Борщев…

11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Давыдов блокночӗ ҫине кӗскен ҫапла чарлаттарса ҫырса хучӗ: «Тимофей Борщев — класс тӑшманӗ сӗрӗмлетнӗ ҫын. Ӑнлантармалла, шухӑшне ҫавӑрмалла».

Давыдов коротко черканул в блокноте: «Тимофей Борщев затуманенный классовым врагом. Обработать».

4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Сасӑламан Тимофей Борщев, юлашкинчен, юри йӑвашлананҫи пулса, ҫапла каларӗ:

Неголосовавший Тимофей Борщев под конец с деланым смирением ответил:

4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех